Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.16 ВĔРЕНСЕ ТУХНИСЕМ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Мăн Ямашри вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кунта тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисемпе, хальхи вăхăтра аслă шкулсемпе ятарлă вăтам вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухакансемпе тĕл пулнă. Салам сăмахĕсемпе шкул директорĕ О.С.Данилов, учительсем тухса каланă. Хыççăн студентсем сăмах илнĕ. Вĕсем хăйсем пĕлÿ пухакан вĕренÿ заведенийĕсем, студентсен вĕренĕвĕпе йăлари пурнăçĕ çинчен каласа панă.
Пурте çакна палăртнă: тăван шкулта пухнă пĕлÿсем малалла вĕренмелли питĕ паха старт пулса тăраççĕ. Студентсем хăш чухне уроксене сиктерни, килти ĕçсене пурнăçламанни пирки те ÿкĕнсе калаçнă.
Тĕл пулура шкулти художество пултарулăх коллективĕ хаваслă концерт кăтартнă. Спорта кăмăллакансем вара волейболла вылянă. Дискотекăра юрă-кĕвĕ çеммипе çитĕннисем те, ачасем те кăмăлтанах ташланă.
(Хамăр инф.)
 («По жизненному пути (Пурнăç çулĕпе)», Аликово)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика