Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Нарăсăн 14-мĕшне – çулталăкри “чĕререн” чи пуян куна – ытларах именчĕк те сăпайлă каччăсемпе хĕрсем чунтанах кĕтеççĕ пулĕ. Ара, ыттисем сисесрен темрен хăранăн вăрттăн юратакансемшĕн асамлă юмахри пек телейлĕ кун пĕр-пĕрне чăнласах хĕрÿллĕн савнине “валентинкăсем” урлă систермелли-пĕлтермелли чи меллĕ самант-çке-ха. Чунра – чăн-чăн çуркунне: евĕклĕ, канăçлă...
Тÿлек те ырă, шăранса-ирĕлсе тăракан хĕвеллĕ çанталăк тейĕн. Чи ырă, çепĕç туйăмсен хĕлхемĕсем ачашшăн сĕртĕннĕрен, чĕре тĕпĕнче пытанса-хĕсĕнсе пурăнакан вăрттăнлăха чăнлăха кăларма вăхăт çитнĕрен хĕпĕртесе юрлать вăл. Çак туйăм пурăна киле, тен, малтанлăха çирĕп туслăха, каярах вара чăн-чăн юратăва та куçма пултарĕ. Ара, сахал-и шкул çулĕсенчех пĕр-пĕрне савса кайран çемье чăмăртакансем? Ахальтен-и “çăлтăрсен” те шăп çак кун çемье çавăрас, туй-çуй кĕрлеттерес ĕç-пуç йăлана кĕме тытăнчĕ. Юрату çирĕпрех пулать имĕш.
Уявĕ хăйсен ячĕллĕ пулнăран, çав кун Валентинсемпе Валентинăсенчен телейлĕрех çын тек çук та пулĕ. Вĕсен уяв çине уяв. Латин чĕлхинчи “Valeo” сăмах “сывлăхлă”, “çирĕп вăй-халлă” тенине пĕлтерет. Ăçта çирĕплĕх, сывлăх та пур – унта пултарулăх, пуçарулăх. Апла пулсан Валя ятлисем аптраса тăракан йышши çынсем мар.
Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк шкулĕнче Валя ятлисем улттăн. Валентина Михайловна Михайлова вырăс чĕлхипе литература вĕрентет. Унăн ывăлĕ Валентин çиччĕмĕш класра ăс пухать. Шкулта çавăн ятлă пĕртен-пĕр арçын ача вăл.
Хĕрсенчен – 10 “а” класри Елисеевăпа Яковлева тата Соколова "9 “б” класс". Ачасен аслă тусĕ, вожатăйĕ – Валентина Витальевна Яковлева.
Ачасем пурте вĕренÿре малта. Елисеевăпа Яковлевăн малашне те çакăн пекех тăрăшуллă пулсан вăтам шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтерес шанчăк пур. Валя Елисеева пĕлтĕр кашни предметпа тенĕ пекех район олимпиадинче малти вырăнсене йышăнчĕ. Эпир пулнă кун шкулта çукчĕ вăл, вырăс чĕлхипе республика олимпиадине ăмăртма Шупашкара кайнăччĕ. Шел, сăн ÿкерчĕке вăл лекеймерĕ.
Валя Яковлева та çитĕнÿсемпе савăнтарать. Пĕлтĕр чăваш чĕлхипе район олимпиадинче 5-мĕшчĕ, кăçал иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Валентин та хĕрсенчен кая юласшăн мар. Чăваш пичечĕ çĕр çул çитнине халалланă республика конкурсĕнче сочинени çырса иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.
– Анне çеç мар, асатте те манăн ятлă, – терĕ вăл. Кăçал Валентин Михайлов Шупашкарти Герман Лебедев ячĕллĕ лицее вĕренме кĕресшĕн.
Çак ачасем шкул пурнăçĕнчи мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ. Уйрăмах юрă-ташăпа туслă. Аслă вожатăя питĕ юратаççĕ. Вăл – ялти Культура çурчĕ çумĕнчи “Лебедушки” пултарулăх ушкăнĕн илемлĕх ертÿçи.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕнче: Валя ятлисем Валентина Яковлева "сылтăмран – иккĕмĕшĕ" аслă вожатăйпа пĕрле чухне тата та хаваслă.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
(«Ровесник (Тантăш)», Чувашия)