Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Ачасен йышĕ çулсеренех чакса пыни пире пăшăрхантарать, çавна пула ялти вĕрентÿ учрежденийĕсене хупас хăрушлăх та хумхантарать.
Карăклă тăрăхĕнче ачасен шучĕ чакни сисĕнсех каймасть. Ку вара чăннипех те савăнтарать. Кирек мĕнле ашшĕ-амăшĕ те йыш хушасшăн, хăйне валли çирĕп тĕрек хăварасшăн.
Карăклă вăтам шкулĕнче кăçалхи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче пĕрремĕш класра 27 ача парта хушшине ларчĕ. Ăс-тăн пухма куллен шкула утаççĕ ачасем. Тин кăна шкул пусми çине ярса пуснă ачасене учителĕн ăшă йăл кулли, ырă сунни питĕ кирлĕ. Пĕчĕкскерсем туслă пурăнма хăнăхаççĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртса вĕренме тăрăшаççĕ. Вулама, çырма, шутлама вĕреннисĕр пуçне ачасен тавра курăмĕ те кунсерен пуянланса пырать. Пĕрремĕш учителех вĕсене пирвайхи юр пĕрчи юмахри пек шап-шурă пулнине асăрхаттарать, ăшă çил салам яма пултарнине те систерет, çулçăсен çумăрĕ те пулать иккен, малтанхи çеçпĕлсен ытарма çук илемне те асăрхама пĕлмелле. Çынна ача чухнех илем тĕнчинче пурăнма вĕрентмелле, мĕншĕн тесен ача чухнехи ĕмĕрлĕхех асра юлать. Çавăнпа та пĕрремĕшсем вĕренекен класа пырса кĕрсен тасалăх, тирпейлĕх, пур япала та хăй вырăнĕнче пулни тÿрех курăнать. Нумай ачаллă çемье пурăнакан пÿлĕм пек ăшă та канăçлă кунта. Ахальтен мар Ирина Михайловна класĕ шкулти ытти классем хушшинче чи лайăххисен шутĕнче.
– Ачасем - çут пуласлăх, тетпĕр. Хам умра çут пуласлăх чечекĕсем куç тулли ларнине курсан чуна парса ĕçлес килет, - тет пĕрремĕш классен ертÿçи, пĕрремĕш категориллĕ учитель Ирина Михайловна Алексеева. - Тĕрлĕ ача килет пĕрремĕш класа, кашнин валли ăшă сăмах тупса вĕсене вĕренме хавхалантармалла. Шкул пурнăçĕн малтанхи кунĕнченех харпăр хăйне тирпейлĕ тытма, шкулти правилăсене пăхăнса пурăнма вĕрентме тăрăшатăп. Ачасене пĕрремĕш класа нумай çул йышăнатăп. Кашни ÿсĕм пĕр-пĕринчен уйрăлса тăрать. Кăçалхи пĕрремĕш класс чăнах та пысăк. Арçын ачасем хĕрачасенчен икĕ хут нумайрах. Виçĕ çемьерен йĕкĕрешсем килчĕç: Шемяковсем, Тихоновсем, Волковасем. Хальхи ачасем хăюллăрах, ашкăнчăкрах та, нумай япалана пĕлеççĕ, паянхи вăхăтри улшăнусене çăмăллăнах йышăнаççĕ. Чылай чухне вĕсен чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх, тимлĕх çитменни сисĕнет. Çавăнпа та вĕренÿ çулĕн пуçламăш кунĕсенчех ачасене пĕр-пĕринпе çывăхланма тĕрлĕрен калаçу урокĕ, класс сехечĕсем (“Шкул – пирĕн иккĕмĕш кил”, “Кам вăл чăн-чăн юлташ”, “Ыр сăмах калама на ÿркенĕр”) ирттеретĕп. Тăрăшса вĕренсе пысăк çитĕнÿсем тăвакансем те пур класра. Акă, Кирилл Дунаев, Алексей Александров, Артем Дунаев, Данил Михайлов, Костя Терентьев.
“Мана сентябрĕн 1-мĕшĕнче 11-мĕш класра вĕренекен хĕрачапа пĕрремĕш шăнкăрав партарчĕç. Нумай ача умĕнче питĕ хумхантăм, савăнтăм та. Хам шкултан вĕренсе тухнă чух та юлашки шăнкăрав парас килет. Апла пулсан манăн тăрăшса вĕренмелле. Эпĕ вĕренме юрататăп”, - тет Кирилл.
Ашшĕ-амăшĕсенчен нумайăшĕ ачисен шкулти пурнăçĕпе интересленсе тăрать, киле парса янă уроксене пĕрле туни сисĕнет, класс пухăвĕсене çÿреççĕ, уроксене килсе итлеççĕ, ачисене шкул валли мар, хăйсемшĕн ÿстернине ăнланаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен те, вĕрентекенсен те çăлтăр куçлă ачасен çутă ĕмĕчĕсене татас марччĕ.
Г. ДУНАЕВА
(«Канашский край (Канаш ен)», Канаш)