Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă “Вăхăта хакламалла, çынсемшĕн ĕçлемелле” Çырура республикăн иртнĕ çулхи аталанăвне пур енлĕн тарăннăн тишкерсе хак панă. Президент общество, халăх умне çулленех Çырупа тухса калаçнине ырламалла. Кăçалхи Çырура социаллă сферăна пырса тивекен ыйтусене çивĕч çĕкленĕ. 2007 çула ача амăшĕ, çемье çулталăкĕ тесе палăртни те халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн ачасене сывă пăхса çитĕнтермелле, общество валли юрăхлă çынсем пулччăр тесе тăрăшмалла.
Çакă чи малтан ашшĕ-амăшĕпе ача сачĕсене пырса тивет. Ачасем çĕр-шыв пуласлăхĕ пулни çинчен пĕр самантлăха та манмалла мар. Шăпах çакна шута илсе ирттерчĕç те районти хĕрарăмсен совечĕн черетлĕ семинарне. Вăл Сăкăтри “Çăлкуç” ача садĕнче пулчĕ. Ăна Президентăн “Çĕнĕ шкул” программи 10 çул тултарнине халалларĕç.
Семинара район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н.Маллина уçрĕ. Кĕскен Президентăн “Çĕнĕ шкул” программи районта мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе паллаштарчĕ, 10 çулхи ĕçсене тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ.
Çакăн хыççăн семинара хутшăннисем ушкăнсем çине пайланса группăсене уçă занятисене саланчĕç. Чи пĕчĕккисемпе А.Лепешкина воспитательница “Мĕн паллă мар, çав питĕ интереслĕ”, С.Каленова вăтам группăра “Ман тĕнчен фантазийĕ”, Н.Горбунова аслă группăра “Чăваш нацин “Сурхури” уявĕ”, Л.Надина “Хаваслă математика” темăсемпе уçă занятисем ирттерчĕç.
Воспитательницăсем тĕплĕ хатĕрленнĕрен занятисем пур группăсенче те çÿллĕ шайра иртрĕç.
Чăваш йăли-йĕркине манманни, ăна ăруран ăрăва куçарса пыни уйрăмах савăнтарчĕ. Чăваш тумне тăхăннă ачасем чăн-чăн сурхури уявĕ туса пачĕç. Кил хуçисем ачасене кучченеçпе сайларĕç, лешсем те парăмра юлмарĕç, выльăх-чĕрлĕх ĕрчевлĕ пултăр тесе пăрçа сапрĕç, юмăç пăхрĕç, юрларĕç, ташларĕç.
Ача садĕнче курмалли, тĕлĕнмелли чылай пулчĕ. Шкул çулне çитменнисем валли кунта мĕн пур услови пур. Чăннипех те ÿркенмен, пултаруллă, анлă курăмлă çынсем ĕçлеççĕ кунта. Хăйсемех ÿнерçĕсем, модельерсем, асамçăсем, алă ăстисем. Йăх-несĕлĕн ăру йывăççине те ăсталанă. Тин çеç ача садне çÿреме пуçланисем валли илĕртсе лăплантармалли пÿлĕм те уçнă. Унта питĕ илемлĕ: музыка вылять, тĕрлĕ тĕслĕ çутăсем ялкăшаççĕ, пулăсем ишеççĕ тата ытти те.
Группăсем тăрăх курса çÿренĕ хыççăн акт залĕнче “Пĕрлешÿ” программăн презентацийĕ “çавра сĕтел” пулчĕ. Чи малтан вĕрентÿ пайĕн шкул çулне çитменнисене воспитани парас енĕпе ĕçлекен методисчĕ А.Горшкова районта ку енĕпе лару-тăру мĕнле тăнипе паллаштарчĕ.
Районта шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсем пурĕ 15. Вĕсем 1535 ачана пĕрлештерсе тăраççĕ. Хăш-пĕр ача сачĕсем ятарлă программăпа ĕçлеççĕ. “Шкул çулне çитмен ачасене воспитани парасси”, “Пĕрлешÿ”, “Çамрăк эколог”, “Эпĕ, эсĕ, эпир” тата ытти те.
Малалла калаçу “Пĕрлешÿ” программа йĕри-тавра пычĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе “Çăлкуç” ача сачĕн заведующийĕ Н.Нртина паллаштарчĕ. Сăмах май каласан, Надежда Валерьевнăн ĕç опычĕ калама çук пысăк. Ача садне вăл 10 çул ертсе пырать. Вăл ĕçлеме пуçланăранпа нумай ырă улшăну пулса иртнĕ. Халĕ ку садик районта чи лайăххисенчен пĕри.
“Çăлкуç” ача садне 20 çул каялла уçнă. Иртнĕ çул кунта уйрăмах пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Çурт тăррине çĕнĕрен витнĕ, газ кĕртнĕ, канализаци тунă, шыв ыйтăвне татса панă, электричество ламписене улăштарнă.
Паянхи куна кунта 96 ача çÿрет. 6 çулхисем 28-ăн. Ялта йыш хушма хатĕрленекен хĕрарăмсем 15-ĕн. “Пĕрлешÿ” программа ачасене воспитани парас ĕçре пысăк пулăшу кÿрет. Унăн программи çапла: фантази творчествин пуçламăшĕ – тавçăрулăх. Критикăлла шухăшлава аталантарасси тата суйласа илме пĕлесси. Ку программăпа ĕçлени шкул çулне çитменнисене воспитани парас ĕçри актуаллă проблемăсене татса пама, ачан культура базисне никĕсленме, ăна пур енлĕн аталантарма пулăшать.
Çак ĕçе ашшĕ-амăшне те явăçтарнă. Кунта вĕсемсĕр пĕр мероприяти те иртмест. Юсав ĕçĕсенче те пысăк пулăшу кÿреççĕ.
Семинар ĕçне районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ О.Гусарова пĕтĕмлетрĕ. Вăлах ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырупа, районăн иртнĕ çулхи демографилле лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. 2007 çул Ача çулталăкĕ пулнă май ăна хатĕрленсе ирттерсе яма мероприятисен планĕсем тума, районти хĕрарăмсен совечĕсене, ял тăрăхĕсене малашне те ЗАГС пайĕпе пĕрле юбилейсене халалласа мероприятисем ирттерме сĕнчĕ.
Юлашкинчен ача сачĕн “Ассорти” пултарулăх ушкăнĕ Л.Басырова музыка ертÿçи ертсе пынипе концерт кăтартрĕ.
В. Мальцева
(«Авангард», Батырево)