Кашни ачана – пĕчĕк ялта пурăнать-и вăл е хулари чаплă шкула çÿрет-и – çирĕп те паха пĕлÿ илме пĕр пек майсем, кирлĕ условисем туса парас. 10 çул каялла Президентăн “Çĕнĕ шкул” программине те шăпах çав тĕллевпе йышăннăччĕ.
Çак тапхăрта республикăри шкулсенче пулса иртнĕ ырă улшăнусене, çĕнĕлĕхсене асăрхаман, туйман çын юлмарĕ те. Вĕренекенсем хăйсем те паха пĕлÿ енне туртăнма пуçлани сисĕнет. Виçĕм кун Н.В.Федоров Интернет урлă ирттернĕ пресс-конференцие шкул ачисем те хастар хутшăнни, тарăн шухăшлă ыйтусем пани савăнтарать, малашлăха шанăçпа пăхма май парать.
Кун пек хăйне евĕр, анлă Интернет-пресс-конференци республикăра пуçласа иртрĕ. 4 пин ытла çын хутшăнчĕ унта. Электрон почти урлă 200 ытла çыру килчĕ "кашнинче темиçешер ыйту". Етĕрне, Йĕпреç районĕсемпе видеокĕпер урлă çыхăнчĕç...
“Çĕнĕ шкул” программăна йышăннăранпа пулса иртнĕ ырă улшăнусем кашниншĕнех курăмлă. Н.В.Федоров Президент конференцире илсе кăтартнă хăш-пĕр цифра та çакнах çирĕплетет.
Акă 10 çул хушшинче республикăра 140 çĕнĕ шкул хута кайнă. Пурне те тенĕ пекех газпа ăшăтма пуçланă.
Вĕренекенсене тарăн та çирĕп пĕлÿ парас тĕллевпе 275 шкула реструктуризациленĕ. 138 база шкулĕ "вĕсенчен 51-шĕ – ресурс центрĕ" уçнă. Кашнинех çĕнĕ йышши вĕренÿ оборудованийĕ уйăрса панă.
225 çĕнĕ автобус туяннă, паян вĕсем 10 пине яхăн ачана "652 ялтан" пĕлÿ çуртне вăхăтра çитме пулăшаççĕ.
Унччен нумайăшĕ çĕнĕ йышши техника пирки ĕмĕтленмен те. Халĕ Чăваш енре пĕр компьютерпа 25 ача "ялсенче – 22" усă курать. Шкулсен 86 проценчĕ Интернетпа çыхăннă, вĕсен хăйсен электрон почти, сайчĕ пур.
Вĕренÿпе компьютер оборудованийĕ туянма çеç 2001 çултанпа 200 миллион тенкĕ уйăрнă "тĕрлĕ çăл куçран".
Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тытăмне аталантарма "1996 çулхипе танлаштарсан" паян укçа 8 хут ытларах уйăраççĕ.
Çĕнĕлле талпăнса ĕçлекенсене хавхалантарасси йăлана кĕчĕ. Чи пултаруллă 30 учитель тата 20 пĕлÿ çурчĕ ЧР Президенчĕн грантне илме пултарать. Çулленех пин çамрăк ятарлă стипендие тивĕçет.
Ресурс центрĕсем, база шкулĕсем уçни, ачасен пĕлĕвне патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕн кăтартăвĕсемпе хаклани ял ачисене аслă шкулсене кĕме майсем туса пачĕ. 1996 çулта вĕсен 27, 5 проценчĕ çеç аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕме пултарнă пулсан "республикипе – 38, 3 процент", паян ку кăтарту 50 тата 65 процентсемпе танлашнă.
10 çул хушшинче Чăваш ен ачисем Раççей тата Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи олимпиадăсенче 130 диплом çĕнсе илнĕ. Тĕрлĕ шайри ăслăлăх ăмăртăвĕсене хутшăнакансен йышĕ 5 хут ÿснĕ.
Вĕрентÿ тытăмĕнчи ыйтусем шкул ачисемпе студентсене, вĕсен ашшĕ-амăшне, педагогсене çеç мар, район, хула пуçлăхĕсене те, общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсене те канăç паманни сисĕнчĕ. Çапла пулмалла та. Шкул пурнăçĕ 10 çул хушшинче мĕнле улшăнни, паянхи ÿсĕмсем, çĕнелсе пыракан саманара ачасене мĕнлерех пĕлÿ памалли, хастар та пултаруллă учительсене хавхалантармалли çинчен те пычĕ калаçу. Шкул автобусĕсемпе Интернетри кăлтăксем пирки те, вĕренÿ программине этикăпа культура урокĕсем кĕртесси, аслă пĕлÿ илнĕ çамрăксене ĕçе вырнаçма пулăшасси, çамрăк ăру чăваш чĕлхинчен писсе пыни нумайăшне шухăшлаттарать. Меллĕ самантпа усă курса хăш-пĕр шкул ачи Н.В. Федоров Президентран сĕнÿ-канаш ыйтма та ĕлкĕрчĕ.
10-мĕш гуманитари класĕнче вĕренекен Вăрмар пики, Елена, сăмахран, паян мĕнле специалистсем ытларах кирлине пĕлесшĕн пулчĕ. Республика ертÿçи ăста лингвист куçаруçăсем "акăлчан, нимĕç, китай чĕлхисене лайăх пĕлекенсем" питĕ кирлине каларĕ. Синхронлă куçаруçăсем пачах çук иккен.
Паян инженер-конструкторсем, инженер-программистсем, технологсем, станок операторĕсем, монтажниксем, слесарьсем, çĕвĕçсем, токарь-фрезеровщиксем уйрăмах çитмеççĕ.
“Юристсемпе экономистсем те кирлĕ-ха, – палăртрĕ Николай Васильевич, – анчах диплом илессишĕн çеç вĕреннисем мар, лайăх, пысăк квалификациллисем”.
ЧПУ студентне Егор Андреева диплом илсен ĕç вырăнĕ тупас ыйту канăç памасть.
– Унчченхи пек çамрăк специалистсене пĕр-пĕр организацие е шкула направленипе ĕçлеме ярассине йĕркелеме пулмасть-ши? – кăсăкланчĕ каччă.
Паллах, паянхи лару-тăрура кун патне таврăнма çук. Контракт мелĕпе, кредит илсе вĕренсен "паянхи çамрăксен 20-30 проценчĕ çапла тăвать те" ĕç вырăнĕ шырамалла пулмасть.
Елчĕк районĕнчи Курнавăш шкул вĕрентекенĕсем те хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерме васкарĕç. Республикăра чăваш чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ пулин те, ачасем тăван чĕлхерен писсе пыни пăшăрхантарать вĕсене. Лару-тăрăва улăштарма мĕн тумалла-ха?
– Ку ыйту пире те шухăшлаттарать, – терĕ Николай Васиьевич. – Чăвашлăха упрассишĕн пĕтĕм обществăн пĕрле тăрăшмалла. Тăван чĕлхепе электрон вĕренÿ пособийĕсем, вăйăсем кăларма пуçларăмăр-ха...
Вырăс писателĕсем çĕнĕ çул умĕн республикăна йышлăн килнине, ”Кĕнекепе – Çĕнĕ çула” фестивале хастар хутшăннине те аса илчĕ Президент. Чăваш писателĕсем, тăван чĕлхешĕн, халăхшăн тăрăшакансем, çак ĕçрен аякра тăни тĕлĕнтернĕ ăна.
Шупашкар районĕнчи Тарасовăна халăхăн культура шайĕ чакса пыни шухăшлаттарать. “Шкул программине этикăпа культура урокĕсене кĕртмелле мар-ши?“ – сĕнчĕ вăл.
“Урокра вĕрентни çителĕклĕ пулĕ-ши? – терĕ Президент. – Пĕтĕм обществăн культура шайне çĕклемелле. Шел, шкулти лару-тăру, вĕрентекенсемпе ачасен хутшăнăвĕсем, аслисем хăйсене еплерех тытни яланах тивĕçтермест”.
Етĕрнесене вара “Шкул автобусĕ” программа малашне мĕнле ĕçлесси кăсăклантарчĕ.
Халĕ пĕлÿ çуртĕнчен 2-3 çухрăмра вырнаçнă ял ачисене турттарма та автобус уйăрса параççĕ. Çитес вăхăтра тата 40 автобус туянма палăртнă. Анчах çул çинче перекетленĕ вăхăтпа пĕлсе, усăллă ирттерме сĕнчĕ Президент. Библиотекăра ытларах ларса, кĕнеке, хаçат-журнал вуласа, кружоксене çÿресе, музейсене, театрсене çитсе, культура мероприятийĕсене хутшăнса тавра курăма ÿстермеллине палăртрĕ.
XXI ĕмĕрти ăнăçу вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? Хăйне евĕр ыйту пачĕ Шупашкарти 3-мĕш лицей вĕренекенĕ Максим Сунгоркин.
“Ăнăçу вăрттăнлăхĕ пур вăхăтшăн та пĕрех пулĕ, – палăртрĕ Николай Васильевич. – Чи малтанах, яланах пĕлÿ енне туртăнмалла, ăс-тăна ÿстерсех пымалла. Тата хавхаланса, çĕкленÿллĕ кăмăлпа ĕçлемелле. Виççĕмĕшĕнчен, тăван çĕре, çĕр-шыва юратмалла...”
Интернет-пресс-конференци савăнăçлă хыпарпа вĕçленчĕ. Н.В. Федоров Президент ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрне Г.П.Черновăна “Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орден медалĕпе наградăларĕ. Çакăн пек пысăк хисепе тивĕçнĕ ятпа тата çывхарса килекен çуралнă кун ячĕпе Галина Петровнăна, “Тантăш” хаçатăн чăн-чăн тусне, пĕтĕм вулакан ячĕпе чĕререн саламлатпăр.
Алина ГЕРАСИМОВА |