Чатукассинчи шкул 1884 çулта уçăлнă. 1965 çултанпа — вăтам шкул. ЧР Президенчĕн “Çĕнĕ шкул” программине пурнăçласа ÿсĕмсем туни куç умĕнчех. Асăнма кăмăллă: программăна кăçал — вунă çул.
Çăмăлах мар пулин те пилĕк çул ĕнтĕ шкул “тилхепине” Ольга Михайловна Степанова тытать. Аслă пĕлÿллĕ вĕрентекен ку тăрăхранах — Типвар ялĕнчен тухнă. Пултаруллă та малашлăхлă, сăпайлă хĕрарăм. Ăна çитĕнекен ăрăва ăс-хакăлпа чун-чĕре пуянлăхне алла илме пулăшнă çĕрте унăн çумĕсем Галина Николаевна Игнатьевапа Ирина Владиславовна Михайлова иксĕлми тÿпе хываççĕ.
Паянхи номерти тĕрленчĕксем Чатукасси шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕнчен.
Обществăлла экспертиза кунĕнче
Çĕнĕлĕх тăрăшмасăр пулмасть. Шкул пурнăçĕнче паян мухтанмалли самантсем чылай. Савăнмалла çеç уншăн. Пурте пĕр шухăш-кăмăллă пулса куллен ятарлă программăпа вăй хуни çирĕплетет те ÿсĕмсене.
— Ашшĕ-амăшĕсем пирĕн шкулăн чи çывăх хăнисем. Уçă уроксене вĕсене чĕнесси, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлесси çирĕп йăлара. Тата районти, республикăри ятлă-сумлă çынсене те час-часах хамăр пата йыхравлатпăр, — хăй калассине чуна уçсах пĕлтерчĕ Ольга Михайловна. — Обществăлла экспертиза кунĕ те çавăнпах çыхăннă.
Хальхинче, нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче уявра сумлă хăнасен йышĕнче район пуçлăхĕ Станислав Николаев, Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Леонтьев, районти вĕрентÿ пайĕн ĕçченĕсем, Уртем Гали (Галина Васильева), Николай Ункай, Георгий Тусли çыравçăсем, Галина Вастрюкова радиожурналист пулчĕç.
Малтанах вĕрентекенсем хăнасене, ашшĕ-амăшĕсене уçă уроксене чĕнчĕç. Классенче уйрăммăн иртекен калаçу урокĕсенче пулса курчĕç хăнасем. 1—4 классем спорт вăййисенче ашшĕ-амăшĕсемпе ăмăртса вылярĕç. 5—11 классенче пĕлÿ пухакансем Уртем Гали çыравçăпа тĕл пулчĕç. Ачасем унăн сăввисене пăхмасăр, илемлĕн вуларĕç. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен А. Григорьева Уртем Галин литература ĕçне мультимедийлă майпа презентацилерĕ. Çыравçă шкула тата уйрăм ачасене хăй çырнă кĕнекесене парнелерĕ.
Уяв малалла тăсăлчĕ. Кашни класах хăйĕн юратнă юррине парнелерĕ пухăннисене. Çак самантра хамăр ентеш, Виталий Петров юрăçа халалланă “Йăлтăркка юр пĕрчисем” вокалистсен конкурсне хак пама та тиврĕ. Кашни класрах юрăпа ташă ĕçне парăннă ачасем çине-çинех тупăнчĕç шкулта. Люба Ефимован (3 класс), Катя Поповапа Таня Петрован, Настя Ефимован (6 класс), Алена Аверкиевапа Арина Ефимова (10 класс) сассисем пурне те тыткăнларĕç çав.
Обществăлла экспертиза кунне хутшăннă ашшĕ-амăшĕсем хăйсем хĕпĕртенине пытараймарĕç, чăнах та. Акă, Людмила Аристарховапа Елена Григорьева, сăмахран, 11-мĕш класра йĕркеленĕ уçă урокра ларчĕç. Кăмăллă иккĕшĕ те. Ирина Владиславовна Михайлова 14 вĕренекен умне сÿтсе явмашкăн “Мĕн вăл çемье?” ыйтăва лартнă. Çăмăлах мар, паллах, хуравлама. Çавах та çамрăксем çемьен тĕп-тĕрĕс хуравне хуравларĕçех. Кашниех çав шухăша тĕшĕллĕ сăмахсемпе тивĕçтерчĕ.
Уртем Гали çыравçăн “Сирĕн çĕр-шыва усăллă çын пулас тесен мĕн тумалла?” ыйтăвĕ çине те ачасем тулли хуравсем пачĕç. “Вĕренмелле, вуламалла, ĕçлемелле”, — терĕç вĕсем.
Ыррин яланах хакĕ пур
Чатукассинчи пĕтĕ-мĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн хăйĕн хакĕ пур. Çав хакра хавхалану туйăмĕ çуралать те. Мĕнпе пуян-ха кил-йыш? Чăн малтанах икĕ хутлă кирпĕчрен купаланă çуртпа тесшĕн эпир. Вĕсенчи таса та çутă пÿлĕмсем чун-чĕресене тыткăнлаççĕ. Вĕрентекенĕсем те пĕри тепринчен пултаруллă кунта. Пĕтĕмпех харпăр хăй шкул саккинчен “пиçсе” тухнисем тесен те йăнăшах пулмĕ.
Акă, Ольга Степанова, Галина Игнатьева, Ирина Михайлова, Зинаида Владимирова, Алевтина Григорьева, Геннадий Прохоров (21 вĕрентекентен) хамăр ентешсем — Чатукассисем.
— Шкул ĕçлени — вăл пурнăç. Пĕтĕмпех пĕрчĕн- пĕрчĕн пухăнать. Акă, хăвăр йышпа çине тăнипех картишĕнче гараж та вырнаçса ларчĕ. Автобусĕ те çÿрет. “Таябинка” пĕрлешÿре ытахальтен пилĕк-çурăма авмарăр пулĕ, мĕн чухлĕ çĕр улми пуçтартăр.
Шкулăн тепĕр çĕнĕлĕхĕ шкул çулне çитмен ачасем валли ушкăн йĕркелесе яни те пĕлтерĕшлĕ. Халь çав йыша — 15 ачана Елена Дмитриева воспитательница вĕрентет, выляттарать, — хăй кăмăллине пытармарĕ обществăлла экспертиза кунĕнче район пуçлăхĕ Станислав Николаев. — Ачасен сывлăхне сыхлассипе те чылай ĕçлемелле. Ашшĕ-амăшĕсен те вĕсемшĕн тĕслĕх пулмалла.
Ырă сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарнă май, кашни ирех шкул хăйĕн ĕçне ирхи зарядкăран тытăнать. Халь йышра 149 ача пĕлÿ пухать. Вĕсенчен 68-шĕ хĕр ача, 81-шĕ арçын ача. В. Максимовпа О. Егоров тренерсем пушă вăхăта ачасемпе пĕрле спортзалпа стадионта йĕркелеççĕ. М. Никитинапа Д. Мартьянова, К. Гурьева ирттерекен аэробикăпа ритмика ташшисене хутшăнакансем йышлă.
Профессине тĕрĕс суйласа илнĕ çĕрте профильлĕ курссен пулăшăвĕ пысăк. Аслă классенче вĕренекенсем виççĕмĕш çул ĕнтĕ Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче, ресурс центрĕнче пĕлÿ пухаççĕ.
Шкул коллективĕ инноваци технологийĕсемпе тăрăшса усă курать. Акă, информатика урокĕсене 3-мĕш класран пуçласах ирттереççĕ. Акăлчан чĕлхине иккĕмĕш класран тытăнса вĕрентни усси пурах. Ачасен ăс-хакăлĕ хăвăрт пуянланни куç умĕнчех. Юлашки икĕ çул хушшинче шкулти тăватă вĕренекен акăлчан чĕлхипе пĕлÿ пухма ЧПУ тата ЧППУна, педколледжа кĕнĕ.
Шкул районти çамрăксен пултарулăх çурчĕпе тачă çыхăнура. Конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Вĕсенчен çĕнтерÿçĕ ятпа таврăнаççĕ. Владик Лукин (5 класс), активлă пулнă май, Павел Семенов депутатăн елкине хутшăнчĕ.
— Юлашки çулсенче олимпиадăсенче тупăшакансен йышĕ нумайланчĕ. Савăнтарать ку пире. Акă, 2005 çулта районти тата республикăри тупăшусенче саккăрăн призер пулнă, пĕлтĕр çак кăтарту 10-па танлашнă. Спортра çеç мар маттур, халăх инструменчĕсемпе те выляма хăнăхаççĕ пирĕн вĕренекенсем. Н. Филиппова вĕрентекен чылай ĕçлет ку тĕлĕшпе, — тет Ольга Степанова директор. — Паян эпир хамăра ресурс центрĕсемпе пĕр тан утнăнах туятпăр.
Кашни класс ертÿçи воспитани ĕçĕ-хĕлĕнче уйрăм, ятарлă программăпа ĕçлет. Г. Прохоровăн — “Çамрăк армеец”, И. Михайлован “Толерантность”, Н. Лукинан “Çемье” программăсем пур. Творчествăлла пултарулăха туптаççĕ вĕсем вĕсенче.
Пĕрчĕн-пĕрчĕн пухăнать
Шкул хуçалăхĕн ÿсĕмĕсем куç кĕретех. Юлашки пилĕк çул хушшинче хушма хуçалăха аталантарнă. Палăрмаллах. Акă, унччен усă курман пилĕк гектар çĕрпе усă курма тытăннă. Шкул тавралла çĕнĕрен карта тытса çавăрнă, туалета çĕнĕрен хăпартнă.
Шкул столовăйне юсанă, пушар сигнализацине вырнаçтарнă. Тата ытти ĕçсене те пурнăçланă. Сăмах май, Чатукассисем пĕлтĕр районти шкулсем хушшинче пахча çимĕç акса-лартса çитĕнтерессипе “Шкул çумĕнчи лайăх участок” ята тивĕçнĕ, приз çĕнсе илнĕ. Маттур!
Юлашки çулсенче Чатукассисем “Таябинка” пĕрлешÿпе туслăн çыхăну тытаççĕ, çĕр улми кăларса пухма пулăшаççĕ. Çак туслăх пĕр-пĕрне ăнланнинче, çыхăну тытнинче, йывăрлăхра пĕрлешсе пĕр шухăш-кăмăлпа тăрăшнинче туптанать, çирĕпленет те. Ачасем, вĕренекенсем çĕр ĕçне парăнса, пĕр чĕлхе тупса ĕçе юратма хăнăхни куç умĕнчех.
Хăйсем çине тăнипех, ашшĕ-амăшĕсем юнашар пулса куллен пулăшнипех те пуль шкулта тарăн пĕлÿ илме мĕн пур условисем çителĕклĕ халь. Кунта 7 компьютер, видеокамера, проектор, сканер, ксерокс, принтер, цифрăллă фотоаппарат, çĕнĕ магнитолăсемпе телевизор пур.
— Çакăн чул оборудованипе эпир тĕллевлĕ усă куратпăр. Уроксене, шкул тулашĕнчи ĕçсене кирлĕ шайра туса пыма, чăннипех те пулăшаççĕ, — калаçăва сыпăнтарчĕ Ольга Степанова директор. — Пирĕн патран хăнасем татăлмаççĕ тесен те тĕп-тĕрĕсех. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кăна республика ĕçтешĕсем валли икĕ семинар иртнĕ. Акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен республикăри семинарне ЧРИОри ют чĕлхе кафедрин методисчĕ Людмила Сидорова йĕркелесе пычĕ.
Анчахрах тата Çĕмĕрле, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар тата ытти район администрацийĕсенчи вĕрентÿ пайĕсен методисчĕсем те Чатукассинчи вăтам шкулта воспитани ыйтăвĕсене еплерех татса панипе кăсăкланчĕç, вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлне лайăх хак пачĕç.
“Каникулсем” программăна пурнăçлассипе те çирĕп утăмсем пур. Çулленех кунта ĕçпе кану тата экологи лагерĕ “Ветерок” ĕçлет. Иртнĕ çул унта 60 ачана ĕçлесе канма май туса панă. Шкул коллективĕ районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа çыхăну тытать.
Вĕренекенсем Чатукассинчи кану çуртĕнче те кĕтнĕ хăнасем. Пĕр уяв та иртмест вĕсемсĕр. Хастар та пултаруллă çамрăксене Ф. Лукин ячĕллĕ музейра та, ваттисен çуртĕнче те, Чатукасси врач офисĕнче те, тĕслĕх библиотекăра та — пур çĕрте те кĕтеççĕ. Çула май çыхăну уйрăмĕпе лавккана та кĕреççĕ. Вĕсенче ачасем экскурсисенче пулаççĕ, уçă уроксем ирттереççĕ, юрă-ташăпа савăнтараççĕ. Çапла пулмалла та.
Шкул пĕрчĕн-пĕрчĕн ят-сум пухнă текен ырă хыпар Мускав хули таранах çитсе сарăлчĕ ĕнтĕ.
— Çак кунсенче Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿпе ăслăлăх министерствин I степеньлĕ дипломне алла илме тивĕç-лĕ пултăмăр. Савăнтăмăр. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, социаллă структура туслă пулни, пĕр-пĕрне ăнланни, тачă çыхăну тытса ĕçлени — пирĕн çитĕнÿсен вăрттăнлăхĕ, — хăй калаçăвне çапла вĕçлерĕ О. Степанова директор обществăлла экспертиза кунĕнче. — Хавхалану туйăмĕ иксĕлми. Кăçал Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илесшĕнех.
Çапла пултăрччĕ.
Т. ИВАНОВА, Г. ЕФИМОВ
(«Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское)