Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.19 Анлă канашлăвăн теми – “1997-2007 çулсем – вĕрентÿ пахалăхĕн çĕнĕ çул-йĕрĕ”.

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Февралĕн 13-мĕшĕнче районти педагогсен канашлăвĕ пулчĕ. Ăна район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов уçрĕ тата ертсе пычĕ. Унта вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, учитель-новаторсем, класс ертÿçисем, уйрăм предмет вĕрентекенсем – пурĕ икçĕр çын ытла хутшăнчĕ. Анлă канашлăвăн теми – “1997-2007 çулсем – вĕрентÿ пахалăхĕн çĕнĕ çул-йĕрĕ”.
 
Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Л.И. Мочалов ЧР Президенчĕн “Çĕнĕ шкул” программин аталанăвĕпе, пурнăçланăвĕпе паллаштарчĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ, общество пурнăçне улăштарас ĕçре тĕп вырăн йышăнакан “Çĕнĕ шкул” программа 10 çул тултарчĕ. Çак тапхăрта вĕрентÿ сферинче чылай çитĕнÿсем, çĕнĕлĕхсем пулса иртрĕç.
Çулталăк пуçланнăранпа пĕр уйăх хыçа юлчĕ, çак вăхăтра пĕлÿ паракан шкулсем тата шкул çулне çитмен учрежденисем общественноç умĕнче хăйсен уçă доклачĕсене турĕç. Çак ĕç вара тĕрлĕ шкулта тĕрлĕрен пулса иртрĕ. Хăш шкулсенче Уçă алăксен кунĕ, хăшĕсенче Обществăлла экспертиза кунĕ пулчĕ.
Иртнĕ çул “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн инноваци ĕçĕ-хĕлне тата пултарулăх пуçарăвне аталантарас ĕçре Муркаш лицейĕпе Калайкасси шкулĕ çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Вĕсем районти вĕрентÿ учрежденийĕсем валли “Шкул-шкула” ячĕллĕ мероприяти ирттерчĕç. Вĕрентÿ ĕçĕнче пултарулăхпа палăрнă 3 вĕрентекен РФ Президенчĕн парнине çĕнсе илчĕç. Вĕсем: Турай шкулĕнчи А.Ю. Герасимова, Москакассинчи С.Ф. Желтова, Калайкасси шкулĕнчи В.Т. Моисеев. Муркаш шкулĕн вĕрентекенĕ В.В. Смирнова ЧР Президенчĕн Грантне тивĕçрĕ. Районти чи лайăх учительсем “Учитель-учителе” мероприятие çамрăк вĕрентекенсем валли ирттерчĕç.
Р. ИЛЛАРИОНОВА
 («Знамя победы (Çĕнтерÿ ялавĕ)», Моргауши)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика