Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.19 Литература эрнинче

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Чăваш халăх поэчĕ П. Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Кĕçĕн Шетмĕ вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ. Çавна май çак тапхăрта классенче аслă поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхне çутатакан калаçу сехечĕсем йĕркелерĕç. П. Хусанкай сăввисене илемлĕ вулакансен конкурсĕнче А. Андреев, Н. Данилова (4 класс), А. Илларионов (7 класс) çĕнтерÿçĕсен ятне çĕнсе илчĕç.
 
 
 
И. Козлов ертсе пыракан “Çамрăк çыравçă” литература кружокĕнчи ачасем хăйсем хайланă тарăн шухăшлă сăввисене вуларĕç. Кунта Н. Константинова, Н. Муравьева, А. Андреева, И. Платонова (6 класс), М. Павлова (7 класс) пуринчен те пултаруллăрах пулни палăрчĕ.
“Манăн пурнăçăмри чи асра юлнă кун” темăпа çырнă хайлавсен конкурсĕн çĕнтерÿçисем те паллă. Вĕсем — И. Ришко (2 класс), М. Муравьев (3 класс), Н. Константинова (6 класс), Е. Гаврилова (9 класс), М. Павлова (7 класс).
П. Хусанкай пултарулăхне çутатакан викторина çĕнтерÿçисем — К. Афанасьева (6 класс), М. Павлова (7 класс).
Шкулти библиотекăра Л. Ильина йĕркеленипе “П. Хусанкай — 100 çулта” выставка ĕçлет.
Т. ВИКТОРОВА
 («Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика