Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.16 КАЙĂК ХИТРЕ ТĔКĔПЕ, ЭТЕМ – ЫРĂ ĔÇĔПЕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Петр Михайлович Смирнов 1939 çулта çуралнă. Ачалăхĕ çăмăл пулман. Ашшĕ вăрçăра пуçне хунă, амăшĕ тĕпренчĕкĕсене пĕчченех пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн ырми-канми тăрăшнă.
 
Петр аван вĕреннĕ. 1956 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕрет.
Аслă шкул хыççăн Курнавăш шкулĕнче директор çумĕ пулса ĕçлет. Кăштахран хĕсмете илсе каяççĕ. Ватă амăшĕн пурнăçĕ йывăррине шута илсе тăван тăрăха яраççĕ ăна. Каллех шкулта тăрăшнă Петр Михайлович. Истори, географи, вырăс, нимĕç чĕлхисене вĕрентнĕ. 1978-2000 çулсенче директор пулнă.
Ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ те хисепленĕ ăна. Петр Михайлович тăрăшнăран аслă классенче професси енĕпе вĕрентме тытăнаççĕ. 1998 çулта вара ЧПУн лицей класĕсем уçăлаççĕ. Курнавăш шкулĕ республикипех палăрма тытăнать.
Петр Михайлович РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Апла пулин те обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Вăл ял ветеранĕсен канашĕн председателĕ.
Татьяна СВЕТОПОЛЬСКАЯ, 6 класс
 («Ровесник (Тантăш)», Чувашия)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика