Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен предмет олимпиадисен 3-мĕш тапхăрĕ хыçа юлчĕ. Районти олимпиадăсенче çĕнтернĕ шкул ачисем республика шайĕнче хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç, çак тапхăрта вĕсен вĕрентекенĕсемпе ашшĕ-амăшĕ канăçа çухатса пăшăрханчĕç, çитĕнÿсем кĕтрĕç.
Кĕтни сая каймарĕ: районти шкулсенче вĕренекенсем кăçал нихçанхинчен те пысăк çитĕнÿсемпе савăнтарчĕç - 8 ача тĕрлĕ предмет олимпиадисенче призлă вырăнсем çĕнсе илме, республикăри районсем хушшинче вара олимпиадăсен итогĕсемпе район чи малти вырăна тухма пултарчĕ.
Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче вырăс литературипе иртнĕ предмет олимпиадинче Курнавăш шкулĕн 11-мĕш класĕнче пĕлÿ пухакан Татьяна Светопольская (вĕрентекенĕ Т.П.Федорова) 3-мĕш призлă вырăна тивĕçрĕ. Иккĕмĕш çĕнтерĕве Кушкă шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекен Алексей Елисеев (вĕрентекенĕ Г.Ю.Елисеева) турĕ - вăл нимĕç чĕлхипе иртнĕ олимпиадăра 3-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕ. Экономика предмечĕн олимпиадинче вара Кивĕ Эйпеç шкулĕн вĕренекенĕ Татьяна Федорова палăрчĕ (вĕрентекенĕ Ф.А.Чермаков). Вăл та 3-мĕш призлă вырăна тивĕçрĕ.
Пĕр хушă республикăри олимпиадăсенчен савăнăçлă хыпарсем пулманччĕ, нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ чăваш чĕлхипе литературин тата тутар чĕлхипе литературин олимпиадисенче ăнăçу пирĕн район ачисен енчех пулчĕ ахăр. Пĕр кунта пултаруллă яш-кĕрĕм харăсах 5 призлă вырăн çĕнсе илсе савăнтарчĕ те тĕлĕнтерчĕ. Кушкă шкулĕн 10-мĕш класĕнче пĕлÿ пухакан Екатерина Бакина (вĕрентекенĕ М.Я.Дергунова) - пĕрремĕш, Курнавăш шкулĕн 11-мĕш класс вĕренекенĕ Татьяна Курчина (вĕрентекенĕ В.Н.Воронова) - иккĕмĕш, Аслă Пăла Тимеш шкулĕн 9-мĕш класс вĕренекенĕ Алина Кудрявцева (вĕрентекенĕ Л.В.Бакина) тата Аслă Елчĕк шкулĕн 11-мĕш класĕнче пĕлÿ пухакан Ольга Адюкова (вĕрентекенĕ Н.З.Хушкина) виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Тăван чĕлхене чунтан юратнине Сăрьел шкулĕн 9-мĕш класс вĕренекенĕ Альфия Давлетшина (вĕрентекенĕ Л.Н.Батуллина) та çирĕплетсе пачĕ. Тутар чĕлхипе литературин олимпиадинче вăл та 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Ахальтен мар иккен Елчĕксене тăван чăваш чĕлхине юратса хисепленĕшĕн, унпа кашнийĕ ирĕклĕн калаçнăшăн хисеплеççĕ.
Çакна палăртма та кăмăллă: районти ытти пысăк йышлă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчен республикăри олимпиадăсенче пĕр вĕренекен те пĕлÿ шайĕпе палăрайман пулсан, Курнавăш, Кушкă шкулĕсенчен çĕнтерÿçĕсем икшерĕн те пулчĕç. Çакă кăтартса памасть-и вара шкулсен ачасене тарăн пĕлÿ парас пултарулăхне, шайне; Эппин, пур-ха пирĕн шкулсенче те хăйсен ĕçне юратса тата чунĕсене парса ĕçлекенсем, ачасен пĕлÿ шайне ÿстерессишĕн мĕн пур майсемпе усă куракансем. Асăннă шкулсенчи вĕрентекенсен пĕлÿ шайĕ, тавра курăмĕ, опычĕ тата пултарулăхĕ пысăкки куç кĕрет. Лайăх вĕрентекенĕн хакĕ, хисепĕ паянхи пурнăçра татах та ÿсет, мĕншĕн тесен çакна пурнăç ыйтать, самана хистет.
Е. ИГНАТЬЕВА
(«Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)