Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.16 Пирĕн ял

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Камайкасси ялĕ пысăках мар пулин те, илемлĕ. Пирĕн ялта икĕ урам çеç: Хыçалти урам, Аслă урам. Ялăн кăнтăр енче икĕ лавкка пур, мĕн кăна çук пулĕ кунта! Ял урамĕ тĕрлĕ йывăçпа пуян: çăки, хурами, хурăнĕ, йăмри, чăрăшĕ, вĕрени тата ытти те пур унта.
Ялăн хĕвелтухăç енче виçĕ кÿлĕ вырнаçнă: Ватим кÿлли, Тури кÿлĕ, Анатри кÿлĕ. Çулла пулсан вара ача-пăча сасси янраса çеç тăрать кунта, шывра пулăсем пек чăмпăлтатаççĕ вĕсем. Анатри кÿлĕпе Тури кÿлĕ пулăпа та пуян. Эпĕ час-часах вăлта йăтса пулла çÿретĕп. Ватим кÿлли вара пысăк мар, шывĕ те унта пăтранчăк.
Тăван ял юлашки вăхăтра çĕнĕ пÿртсемпе капăрланчĕ. Çак кĕтесрен пахи, çывăххи маншăн урăх çук. Юрататăп тăван яла!
Наташа НИКИФОРОВА, Чурачăк шкулĕ, 6 класс
 («Цивильский вестник (Çĕрпÿ хыпарçи)», Цивильск)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика