Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.17 ТĂРĂШНИ САЯ КАЙМАН

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Раççейри тĕрлĕ тăрăхра пурăнса курма тÿр килнĕ Вăрăмпуç ялĕнче çуралса çунатланнă Николай Михайлова. Николай Германович - педагогика наукисен кандидачĕ, Архангельск хулинчи М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетĕнчи технологипе дизайн кафедрин доценчĕ.
Çул вĕренмелли шкулта пиллĕкмĕш класа çитиччен тăрăшса вĕреннĕ. Шкула кайма пуçличчен вĕсен çемйи Казахстанри Кустанай хулинче, унччен маларах Красноярск тăрăхĕнче пурăннă. Николай Германович амăшне ас тумасть тесен те юрать, арçын ача ултă çулта чухне юратнă амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Коля шăллĕпе йăмăкĕпе, Петьăпа Иринăпа, тата ашшĕпе тăрса юлнă.
Николай Михайлов пиллĕкмĕш класа Киря поселокĕнчи, тепĕр вĕренÿ çулĕнче Йĕпреç районĕнчи Буинскри шкулсенче вĕренет, каярахпа Кÿкеçри шкул-интернатра, 1972 çулта Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта ăс пухать. Тăрăшни сая каймасть: 1976 çулта Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухать. Березин, Зеленогорск (Мари Эл Республики), Вычегодск тăрăхĕнчи вăрман хуçалăхĕнче вăй хурать.
Кун-çул сукмакĕ Николай Германовича Архангельск облаçне илсе çитерет. Ку тăрăхра вăл Савватиевск поселокĕнчи, Котлас, Архангельск хулисенчи вăтам шкулсенче 26 çул хушши шкул ачисене рисованипе черчени урокĕсене юратма вĕрентет.
Ĕçленĕ хушăрах, 1984 çулта, куçăмсăр йĕркепе Архангельскри педагогика институтĕнчен (географи уйрăмĕ), 1991 çулта Ленинградри А.И.Герцен ячĕллĕ Раççей патшалăх педагогика университетĕнчен (ÿнер уйрăмĕ) вĕренсе тухать. 1993-1997 çулсенче Мускав хулинчи педагогика университечĕн ÿнер искусствипе черчение вĕрентес ăсталăх кафедринчи аспирантурăра ăс пухса наука ыйтăвĕсемпе методика пособийĕсем пичетлесе кăларать. 1998 çулта “Обучение школьников элементам художественного конструирования на уроках черчения (на примере специализированных классов)” темăпа кандидат диссертацине хÿтĕлет. 1998 çулта ăна диссертаци Совечĕн йышăнăвĕпе педагогика наукисен кандидачĕн ятне параççĕ. Ку енĕпе çакăн пек чыса тивĕçнĕ пирĕн ентеш Архангельск тăрăхĕнчи пĕрремĕш ăсчах шутланать (ученый по специальности 13.00.02 – теория и методика обучения черчению).
Н.Г.Михайлов – паллă вĕрентекен те, ăсчах та. Вăл пуçарнипе Архангельск тата ытти пысăк хуласенче шкул ачисем, рисованипе черчени учителĕсем валли тĕрлĕрен олимпиада, наука конференцийĕсем, куравсем йĕркелеççĕ. Паянхи куна унăн утмăл ытла ĕçĕ “Искусство в школе”, “Народное образование”, “Школа”, “Сельская школа”, “Педагогика”, “География в школе”, “Школа и производство”, “Халăх шкулĕ” журналсенче пичетленсе тухнă.
Ăсчах ятне илнĕренпе Н.Михайлов университетра вăй хурать, студентсене “Основы рисунка”, “Основы художественного конструирования”, “Методика преподавания черчения” предметсене вĕрентет.
Нумаях пулмасть Николай Германович Вăтапуçĕнчи вăтам шкул библиотекине 2005 çулта Мускавра “Граф-Пресс” издательство центрĕнче пичетленсе тухнă “Тематическое планирование уроков черчения” вĕрентекенсем валли хатĕрленĕ методика пособине ярса пачĕ. Вăрăмпуç шкулĕпе вара тахçанах тачă çыхăну тытаь. Хăйĕн кĕнекисене учительсене асăнмалăх парнелет. Шкулта Н.Г.Михайлова халалласа стенд та йĕркеленĕ. Эпир хамăр ентеш çинчен çĕннине нумай пĕлтĕмĕр, вăл Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ çулсене ырăпа аса илни пире савăнтарать.
Николай Германовичăн икĕ хĕр, Светалнăпа Елена, пуррине те пĕлтĕмĕр. Света ашшĕ çулне суйласа илнĕ, вăл ÿнер енĕпе Мускавра вĕренет. Елена та Мускав хулинчи пĕр университетра аслă пĕлÿ илет.
Пирĕн паллă та сумлă ентешĕмĕр нумаях пулмасть хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă тунă. Эпир хисеплĕ çыннăмăра çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăслăлăх тĕнчинче пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр. Тăван тăрăха манманшăн чыс та хисеп сире. Хăвăр çинчен малашне те пĕлтерсе тăрăр.
Ю. НИКИТИН
 («Канашский край (Канаш ен)», Канаш)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика