Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.19 Асра юлĕ тĕл пулу («Авангард», Батырево)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Аслă Чементи вăтам шкулта тĕл пулу каçĕ иртрĕ. Кăçал кĕрекене 1947, 1957, 1967, 1977, 1987 тата 1997 çулсенче алла аттестат илнисем пуçтарăнчĕç. Вĕсемпе паллашма зала халăх лăк тулли килчĕ. 1947 çулта вĕренсе тухнисен йышĕ сахал пулчĕ. В.Иванова, Л.Вахмистрова иртнĕ йывăр саманана аса илчĕç. Вăрçă вăхăтĕнчисем пулнăçке-ха вĕсем. Аслисене халалласа М.Химетова “Ылтăн туй” юрласа пачĕ.
 
 
1957 çулта тăван шкулпа 18 ача сыв пуллашнă. Вĕсенчен 9-шĕ ялтах тымар янă. Н.Тимошкинăпа П.Фролов шкул вăхăтĕнчи тус-юлташне, вĕрентекенсене ăшшăн аса илчĕç. Хальхи çамрăксене тăрăшса вĕренме каларĕç.
1967 çулта шкултан 41 ача вĕренсе тухнă. Паянхи кĕрекене аякран килнисем те пур. Çак çул шкултан вĕренсе тухакансем хушшинче вĕреннĕ çынсем, пысăк вырăнсенче ĕçлекенсем пур.
1977 çул шкул сакки çинчен аннисем те сахал мар пуçтарăннă. Тĕрлĕ еннелле саланнă 38 çамрăк: Шупашкар, Ульяновск, Тюмень, Мускав. Ют çĕр-шывра пурăнакан та пур. Н.Матросов чăваш патшалăх университечĕ хыççăн çемйипе Ригăра пурăнать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Медведев та çак класранах. Тăван шкулта вăл чылай ĕçлесе нумай ачана спортпа туслашма пулăшрĕ, вĕсенчен район, республика чемпионĕсем хатĕрлерĕ. С.Миронская ирĕклĕ майпа кĕрешсе, курăк çинче хоккейла выляса хĕр ачасен команди вара çĕр-шывра та чи вăйлисем пулма пултарчĕç.
1987 çулта йышлă пулнă çамрăк çар. 50 вĕренекен алла аттестат илнĕ. Вĕсен пĕрремĕш вĕрентекенĕ О.Тимайкина та килнĕ тĕл пулăва. Çак çулхи кăларăмран 3 çемье чăмăртаннă. Пĕрле вĕреннĕ Г.Миронская икĕ ачипе тата мăшăрĕпе Грецинче пурăннине нумайăшĕ пĕлменччĕ. 10 “а” тата 10 “б” классене вĕрентнĕ Н.Карзакова аса илсен хăшпĕрин куçĕ шывланчĕ. Тăван шкулта курăк çинче хоккейла выляттарма пуçлаканĕ пулнă вăл.
10 çул каялла вĕренсе тухнисен çĕнĕ шкулта вĕренме тÿр килчĕ. 21 ача лайăх вĕреннипе, чаплă спортсменсемпе уйрăлса тăнă ыттисенчен. Т.Хомуткина икĕ аслă пĕлÿ илсе тĕп хулара пĕр фирмăра ĕçлет. О.Горшковăпа вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ. Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн Хĕрлĕ дипломне илнĕ вăл. Шупашкарти К.Чуковский ячĕллĕ библиотекăра пресс-секретарь пулса ĕçлерĕ. Пултаруллă та маттур хĕре библиотека ĕçне республикăри хаçатсенче çутатса тăнăшăн, “Манăн çĕр-шыв кунтан пуçланать” ĕçĕшĕн Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ пулма суйланăччĕ. Халĕ Оля “Формат-М” типографинче дизайн ĕçĕсемпе тепĕр хут çак стипендине тивĕç пулчĕ! Тĕл пулура вăл ертсе пыракансен ыйтăвĕсене туллин хуравларĕ. Шкулта вĕреннĕ Т.Чернова тус-юлташĕ те килнĕ. Таня та лайăх паллăсем çеç илетчĕ, математикăпа районти олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнатчĕ.
Ĕнерхи шкул ачисене те аса илчĕç ертсе пыракансем. Н.Яганов, А.Дубинин, А.Малеев, Е.Башмакова, М.Мылова, Д.Волков нумай олимпиадăра, “Наука. Творчество. Аталану” конференцинче призлă вырăнсем илме пултарчĕç. Н.Ягановпа Д.Волков республикăра та малти вырăнсене йышăнчĕç. Халĕ вĕсенчен 7-шĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсенче, 6-шĕ техникумсенче, 9-шĕ вара училищĕсенче вĕренеççĕ. Пурин ячĕпе те Е.Башмакова сăмах каларĕ.
Тĕл пулăва килнисене шкул директорĕ Л.Иванова, Ю.Мартынова саламларĕç.
Юбилярсемпе калаçма, паллашма интереслĕ пулчĕ. Вĕренекенсен юрри-ташшине пăхса савăнчĕç вĕсем.
Юлашкинчен пурте пĕрле “Мы желаем счастья вам” юрларĕç. Унтан выпускниксем классене саланса аса илÿ çăмхине малалла сÿтрĕç, шкул музейĕнче пулчĕç.
Н. КОШЕЛЕВА
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика