Ачаран ырă çын ÿстерме çемьен, ача сачĕн, шкулăн çирĕп те таса никĕсĕ кирлĕ. Çак виçĕ вăй пĕрле, пĕр шухăшлă пулмалла. Çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре эпĕ вун улттăмĕш çул вăй хуратăп. Хама вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тăратнă çемьене, учительсене, шкула аса илетĕп те тата тăрăшарах, лайăхрах ĕçлес кăмăл çĕкленет, мĕнпур йывăрлăхсене çăмăллăнах çĕнтерессĕн туйăнать.
Вĕсем пиртен ырă кăмăллă, ĕçчен, сăпайлă, анлă тавракурăмлă çынсем тăвас тесе мĕн чухлĕ вăй хуман-ши; Аслисем каланине, ăс панине асра тытса куллен ĕçре усă курма тăрăшатăп. Иртнине тĕпе хурса малалла утмалла пирĕн.
Курнавăшри вăтам шкулта çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ, лайăх воспитани парас тесе нумай тăрăшаççĕ. 145 çул каялла чиркÿ çумĕнче уçăлнă «1861 çулта 4 ача вĕреннĕ» Курнавăш шкулĕ сулмаклă аталану çулĕпе утса тарăн йĕр хăварнă. Хальхи вăхăтра вăл Чăваш Республикипе паллă, РФ Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ ресурс шкулĕ.
Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, икĕ хут Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă, Курнавăшри вăтам шкула çирĕм çул ытла ертсе пынă Петр Михайлович Смирнов вĕренÿ учрежденийĕпе, вĕрентекенсемпе тата вĕренекенĕсемпе чăннипех те мухтанма пултарать.
1980-мĕш çулсенче Курнавăш шкулĕнче историпе тăван тавралăх музейне уçассипе нумай ĕç турĕç. Ун чухне эпĕ вăтам классенче вĕреннĕ. Çав çулсенче ют чĕлхене вĕрентнĕ А.В.Таллерова тăрăшнипе «Туслăх клубĕ» ĕçлеме пуçларĕ. Шкул ачисем ытти республикăсенчи, облаçсенчи, çĕршывсенчи вĕренекенсемпе çыхăну тытатчĕç, вĕсем хушшинче чăн-чăн туслăх вăй илчĕ. Пулас музей валли материалсем, экспонатсем пуçтарассипе шкулта шырав, тĕпчев ĕçĕсене ирттерчĕç. Тăрăшни сая каймарĕ: 1985 çулта вăтам шкулта историпе тăван ен музейĕ уçăлчĕ. Музей уçнă çĕре халăх нумай пуçтарăнчĕ: ял çыннисем, аякри хăнасем, район пуçлăхĕсем, тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем, паллă çынсем, вăрçăпа ĕç ветеранĕсем... 1992 çултанпа вăл Халăх музейĕ шутланать. Унта таврари халăх йышлă çÿрет. Района, яла килнĕ хăнасем те час-часах çитеççĕ. Учительсем тĕрлĕ уроксем, калаçусем, тĕл пулусем ирттереççĕ. Музее пыракансене вĕренекенсем чăвашла, вырăсла, акăлчанла каласа ăнлантарса параççĕ.
Курнавăш шкулĕ И.Н.Яковлев ячĕпе те тачă çыхăннă. Ку шкулта 1876-1883-мĕш çулсенче И.И.Иванов учитель пулса ĕçленĕ. Вăл Яковлева шкулти ĕçсем пирки пĕлтерсех тăнă. Чăваш чĕлхин 17 томлă сăмахсен пуххине пуçтаракан Н.И. Ашмарина кунти чăвашсен сăмахлăхне çырса ярса тăнă. Революци хыççăн, 1922 çулта, Курнавăшра ятарлă шкул çурчĕ туса лартнă. Унтан вăл сарăлса ÿссех пынă. Шкул ачисен йышĕ ÿснĕ. Çавăнпа 1934 çулта халăх тăрăшнипе, пулăшнипе ялта çĕнĕ пысăк шкул çурчĕ çĕкленĕ, вăтам шкул уçнă.
1976 çулта ял варринче кирпĕчрен çĕнĕ çурт тума пуçланă. Анчах ĕç вăраха кайнă. Шкул директорĕнче П.М.Смирнов ĕçлеме пуçласан тин çĕнĕ шкул тăвас ĕç хăвăртланнă. 1980 çулхи сентябрь уйăхĕ тĕлне хута янă. Çĕнĕ çуртпа пĕрлех шкула çĕнĕ оборудовани, сĕтел-пукан, вĕрентÿ хатĕрĕсем килнĕ, кашни предметпа вĕрентме ятарлă кабинетсем тунă, шкулта 2 мастерской «йывăçпа тата тимĕрпе ĕçлекен», спорт тата акт залĕсем, столовăй хута кайнă. Пурлăхпа техника енчен пуян шкула курма, опытпа паллашма аякран та йышлăн килсе çÿренĕ. Шкулта вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче педагогикăра аслă пĕлÿ илнĕ специалистсем çеç ĕçлеме пуçланă. Кашни ачапа уйрăмшарăн ĕçлеме тăрăшнă, вĕренÿре пулăшса пынă. Çавăнпа ĕç тухăçлăхĕ пысăк шайра пулнă: ку шкулти ачасем хушшинче право йĕркине пăсакансем, ырă пурнăç йăлисене пăхăнманнисем тупăнман.
Курнавăшра Владимир хулинчен килнĕ вырăс хĕрĕсем Н.Суханина тата И.Абаимова вĕрентме пуçласан манăн та педагог пулас шухăш çуралнăччĕ. Тĕлĕнмелле учительсем ĕçлетчĕç ун чухне. Вырăсĕ, чăвашĕ, хуларан килни, ялта ÿсни _ пурте тÿсĕмлĕ, ырă кăмăллă çынсемччĕ. Учительсем концертсем, спектакльсем, конкурссем, ытти мероприятисем йĕркелени халĕ те асăмрах. Пĕррехинче Н.Суханина «Шăнкăрав курăкĕ» юрра чăвашла юрласа ярсан пуçтарăннисем пурте питĕ тĕлĕнчĕç. Вăл тапхăрти учительсем _ М.Краснова, В.Синицына, С.Смирнова, В.Смирнова, А.Скворцов, И.Смирнов, Н.Григорьев, А.Веков, Г.Ефимова, Г.Прохоров, З.Прохорова, Д.Смирнова, В.Курчина тата ыттисем _ ашшĕ-амăшĕн, вĕренекенсен чĕринче яланлăхах тарăн йĕр хăварнă.
Курнавăшра вĕренекенсене професси суйласа илме те хатĕрлеççĕ. 1996 çулта аслă классенче профиллĕ классем уçнă, «тракторист-машинист», «водитель», «повар» специальноçĕсемпе ятарлă занятисем ирттерме пуçланă. Ку енĕпе Канашри 22-мĕш професси училищипе килĕшÿ тунă, шкулта ятарлă кабинетсене пуянлатнă. Кĕçех Курнавăш шкулĕнче Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел районĕсенчи ачасем вĕренме тытăннă. Аякри ялсенчен килекенсем валли интернат уçнă.
1997 çулта Курнавăш шкулĕнче шоферсем хатĕрлекен ятарлă курссем ĕçлеме пуçăннă. Кунта тÿлевлĕ майпа çитĕнсе çитнисем те вĕренеççĕ.
Ашшĕ-амăшĕсен, ачасен шухăш-кăмăлне шута илсе 1998 çулта шкулта Чăваш патшалăх университечĕн лицей класĕсене уçнă. Халĕ вĕсенче гуманитари тата техника класĕсене çÿрекенсене шкулти пысăк категориллĕ учительсем, университетăн преподавателĕсем ятарлă курссем урлă университета вĕренме кĕме хатĕрлеççĕ.
Шкулта пĕлĕвĕпе тĕрлĕ шайра тăракан ачасене вĕрентме ятарлă классем уçăлчĕç. Ку ашшĕ-амăшĕсемшĕн, ачасемшĕн пысăк пулăшу тата шанчăк пулса тăчĕ. Çамрăк ăрăва тĕрĕс професси суйласа илсе пурнăç çулĕ çине тухма май пачĕ. Хальхи вăхăтра Курнавăшри вĕренÿ учрежденийĕ 3 енлĕ профильпе ĕçлекен шкул шутланса тăрать. Кунта физикăпа математикăна юратакансем, экономикăна килĕштерекенсем тата пулас ял хуçалăх ĕçченĕсем тăрăшсах ăс пухаççĕ.
Учительсем те хăйсен пĕлĕвне ÿстерсе пыраççĕ. Акă, 2005-2006-мĕш çулсенче республикăри «Педагогикăри çĕнĕлĕхсем» конкурса хутшăнса Р.Димитриева, А.Ефимова педагогсем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. А.Прохорова, Н.Круглова, В.Воронова, Л.Пупина конкурс лауреачĕсем пулса тăчĕç. 11 «б» класа ертсе пыракан Т.Федорова вара республикăри чи лайăх класс ертÿçисенчен пĕри пулса тăчĕ.
Ачасен çитĕнĕвĕпе те мухтанмалли нумай. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулнех илер-ха. Халĕ 11 «б» класра вĕренекен Т.Светопольская «Çулталăк вĕренекенĕ», «Елчĕк районĕн чи лайăх вĕренекенĕ» ятсене илме тивĕçрĕ. Çак класри Т.Курчина чăваш чĕлхипе литературин олимпиадинче республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Спорт çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ. Çăмăл, йывăр атлетикăра, кире пуканĕ йăтассипе, армспортра пирĕн ачасем малта. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче А.Аверьянов «11 «б» класс вĕренекенĕ» «Нацисен кросĕнче» иккĕмĕш вырăна тухрĕ.
Эпĕ те ют чĕлхесене вĕрентнĕ çĕрте çĕнĕ технологипе усă курма тăрăшатăп. Уроксенче те, уроксем тулашĕнче те компьютерпа, интерактивлă доскапа ĕçлетĕп. Çак çĕнĕлĕхсем уроксене интереслĕрех ирттерме, ачасен пĕлĕвне ÿстерме пулăшаççĕ. Тен, çавăнпах пулĕ вĕренекенсем районти олимпиадăсенче ют чĕлхепе çулсерен лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. 2003-мĕш çултанпа вĕсем малти вырăнсенче.
Шкул коллективĕ малашлăха курса, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине тĕпе хурса ĕçлесе пырать. Çакă тата ытларах тăрăшма хавхалантарать.
Е. СВЕТОПОЛЬСКАЯ, Елчĕк районĕ
(«Голос крестьянина (Хресчен сасси)», Чебоксары)