Вася Герасимов шкулта «4» тата «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыратчĕ. Вăл Шурик Богатыревпа пĕр парта хушшинче ларатчĕ. Пĕри купăста пек шап-шурă пуçлăччĕ, тепри кăштах хурарах. Вĕсем пĕртăвансен ачисемччĕ. Пĕр шутласан, тĕлĕнмелле те. Çамрăк чухне те пĕр-пĕрин çывăхĕнче пулнă, халĕ те «Сельхозтехника» акционерлă обществăра çума-çумăн ĕçлеççĕ. Пĕри – предприяти директорĕ, тепри – тракторсем юсакан мастерской заведующийĕ.
«Ял-йыш çинче ятлă-сумлă çынсем пулăр. Малалла вĕренме тăрăшăр, пирĕн ята ан ярăр», – тетчĕ ачисене яланах Абрам Васильевич. Мăшăрĕ Фекла Дементьевна та пепкисене лайăххине кăна вĕрентнĕ, аслисене итлеме, ватăсене сума сума хушнă. Ашшĕпе амăшĕ ачисене пĕчĕкренех тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарнă. Тарьепе Валя шкулта вĕреннĕ чухнех ĕне сунă. Вася пăчкă-пуртăпа каскаланă, сухапуç та тытнă. 10 çул кĕçĕн шăллĕне Федяна та майĕпен çак ĕçсене тума хăнăхтарнă. Пиччĕшĕ шкулта вĕреннĕ чухне çуллахи каникул кунĕсенче ытти ачасемпе пĕрле лашапа кĕлте турттарнă, ферма кĕтĕвне те кĕтнĕ, тырă вырнă... Çитĕнсен комбайнпа ĕçленĕ.
Ашшĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ Абрам Васильевич тăтăшах юнлă вăрçă çулĕсем, совет салтакĕн хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ çинчен каласа панă. Аслă Отечественнăй вăрçăн II–III-мĕш степенĕсемлĕ орденсен кавалерĕн аса илмелли пайтах пулнă. Вăл Çĕнтерÿ кунне Кенигсбергра кĕтсе илнĕ, киле чĕрĕ-сывă таврăннă. Унăн юлташĕсенчен чылайăшĕ паянхи мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе вăрçă хирне выртса юлнă. Çавăнпа ветеран «Заветы Ильича» (хальхи «Труд») колхозра хăйшĕн те, вĕсемшĕн те ĕçленĕ. Пĕр вăхăт колхоз председателĕнче, унтан ферма заведующийĕнче тăрăшнă. 69 çула çитиччен пурăннă. Мăшăрĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă, вăрçă вăхăтĕнче хытă шăнса чирленĕскер, тăтăшах вырăнпа выртнă, 50-ран иртсенех çĕре кĕнĕ. Арçын тăватă ачапа тăлăха юлнă. Ăна пур çĕре те пĕччен ĕлкĕрме йывăр пулнă. Часах вăл ĕçчен те сăпайлă Этуçпа пĕрлешнĕ. Хĕрарăм Тимĕрчкассинче çуралса ÿснĕ. Вăл ачасене лайăх пăхнă, нихăçан та сивĕ сăмах каламан. Шкул пĕтерсен Вася Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче, кайран Чăваш ял хуçалăх институтĕнчи механика факультетĕнче вĕренчĕ. Сăмах май каласан, вăл манăн чи çывăх тантăшăмпа, пĕр касра выляса ÿснĕ Люся Константиновăпа туслăччĕ. Люсян амăшĕ вырăс, ашшĕ чăвашчĕ. Григорий Константинович ĕмĕрĕпех ачасене математикăпа вĕрентнĕ, ăста платник пулнă. Çак ăсталăха ывăлĕсемпе кĕрÿшĕсене те панă, Вася та сахал мар унпа пĕрле ĕçленĕ.
Люся Чăваш ял хуçалăх институтĕнче зоотехника факультетĕнче Ваççан йăмăкĕпе Дашăпа пĕрле вĕренетчĕ. Эпĕ те вăл çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ пухаттăм. Укçа-тенкĕ çитменнипе пурте ăçта та пулин ĕçлеттĕмĕр. Вася, Люся тата Даша яланах пĕрле ĕçлетчĕç: институтра урай çăватчĕç, пир-авăр комбинатĕнче юр хыратчĕç. Ăçта кăна ĕçлемен пулĕ, темĕнле йывăр пулсан та аслă пĕлÿ илме тăрăшнă. Васьăпа Люся диплом иличченех пĕрлешрĕç, кайран тантăшăм академилле отпуск илчĕ, ача çуратрĕ. Вова çулталăк тултаричченех вĕренме тухрĕ. Мăнукне Комсомольскинче Вера Ивановна пăхрĕ, ун чухне вĕсем район центрне пурăнма куçнăччĕ.
Алла диплом илсен Герасимовсем тăван района ĕçлеме килчĕç. Вася пирвай «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче инженер-технолог, кайран тракторсем юсакан мастерской заведующийĕнче ĕçленĕ. Пур çĕрте те вăл пысăк яваплăхпа палăрса тăрать. Хăй те ĕçе тĕплĕ тăвать, ыттисенчен те çирĕп ыйтать.
«Ĕçне кура – хисепĕ, чысĕ», – теççĕ халăхра. Предприятире хуçалăхсенчи машинăсемпе тракторсен паркĕсенчи техника юсавлăхне пăхса тăрассипе мастерской ĕçлеме пуçласан В.А.Герасимова унăн заведующийĕ пулма шаннă. Уйрăмах çураки тата вырма кунĕсенче хĕрÿ ĕçсем пуçланнă. Çĕмĕрĕлнĕ техникăна хăвăрт юсаса хатĕррисен линейкине лартнă, хуçалăхсене запас пайсемпе вăхăтра тивĕçтернĕ.
Герасимовсем пĕр вăхăт ашшĕпе амăшĕ, Вера Ивановнăпа Григорий Константинович Константиновсем, патĕнче пурăннă. Çав вăхăтрах çĕнĕрен çĕкленекен Заводская урамра çурт лартма çĕр участокĕ илнĕ. Люсьăн аппăшĕпе йыснăшĕ те – Тамара Григорьевнăпа Анатолий Иванович Эзенкинсем вĕсемпе çумлах çурт купалама пуçланă. Икĕ çамрăк çемье те строительсене тара тытман. Платниксем те, штукатурка тăваканнисем те, кăмака купалаканнисем те хăйсемех пулнă.
Пĕр вăхăт Василий Абрамович «Комсомольский» совхозра тĕп инженерта тăрăшрĕ. Чун-чĕре вара пĕрехмай «Сельхозтехника» еннеллех туртрĕ. Малалла ăна предприяти директорĕн экономика енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шанчĕç. Сăмах май каласан, «Сельхозтехника» юсавпа техника предприяти-йĕнче пĕр шкулта вĕреннисем, аслăчурачăксем нумайăн ĕçлеççĕ: Николай Николаевич Маликов чылай çул предприяти коллективне ертсе пынă, автобаза начальникĕ А.А.Николаев, управляющи, снабжени енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Е.Мухин (шел пулин те, вăл коллективран вăхăтсăр уйрăлса çĕре кĕчĕ), тракторсем юсакан мастерской заведующийĕ А.П.Богатырев. Тен, çавăнпа та пулĕ Василий Абрамович кунта хăйне тăван килти пекех туйрĕ, вăй-хăвачĕ те хушăнсах пычĕ.
Рынок экономики пуçлансан вĕсен умне те нумай йывăрлăх тухса тăчĕ. «Епле пулсан та предпритие пĕтме парас марччĕ, сыхласа хăварасчĕ», – тетчĕ час-часах Н.Н.Маликов директор. Вăл тивĕçлĕ канăва тухсан Василий Абрамович унăн вырăнне йышăнчĕ. Ку виçĕ çул каялла пулнăччĕ. Çак вăхăтра кунта чылай ырă улшăну пулчĕ. Директор тăрăшнипе патшалăх панă çăмăллăхсемпе усă курса 4 предприяти туса хунă. Юсавпа техника сервизĕ, производствăпа коммерци, снабжени енĕпе тивĕçтерекен фирмăсем тата «Сельхозтехника» акционерлă общество. Унсăр пуçне, пушă ларакан мастерскоя «Нива» хуçалăха арендăна панă.
Халĕ кунта темĕн те тăваççĕ. Газ хуранĕсем, монтаж тăвассипе ĕçлеççĕ, тимĕр картасем ăсталаççĕ, хуçалăхсене запас пайсем, ĕç тумтирĕ сутаççĕ. Çĕвĕ цехĕ ĕçлет. Ăна А.В. Совин йĕркелесе пырать.
Бухгалтерине компьютерсем вырнаçтарнă. Кислород участокĕ те ăнăçлă ĕçлет. Мастерскойра мĕнпур маркăллă тракторсем валли двигательсем, топливо аппаратури юсаççĕ, коленвалсене шлифовка тăваççĕ... Кунта Ульяновскран та, Тутарстанран тата ытти çĕртен те пулăшу ыйтма килеççĕ. Территорире тĕрлĕ тавар сутакан магазин та ăнăçлă ĕçлет. Кунта Аслă Чурачăкра çуралса ÿснĕ Зоя Читнаевапа Галина Сорокина чылай çул тăрăшаççĕ.
Хальхи вăхăтра республикăри 22 «Сельхозтехника» акционерлă обществăран улттăшĕ кăна сыхланса юлнă. Вĕсенчен пĕри – пирĕн районти «Сельхозтехника». Вăл республикăри ăнăçлă ĕçлекеннисенчен пĕри. Сăмахран, предприятире 2006 çулта пĕтĕмĕшле продукци туса кăларасси 2004 çулпа танлаштарсан 143 процент, ĕç тухăçлăхĕ икĕ хут, ĕç укçи 176 процент ÿснĕ.
Люся районти выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне ÿстерес енĕпе ĕçлекен пĕрлешÿре, ял хуçалăх управленийĕнче, «Сельхозтехника» пĕрлешÿре тăрăшрĕ. Мăшăрĕ пекех ĕçчен те хастар пулнипе палăрса тăчĕ. Халь вăл тивĕçлĕ канура. Герасимовсем икĕ ывăлне те аслă пĕлÿ пачĕç. Вова – районти Федераллă казначейство специалисчĕ, Сергей – И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институчĕн художествăпа графика факультетне пĕтернĕ, Мускавра ĕçлет. Герасимовсен виçĕ мăнук.
Нумаях пулмасть Луиза Григорьевнăпа Василий Абрамович Шупашкарта хăнара пулчĕç, Федор Абрамовичăн 50 çулхи юбилейне паллă турĕç. Федя та, пиччĕшĕ пекех, Чăваш ял хуçалăх институчĕн механика факультетне пĕтернĕ. Чылай çул институтра ĕçленĕ. Халь вăл – предприниматель. «Мана аслă пĕлÿ илме, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнăшăн тавтапуç», – терĕ вăл пиччĕшне. Ял хуçалăх министерствинче чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă йăмăкĕ Даша та пиччĕшĕпе инкĕшне нумай ырă сăмах каларĕ. Халĕ пĕртăвансем виççĕн юлнă, йăмăкĕ Валя 22-рех пурнăçран уйрăлнă.
...Каçхине 10 сехет те çитет. Люся çав-çавах мăшăрне кĕтсе илеймест. Шупашкара ĕçпе каятпăр терĕ те халĕ те çук-ха. Кунашкал тĕслĕхсем вĕсен пурнăçĕнче пайтах пулнă. Вара килти мĕнпур ĕç мăшăрĕ çине тиенет – ачисене пăхса воспитани парасси те, кил-çурта тирпейлесси те, апат-çимĕç пĕçересси те. Люся мăшăрне лайăх ăнланать, ăна пур енĕпе те пулăшса пырать.
Çурт умне машина çитсе чарăнчĕ. Луиза Григорьевна хулпуççи урлă çăм тутăр уртса ячĕ те мăшăрне кĕтсе илме тухрĕ.
З. СОЛОВЬЕВА
(«Кошелеевский край (Каçал ен)», Комсомольское)