Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.20 Пĕрле ĕçлесен ăнăçу пулатех

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Республикăри шкулсенче Президентăн “Çĕнĕ шкул” программи ĕçлеме пуçланăранпа 10 çул çитрĕ. Халĕ шкулсенче çак юбилее халалланă мероприятисен марафонĕ иртет. Шкул ертÿçисем халăх умĕнче отчетсем тăваççĕ, шкул пурнăçĕпе паллаштараççĕ. Ку вăл халăхпа шкул хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме пулăшать.
Çак çулсенче республикăри вĕрентÿ тытăмĕнче чăннипех пысăк улшăнусем пулчĕç. Программăра палăртнă çул-йĕр шкулсен ĕç-хĕлне тĕпрен çĕнетме пулăшрĕ. Чи малтанах кунта реструктуризаци витĕмне асăнмалла. Ачасене паха пĕлÿ пама май çук пĕчĕк шкулсене никĕс шкулĕсене куçарнине хăшĕ-пĕри тÿрех йышăнасшăнах марччĕ пулин те, пурнăç ку утăм тĕрĕссине кăтартса пачĕ. Иртнĕ тапхăрта районти 12 шкула реструктуризациленĕ. Хальхи вăхăтра районта пуçламăш 1, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул 12, вăтам пĕлÿ паракан 11 шкул ĕçлеççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ паян ывăл-хĕрне никĕс шкулĕнче вĕрентесшĕн. Мĕншĕн тесен унта ачасене аталанма условисем чылай лайăхрах. Ку тĕлĕшпе, паллах, Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви тĕрлĕ проекта активлă хутшăнни пĕлтерĕшлĕ ÿсĕмсем тума май парать. Раççей Тĕнче банкĕпе пĕрле йĕркеленĕ “Вĕрентÿ тытăмĕн реформи” проект тăрăх юлашки виçĕ çулта кăна районти 2 шкула: Елчĕкри ресурс центрне 5 миллион тенкĕлĕх, Курнавăш ресурс центрне 563 пин тенкĕлĕх çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Хальлĕхе Елчĕк ресурс центрĕн вĕрентÿ оборудованийĕ енĕпе нумай хула шкулĕсем те танлашаймаççĕ-ха. Анчах та оборудовани шучĕпе мухтанни кăна мар, ăна ĕçре пĕрмаях тухăçлă усă курни, кашни учителе çак пуянлăхпа туллин ĕçлеме хăнăхтарасси Елчĕк ресурс центрĕн администрацийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăмалла. Ку тĕлĕшпе ятарлă вĕренÿ те йĕркелени вырăнлă пулĕччĕ.
Тепĕр пысăк ĕç – информатизаци. Çĕнĕ технологисемпе усă курмасан вĕрентĕве аталантарма май çук. 2006 çулта, “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, Елчĕк районĕнчи 16 шкула Интернетпа çыхăнтарнă, унпа вĕсем Раççей бюджечĕн шучĕпе икĕ çул тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ. Кăçал вара районти пĕтĕм шкула пысăк хăвăртлăхлă Интернет çыхăнăвĕпе тивĕçтерĕç. Хальхи вăхăтра районти шкулсенче 185 компьютер, 46 принтер, 18 сканер, 5 мультимедийлă проектор, 7 спутник тарелки пур. Районта 18 ачана пĕр компьютер е 100 ача пуçне 5, 5 компьютер (ку вăл республикăри лайăх кăтартусенчен пĕри шутланать: республикăра – 24, ялсенче 22 ачана) тивĕçет.
Çапах та çĕнĕ технологисене туллин алла илес тĕлĕшпе чăрмавсем пур. Хăш чухне çыхăну япăххине пула шкулсем Интернета тухма пултараймаççĕ. Унсăр пуçне районта çĕнĕ технологисемпе ĕçлеме пĕлекен кадрсем çукки те сисĕнет, çавна пула шкулсен сайчĕсен пахалăхĕ тивĕçтермест. Нумай шкулсенче ертÿçĕсем хăйсен яваплăхне туйманнине пула халĕ те Интернета информатика кабинечĕсене куçарман (хăйсен кабинечĕсенче тытаççĕ), локальлă (пĕрлехÿ) çыхăнăва йĕркелемен, Елчĕкпе Аслă Елчĕк шкулĕсенче интерактивлă доскасемпе усă курмаççĕ, учительсен вĕрентĕвне йĕркелемен. Вĕрентекенсен хăйсене кирлĕ материала Интернетра шыраса ирттермелле ан пултăр тесен, кашни вĕрентекен вĕренÿ порталĕсен адресĕсене, предмет сайчĕсене питĕ лайăх пĕлмелле.
Юлашки çулсенче профиль вĕрентĕвĕ аталанма пуçларĕ. Районти шкул ачисен 70 проценчĕ профиль классенче пĕлÿ илет. 10-11-мĕш классенчи çамрăксем халĕ хăйсене малашлăхра кирлĕ предмета тарăнрах вĕренме пултараççĕ. Çак меслет ăнăçлă пулнине патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем те малашне çирĕплетсе, кăтартса парĕç. Ялсенчи вĕрентÿри çĕнĕлĕхсене алла илнĕ ресурс центрĕсенчи патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кăтартăвĕсем хула инноваци шкулĕсен кăтартăвĕсемпе шайлашмалла – акă мĕнле тĕллев тăрать пирĕн умра.
Профиллĕ вĕрентĕве йĕркеленĕ çĕрте те пысăк çитмен-лĕхсем пур: профиль направленийĕсене палăртнă чухне чылай шкулта ачасен шухăш-кăмăлне шута илмен, учительсене сехетсем туса парас тесе кирлех мар направленисем палăртнă.
“Çĕнĕ шкул” программăна пурнăçласа вĕрентÿ учрежденийĕсенче пурлăх никĕсĕ палăрмаллах çирĕпленчĕ. Шкулсенче хутса ăшăтмалли котельнăйсем пурте çут çанталăк газĕпе ĕçлеççĕ. Районта 2 спорт çурчĕ, пур требованисене те тивĕçтерекен 3 çĕнĕ хоккей коробки хута кайрĕç. Çуртсене юсаса çĕнетес ĕç те аван пулса пырать: иртнĕ çул кăна 2 пысăк шкулăн: Аслă Елчĕк тата Кĕçĕн Таяпан ăшă системисене йăлтах улăштарнă, 3 шкулăн тăррисене çĕнĕрен тунă.
Кашни кун районти 9 шкул автобусĕ çула тухать, маршрутсен кулленхи пĕтĕмĕшле вăрăмăшĕ икĕ енлĕ 664 километрпа танлашать, 400 ачана 20 маршрутпа урока вăхăтра çитереççĕ, занятисем хыççăн килĕсене ăсатаççĕ. Паян районта 5 никĕс шкулĕ ĕçлет, вĕсенчен 2-шĕ ресурс центрĕ шутланать.
Хăйсен вĕрентÿри ÿсĕмĕсемпе, çĕнĕлĕхĕсемпе шкулсем Президент программин юбилейĕ ячĕпе ирттернĕ мероприятисенче паллаштарма пултарчĕç. Ашшĕ-амăшĕ, общество организацийĕсен представителĕсем, депутатсем, ятарлă комисси членĕсем районти шкулсенче уççăнлăх отчечĕсене итлерĕç, вĕсене сÿтсе яврĕç, шкулăн вĕрентÿри, воспитанири ĕç-хĕлне хак пачĕç. Шкулсенче “Эпир сире хавас!” девизпа уçă алăксен кунне ирттернĕ. “Çĕнелнĕ шкул – XXI ĕмĕрти ăнăçу никĕсĕ” класс сехечĕсенче, инноваци ыйтăвĕсене çутатакан педагогсен канашлăвĕсенче, çĕнĕлле ĕçлекен учительсен методсовечĕсенче калаçусем çивĕч иртрĕç.
Çакăн пек мероприятире Курнавăш вăтам шкулĕнче пулма тÿр килчĕ. Никĕс шкулĕ – ресурс центрĕ те. Тулаш енчен пăхсан Курнавăш шкулĕ ытти шкулсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть пек: çурчĕ те çав кирпĕч çуртах, класĕсем те хăнăхнисемех. Анчах та Курнавăш шкулĕ чăн-чăн ăс-хакăлпа культура центрĕ пулса тăчĕ, вăл – çĕнĕлĕхсене çул паракан тĕслĕх вĕрентÿ учрежденийĕсенчен пĕри. Кунта çитĕнекен ăрăвăн ăс-хакăлпа чун-чĕре пуянлăхне аталантарас ĕçре пухăннă опытпа мухтанмалли пурах. Педагогсен йышĕ пĕлÿ пахалăхне ÿстерессине çеç мар, ачасене пĕчĕкренех ыр кăмăллăха, хăй тĕллĕнлĕхе, активлăха хăнăхтарассине те тĕп вырăна хурать. Ахальтен мар ĕнтĕ çак шкулта вĕренекенсем районти, республикăри конкурссенче, ăс-хакăл вăййисенче яланах малтисен ретĕнче пыраççĕ.
Мĕне пула çакăн пек пысăк çитĕнÿсем патне çитет-ха шкул коллективĕ; Акă мĕн калать-ха кун пирки шкул директорĕ С.Н.Николаев: “Ачасемшĕн чуна парса ĕçлетпĕр, малашлăхĕ ăнăçлă пултăр тесе тăрăшатпăр. Учительсен коллективĕ питĕ туслă та ĕçчен”, – тет вăл. Министерствăран килнĕ комисси членĕсен шучĕпе, Курнавăш шкулĕнче вĕрентÿ тата воспитани ĕçне тĕрĕс йĕркелеме пĕлни те витĕм кÿрет. Курнавăшсем темиçе çул ĕнтĕ нумай аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе çыхăну тытаççĕ. Шкулта ачасене наука-тĕпчев ĕçне хăнăхтараççĕ, учительсен пĕлĕвне тăтăшах ÿстереççĕ. Вĕренекенсем аслă шкулсенче ирттерекен “Ăслăлăха – пĕрремĕш утăм” конференцисенче лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Курнавăш шкулĕ – инноваци программисене пурнăçа кĕртекен вĕрентÿ учрежденийĕсен конкурсĕн çĕнтерÿçи, пĕлтĕр шкул Раççей Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне тивĕç пулнă.
“Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, çĕнтерÿçĕсен ятне илнĕ шкулсем ытти вĕренÿ учрежденийĕсене аталану опычĕпе паллаштараççĕ. Нарăсăн 1-мĕшĕнчен “Шкул – шкула”, “Учитель – учителе” проектсем ĕçе кĕме пуçларĕç. Проектсен тĕллевĕ – нацпроект конкурсĕсенче çĕнтернĕ шкулсен, учительсен опытне ытти шкулсем, çамрăк педагогсем хушшинче сарасси. Грантсене çĕнсе илнĕ педагогсемпе шкул коллективĕсем хăйсем патĕнче ыттисене йышăнаççĕ, вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштараççĕ.
Уççăнлăх отчечĕсем районти чылай вĕрентÿ учрежденийĕсенче иртрĕç. Малашне вĕсем кашни çулах кашни шкултах иртмелле. Хальлĕхе çак отчетсем мĕнле иртни йăлтах тивĕçтермест-ха. Калаçу пахалăхлă, усăллă ирттĕр тесен шкул ертÿçисен çак мероприятине тĕплĕн хатĕрленмелле. Ашшĕ-амăшне, халăха шкула ертсе пырас ĕçе хутшăнтарасси – вĕрентÿ тытăмĕн пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри. Шкул – çемье – общество çыхăну çирĕп пулсан кăна вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче чăннипех пысăк ÿсĕмсем тума пулать.
Ача çулталăкне кĕнĕ май пур вĕрентекене те пуласлăхшăн – пирĕн ачасемшĕн – вăхăта, чун-чĕре вăй-халне шеллемесĕр ĕçлеме чĕнсе калас килет. Кашни вĕрентекен çакна ăнланса илсе ăша хывасса питĕ шанас килет, çавăнпа шанатăп та.
Л. ЛЕВЫЙ
 («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика