Саккунпа килĕшÿллĕн кирек мĕнле çын та 16 çултан официаллă майпа вăл е ку предприятире вăй хума пултарать. Ĕçе вырнаçасси – паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Аслă ăрурисемшĕн те, çамрăксемшĕн те çакă чăрмавлă. Мĕншĕн-ха? Ĕç вырăнĕ çук е урăх сăлтав?
Çак ыйту çине хурав тупма тăрăшрĕç те «Муниципаллă ĕç рынокĕ: çивĕч ыйтусем тата вĕсене сÿтсе явасси» «çавра сĕтел» йĕри тавра пухăннă координаци канашĕн членĕсем тата тĕрлĕ ертÿçĕсем.
ЭКОНОМИСТ МАР, МЕХАНИЗАТОР КИРЛĔ
Пирĕн районта ĕçлеме пултаракан 37 пин çын пурăнать. Иртнĕ çул районти ĕçпе тивĕçтерекен центра 2190 çын килнĕ. Çакă 2005 çулхи кăтартуран 18 единица ытларах. Ĕç шыракансенчен 36, 5 проценчĕ – рабочи, 15, 5 проценчĕ – служащи, 48 проценчĕ малтан ниçта та ĕçлемен. Паллах, хĕрарăмсем нумайрах – 64, 3 процент. Çамрăксене илсен, 44, 5 процент. Кăçалхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта ĕç шыракан 310 çын учетра тăнă. Çав вăхăтрах центр ертÿçи Л.П.Пахомов ваканси вырăнĕ çулсерен ÿснине палăртать. Çулталăк хушшинче 4700 яхăн пушă вырăн пулнă. Ĕç çук тетпĕр те, çав вăхăтрах районти предприяти-организацисенче вăй хуракан çитмест. «Ашшĕ-амăшĕн те айăпĕ пур. Кирек ăçта, кирек мĕнле – пĕрех аслă пĕлÿ илмелле», – çак тĕллевпе пурăнаççĕ вĕсем, нумай чухне ачисен кăмăлĕсене шута та илмеççĕ. Экономист та юрист пирĕн хушăра. Ĕç рынокĕ вара сутуçăсене, водительсене, электриксене, механизаторсене, сварщиксене... ыйтать», – тет Леонид Пантелеймонович. Анчах паянхи çамрăк, хăйсем калашле, çак «хура» ĕçе тăвасшăн мар. Çав вăхăтрах ял хуçалăхĕ те аталанма пуçлани, кунта та компьютеризаци çитни пирки пуçра та çук вĕсен. Ĕçпе тивĕçтерекен центр çулсерен 100 яхăн çынна вĕренме ярать, хатĕрлев курсĕсене çÿреме май туса парать. Уншăн стипенди те параççĕ. Пĕрех вĕсенчен нумайăшĕ ял хуçалăхне каясшăн мар. Пысăк квалификациллĕ водительсемпе механизаторсем ытларах шăпах çак сферăра кирлĕ.
ЯЛ ТĂРĂХ ШЫРАСАН ТА ÇУК
«Водстрой» ПМКра та ĕç вырăнĕ нумай. «Ял тăрăх çÿресе çынсене пухатпăр. Тÿлевсĕр, хамăр шутран медосмотр кăларатпăр (хăйсен 300 тенкĕ кăларса хумалла пулать). Ĕç укçи те пĕчĕкех мар. Пĕрех килмеççĕ. Пĕр тĕслĕх. Тренккассинчен пĕрер ачаллă икĕ арçынна ĕçе чĕнтĕмĕр. Çук, нумая пымарĕ çакă. Кăштахран килчĕç те: «Пире ĕçрен хăтарăр, эпир луччă Мускава каятпăр», – терĕç. Мĕн вăхăт ĕçсĕр ларса ку таранччен унта кайман, малашне те каймаççĕ вĕсем. Паянхи çамрăк ĕçлесшĕн мар. Вĕсен çак туртăм та çук. Кирек мĕнле услови туса пар – пĕрех ĕçлеме килмеççĕ», – терĕç кунти кадрсемпе ĕçлекен уйрăмран.
ДОКУМЕНТСЕМ ХАТЕРЛЕМЕ
10 КУНЛĂХА ÇУХАЛАÇÇЕ
«Приволжское» вĕренÿ хуçалăхĕ пирки илтмен çын çук ĕнтĕ. Ăнăçлă ĕçлекен предприятисенчен пĕри вăл. Кунта ĕçлекен валли пур услови те туса пама тăрăшаççĕ: дояркăсене çăвăнмаллипе канмалли пÿлĕмсем, çĕнĕ йышши техникăсем. Фермăра та вĕсем шур халатсемпе çеç çÿреççĕ. Ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан гараж-витесенче те таса, тирпейлĕ. Пурте пур – анчах ĕçлекен çитмест.
Г.И.Егоров ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2-3 çул каялла пысăк квалификациллĕ тракториста вĕренме ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă кайма приказ та кăларнă. Унта пĕлÿ илнĕ хушăра центр паракан стипенди çумне 1, 5-2 пин тенкĕ хушса панă. Каялла таврăнччăр тесех ĕнтĕ. Анчах... Кăмăл тăвакансем пулман.
«Тĕрĕсех, паян пире трактор çÿретме пĕлекен кирлĕ мар, пысăк квалификациллĕ специалист пултăр вăл. Комбайнпа та, сеялкăпа та ĕçлеме пĕлтĕр. Çитменнине, хальхи техникăсенче пурин те компьютеризаци пырать. Енчен те практика пулмасан, теорипе нихăçан та квалификациллĕ специалист пулаймасть. Шкулсенче агроклассем йĕркелесен те пăсмасть, – тет Георгий Иванович. – Паян мана энергетик (9 пин тенкĕ тÿлетĕп), механизатор (4 пин тенкĕ) кирлĕ. Унсăр пуçне ĕçлекенсене çĕнĕ çула 30-60 пин тенкĕ преми паратăп. Никам та килмест. «Тăван Енре» миçе хутчен пĕлтерÿ тухрĕ. Сас паракан çук». Хуçалăх ертÿçи çавăн пекех çамрăксем паян документсем хатĕрлеме пĕлменни çинче те чарăнса тăчĕ. ИНН, страхлакан свидетельство е ытти документсене тума тата медкомисси тухма пуçласан 10 кунлăха çухалаççĕ. Ял хуçалăхĕнче вара ĕççи вăхăтĕнче 10 кун мар 1 сехечĕ те шутра.
ПĔРРЕМĔШ ЫЙТУ, «ĔÇ УКÇИ МĔН ЧУХЛĔ.»
Паянхи кун ĕç алли ял хуçалăхне çеç мар, пур предприятине те çитмест. «Овас» та ĕçлекенсене куç пек кĕтет. Кунта сентябрьте çĕвĕ цехĕ уçнă. Ун чухне 25 çын ĕçлеме пуçланă пулсан, паян та çак цифрах тăрать. Вĕсене вара 300 яхăн швея кирлĕ. Пурăнма общежити те пур. Пĕрре алла тытманнисене те çĕлеме вĕрентеççĕ. «Пĕлÿ илнĕ хушăра 3 пин паратпăр вĕсене. Кайран уйăхсерен ĕç укçи ÿссе пырать. Республикăри пур ĕçпе тивĕçтерекен центра та çĕвĕç вырăнĕ пурри пирки информаци панă, анчах каллех «анчах».
«Ĕçе вырнаçма килсен тÿрех ĕç укçи мĕн чухлĕ пулнине ыйтаççĕ. Хăйсен опыт та çук. Е тата тÿрех интересленмесĕрех ĕçпе тивĕçтерекен центртан панă справка çине «кирлĕ мар» тесе лартма ыйтаççĕ», – пĕлтерчĕç кунтан.
ШКУЛ ТА ПУЛĂШАСШĂН
Чăн та, çамрăксем хушшинче халь ниçта ĕçлемесĕр çапкаланса çÿрекенсем ытларах. Тар тăкмасăр укçаллă пулас килет-çке. Çавăнпах ĕнтĕ шкулсенче халь профильлĕ умĕнхи тата профильлĕ хатĕрлев пур. Вĕренекен шкула çÿренĕ чухнех тĕрлĕ профессипе паллашать.
«Пирĕн енчен те кăштах çитменлĕх пур. Эпир профильсене мĕнле килнĕ çавăн пек суйланă. Халĕ базăллă шкулсенче 12 профиль кĕртнĕ. Каллех вĕсем те аслă вĕренÿ заведенисене каймаллисем. Анкета тунă чухне ачасем паянхи ĕç рынокне кирлĕ профессисене ыйтманни курăнчĕ. Малашне вĕренекенсене шăпах ĕç вырăнĕ нумай предприятисене илсе кайса кăтартма тăрăшăпăр. Механизаторсем тенĕрен, эпир шкулсенче трактористсене хатĕрлетпĕр, анчах пирĕн лицензисем çук. Ишексен, Тренккассисен, Атайкассисен, Тутаркассисен çеç ку енпе чăрмавлă мар. Енчен те муниципалитетпа заказчик пĕр пулсан кирлĕ профильсене вĕрентÿ процесне кĕртме пултаратпăр», – терĕ вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Г.В.Николаев.
ХАТĔРЛЕКЕНĔ - УЧИЛИЩЕ
Хальхи пурнăç ыйтакан специальноçсене хамăр районтах, училищĕре хатĕрлеме пулать. Хута кайнăран вара вăл 10 пин специалиста ха-тĕрлесе кăларнă. Училищĕре 480 çын пĕлÿ илме пултарать пулсан, паян парта хушшинче пĕтĕмпе те 200 ытла çеç ларать. Çакă каллех çамрăксем вăтам профессисене суйласа илменнине кăтартать. «Паллах, çÿрекен çуккипе нумай специальноçа кăларса пăрахнă. Енчен те ыйтаççĕ пулсан, эпир çĕвĕçе е электрика та хатĕрлеме пултаратпăр», – терĕ училище директорĕ.
ПĔРЛЕ КАНАШЛАСА ĔÇЛЕМЕЛЛЕ
Юлашкинчен пухăннисем паянхи пурнăçра разнорабочий те тĕрлĕ профильлĕ пулмаллине тепĕр хут çирĕплетрĕç 27-мĕш училищĕре иртнĕ «çавра сĕтелре». Малашне тата та час-час тĕл пулсан пĕр-пĕрне ăнланманлăх та пĕтет, ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕпе те тĕплĕнрех паллашса анализ тума пулать. Консультаци пункчĕсем йĕркелени те ку çивĕч ыйтăва татма май парĕ. Халĕ вĕрентÿри ресурс центрĕсенче çак енĕпе тата та тĕплĕнрех ĕçлеме пуçлани те витĕм кÿрĕ. Ял тăрăхĕсемпе район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕсене те явăçтарсан аван, терĕç координаци канашне пухăннисем.
А. СУСМЕТ
(«Край родной (Тăван ен)», Кугеси)