Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.16 Чăваш педуниверситечĕн

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Елчĕкри культурăпа кану центрĕ ир-ирех хаваслă та уçă саслă çамрăксен сассипе янăрарĕ. Шкул ачисемпе учительсем, ашшĕ-амăшĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсемпе тĕл пулма килнĕ. Çакăн пек тĕл пулусем йăлана кĕрсе пыраççĕ ĕнтĕ.
Юлашки çулсенче студентсем хĕллехи каникулта каннă вăхăтра педуниверситет деканĕсемпе преподавателĕсем шкулсенче пулса выпускниксемпе курса калаçаççĕ. Хальхинче В.Тимофеев ертсе пыракан ушкăна Елчĕксем тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕç.
Тĕл пулу интереслĕ те курăмлă иртрĕ. Факультет деканĕсемпе преподавателĕсем пулас абитуриентсене тĕрлĕ хыпарсем пĕлтерчĕç: паян мĕнле професси ытларах кирлĕ, вĕренме кĕмелли условисем, педуниверситет пĕтерекенсене мĕнле малашлăх кĕтет... Выпускниксене аслă вĕренÿ заведенийĕнчи мĕн пур ĕç кăсăклантарчĕ. Шкул ачисемпе ашшĕ-амăшĕ педуниверситет ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашасшăн. Çак аслă вĕренÿ заведенине кашни çулах Елчĕксем йышлăн вĕренме кĕреççĕ. Кăçал та педагог пулас шухăшлисем нумайăн. Хăнасем çамрăксен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем пачĕç.
Тĕл пулу Чăваш патшалăх педагогика университечĕ çумĕнчи З.Козлова ертсе пыракан “Юрай” ансамбль концерчĕпе вĕçленчĕ.
 («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика