Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.19 Н. Федоров Президентăн Интернет-пресс-конференцийĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Февралĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров вĕрентÿ тытăмĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе Интернет-пресс-конференци ирттерчĕ. Ăна Президентăн “Çĕнĕ шкул” программине йышăннăранпа 10 çул çитнине халалланă.
 
 
Кунашкал майпа çакăн евĕр конференци пуçласа пулчĕ. Çыхăнăвăн çĕнĕ технологийĕсемпе усă курса йĕркеленĕскере, пĕр харăсах республикăри 4 пине яхăн çын — район-хула пуçлăхĕсем, тĕрлĕ шайри депутатсем, обществăлла организацисен представителĕсем, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем — хутшăнчĕ. Вĕсем 200 ытла ыйту пачĕç.
Н. Федоров Президент хăйĕн сăмахĕнче республикăри вĕрентÿ тытăмĕ вăхăтпа тан утнине каларĕ, çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Акă, юлашки 10 çулта ку отрасле бюджет укçи-тенкине хывасси 8 хут ÿснĕ. 140 шкул хута янă, тĕпрен илсен, вĕсене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтаççĕ. Никĕс (базăлла) 138 шкул, ресурс центрĕсем 51 уçнă. 225 “Шкул автобусĕпе” 652 ялти 10 пине яхăн ачана вĕрентÿ учрежденийĕсене турттараççĕ. 2001 çултанпа вĕрентĕве информатизацилеме тĕрлĕ çăлкуçран 200 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă. Çак тата Президентăмăр илсе кăтартнă ытти цифрăсемпе фактсем хыçĕнче, паллах, вуншар педагогика коллективĕпе пиншер хастар учителĕн ырми-канми ĕçĕ. Николай Васильевич хăйĕн сăмахĕнче пирĕн районти Трак чăваш-нимĕç гимназине те профильлĕ вĕрентĕве маттур йĕркеленĕшĕн ырларĕ, Упири ятарлă шкулта 30 ытла ача вĕренсе воспитани илнине те уйрăммăн палăртса хăварчĕ. Вăл çавăн пекех малашлăхра вĕрентÿ пахалăхне çĕклес, пĕлÿ шайĕ пысăк ачасемпе активлăрах ĕçлес, массăллă физкультурăпа спорта аталантарас ыйтусем çивĕч тăнине палăртрĕ, унтан пĕр сехет ытла ыйтусене хуравларĕ.
Президентăн Интернет-пресс-конференцийĕ икĕ сехет ытла пычĕ. Район пуçлăхĕ С. А. Николаев, унăн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н. И. Антонов, шкулсен директорĕсемпе вĕсен çумĕсем, патшалăхăн вĕрентÿ учрежденийĕсенчи обществăлла управленийĕсен членĕсем, информатикăна вĕрентекен учительсемпе ача сачĕсен заведующийĕсем ăна район администрацийĕн ларусен залĕнче вырнаçтарнă ятарлă экран çинче пăхрĕç тата итлерĕç. Пирĕн районтан кăна Чăваш Ен Президентне вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă 8 ыйту пачĕç. Станислав Андреевич Н. В. Федоров Президентăн асăннă конференци вăхăтĕнчи сăмахĕ педагогика коллективĕсемпе общественность тата ашшĕ-амăшĕ умне çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас тĕлĕшпе çĕнĕ задачăсем кăларса тăратнине каларĕ.
Интернет-пресс-конференцине пирĕн районтан хутшăннисем (сăмах май, Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн директорĕ Г. И. Юлмасова вара унта Шупашкарта тÿрремĕнех хутшăн-чĕ) кăнтăрлаччен Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта пулчĕç, кунта Е. Г. Аркадьева, Н. В. Никитина, Е. В. Иванова, Л. А. Голубева, Г. В. Никифорова, Э. В. Кузьмина, В. И. Павлов, В. М. Михайлов, Л. Ю. Илларионова тата Н. В. Андреева педагогсем ирттернĕ уçă уроксемпе паллашрĕç. Унтан инноваци технологийĕсене вĕрентÿ тытăмне çирĕппĕн кĕртсе пыма тăрăшакан, кăçал Раççей Президенчĕн гранчĕсене тивĕçессишĕн кĕрешекен Красноармейскинчи 2-мĕш, Еншик Чуллăри, Мăн Шетмĕри тата Чатукассинчи вăтам шкулсен презентацийĕ иртрĕ. С. М. Николаева (КСОШ-2), Т. А. Беззубова (çумĕпе В. Н. Абрикосовпа пĕрле (Еншик Чул-лă), О. М. Степанова (Чатукасси) директорсем тата В. В. Васильева директор çумĕ (Мăн Шетмĕ), çыхă-нăвăн çĕнĕ мелĕсемпе усă курса, хăйсен шкулĕсенчи ырă тата пархатарлă ĕç-пуç çинчен каласа пачĕç.
В. ДАНИЛОВ
 («Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика