Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Вĕресе тăракан пурнăçра, хальхи тапхăрта уйрăмах, нумай чухне эпир çынна тав тума, каçару ыйтма, кăмăлласа калама манатпăр, вĕсен хутшăнури пĕлтерĕшне шута илместпĕр. Ку, паллах, ырă мар.
Ачасен сăпайлăхне аталантарас тĕллевпе Юнтапа шкулĕнче 9 класс вĕренекенĕсемпе “Мĕн вăл ырă кăмăллăх?” ятпа класс сехечĕ иртрĕ. Мероприятие ертсе пыраканĕ истори, географи тата краеведени учителĕ Людмила Михайловна Ильина пулчĕ. Уçă класс сехетне районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕсемпе шкулти учительсем те хутшăнчĕç.
Л.Ильина вĕренекенсене палăртнă темăпа дискуссие пурне те анлăн хутшăнтарчĕ. Ачасем хăйсен шухăш-кăмăлĕсене туллин палăртрĕç. Вĕсем ырă кăмăллăх мĕнне, пурнăçра еплерех вырăн йышăнса тăнине тĕплĕн сÿтсе яврĕç. Çынна сывлăх сунма, калаçу пуçлама, сыв пуллашма пĕлни чи кирлине палăртрĕç. Вĕренекенсем интереслĕ ÿкерчĕксем хатĕрленĕ. Кашниех ÿкерчĕкĕн тĕп шухăшне уçса пачĕ. Вĕсем калаçни, шухăшлани хăнасене килĕшрĕ.
Юлашкинчен ырă кăмăллăх çинчен юрă юрларĕç, поэтсен сăввисене вуларĕç. Людмила Михайловна ĕçне лайăх хак пачĕç.
Александра НЕСТЕРОВА,
Юнтапа шкулĕ, 9-мĕш класра вĕренекен.
(«По жизненному пути (Пурнăç çулĕпе)», Аликово)