Республика Президенчĕ Н.В.Федоров “Çĕнĕ шкул” программăна ĕçе кĕртме пуçланăранпа 10 çул çитнине халалласа ирттернĕ Интернет-пресс-конференцире хăйĕн сăмахне çак авалхи каларăшран пуçларĕ. “Пирĕн вара малаллах каймалла, мĕншĕн тесен социаллă пурнăçпа экономика хутшăнăвĕсен кăткăс иерархийĕнче усăллă пĕлÿпе нумай вĕренни кирек хăш саманара та кирлĕ пахалăхсем пулнă.
Ку паян, тĕнчере ăс-хакăл ĕçĕн, квалификаци шайĕн хакĕ темиçе хут ÿснĕ, информаципе информаци технологийĕсен ролĕ ÿссе пынă май, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çакна ăнланни ĕнтĕ эпир вĕрентÿ енĕпе тытса пыракан патшалăх политикин, унăн никĕсне 10 çул каялла “Çĕнĕ шкул” программăра хывса хăварнă, тĕшшине палăртать”, - терĕ вăл.
Пурнăçпа тан пырать
Николай Васильевич вунă çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ тата çĕнĕ тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Çак çулсенче Чăваш Енри вĕрентÿ тытăмĕ саманапа килĕшÿллĕн аталанса пырать, хăш-пĕр енĕпе Раççейрен те иртнĕ. Çĕнĕ норматив, йĕркелÿ-ертÿлĕх механизмĕсем туса хуни вĕрентĕве комплекслă çĕнетсе улăштарас ĕçе Раççей реформисенчен чылай маларах тытăнма май панă. Чăваш Республикин ертсе пырас ĕçĕн меслечĕсене анлăлатас, пурлăхпа техника тата технологи никĕсне çирĕплетес, пур шайри вĕрентÿ учрежденийĕсен сетьне реструктуризацилес, Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне пурнăçа кĕртес, вĕрентĕве ертсе пырас, патшалăх-общество тытăмне аталантарас опычĕпе паян Раççей Федерацийĕнче анлăн усă кураççĕ.
Паллах, çак çитĕнÿсене малалла кайма пулăшакан экспериментсене, проектсене хутшăнни те, патшалăхăн инвестици политики те витĕм кÿнĕ. Вунă çулта республикăра вĕрентĕве уйăрса паракан бюджет укçин калăпăшĕ 8 хут ытла ÿснĕ: 1996 çулта 494 миллион тенкĕ пулнă, 2006 çулта 4166, 4 миллион тенке çитнĕ.
140 вĕрентÿ учрежденийĕ çĕнĕ çурта куçнă, шкулсенчен пурне те тенĕ пекех газ кĕртнĕ. 2001 çултанпа вĕрентĕве информатизацилеме 200 миллион тенкĕ тăкакланă. Паянхи куна 225 шкул автобусĕ кунсерен çула тухать, 652 ялтан 10 пин ачана урока вăхăтра çитерет. Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тытăмне 2001 çултанпа укçа-тенкĕпе норматив-бюджет йĕркипе тивĕçтереççĕ. Çак меслетпе 2006 çултанпа - пуçламăш професси, 2007 çултан шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсем усă кураççĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсен 70 ытла проценчĕ укçа-тенкĕпе хăй тĕллĕн усă курма тытăннă. Çавна май чылайăшĕ ĕçлесе илме, перекетлĕхе хăнăхса пырать.
Вĕрентÿ аталанăвĕнче шкулсене реструктуризацилени пысăк вырăн йышăннине палăртмалла. 700 яхăн пĕчĕк, тăкаклă, вĕрентÿри кăтартусем çителĕксĕр шкулсем вырăнне тухăçлă вĕрентÿ тытăмне туса хуни чăннипех пĕлтерĕшлĕ. Паян вĕрентÿ пахалăхне ÿстерес ĕçре 138 никĕс шкулĕ /вĕсенчен 51-шĕ - ресурс центрĕ/ паллă вырăн йышăнаççĕ. Вĕсене хывнă укçа-тенкĕ усăсăр сая кайманнине ял ачисем пĕлÿ шайĕпе хуларисемпе пĕр тан тупăшма пултарни, Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче лайăх кăтартусемпе палăрни те çирĕплетет. Ял шкулĕсен тытăмне çĕнетсе улăштарас ĕç пуçланнă тапхăрта ашшĕ-амăшĕ ăнланманни, хирĕçлени те пулнăччĕ. Халĕ вара ачисен малашлăхĕ пирки шухăшлакан ашшĕ-амăшĕ вĕсене паха пĕлÿ илме пурлăх техника енчен пуян, квалификациллĕ учительсем ĕçлекен никĕс шкулне вĕренме ярасшăн.
- Пĕтĕмĕшле илсен, аслă шкула кĕнĕ ял ачисен шучĕ юлашки пилĕк çулта чылай ÿсрĕ, - уйрăмах палăртрĕ Президент. - Пирĕн ачасемпе ашшĕ-амăшĕ Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕччен, шкулсене пысăклатиччен, вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатиччен çĕршыври сумлă аслă вĕрентÿ заведенийĕсене - Мускав патшалăх университетне, Мускав патшалăх тĕнчери хутшăнусен институтне. Экономикăн аслă шкулне, РФ Правительстви çумĕнчи финанс академине, Мускаври Бауман ячĕллĕ патшалăх техника университетне, ыттисене - хальхи пек йышлăн кĕме пултарасса ĕмĕтленме пултарнă-и-ха? Шутлăн кăна. Пĕлтĕр вара çакăн пек аслă шкулсене 2 пин çамрăк вĕренме кĕнĕ! Ку вăл - пирĕн Чăваш Енри вĕрентĕве реформăлас тата çĕнетсе улăштарас программăна пурнăçа кĕртнин чăн кăтартăвĕ.
Вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе улăштарас ĕçре информаци технологийĕсемпе туллин усă курни те пĕлтерĕшлĕ. 1996 çулта хальхи пек компьютерсем пирки ĕмĕтленме кăна пултарнă, паян вара республикăра вăтамран 25 ачана /Раççейре - 50/ - 1 компьютер, ялта 22 ачана 1 компьютер тивĕçет. Шкулсенчен чылайăшĕн хăйĕн сайчĕ, электрон почти пур. Урокра электрон вĕренÿ кăларăмĕсемпе, вĕрентĕвĕн дистанци формипе усă кураççĕ. “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килшÿллĕн шкулсене анлă Интернетпа çыхăнтараççĕ, ку ĕç кăçал вĕçленмелле. Анчах Интернетпа туллин усă курма кашни педагогах пултарать-и-ха? Çак ыйтăва çывăх вăхăтрах татса памалла.
“Çĕнĕ шкул” программа учителе ирĕклĕ ĕçлеме, çĕнĕлĕхсене алла илме çул уçса пачĕ. Республикăра паян инноваци опычĕ пухнă учитель те, шкул та сахал мар. Ку вăл шкулсем проектсене, вĕренекенсем олимпиадăсене активлă хутшăннинче те курăнать. Пĕлтĕр, акă, инноваци аталанăвĕ валли грант илмелли конкурсра республикăри кашни виççĕмĕш шкул тупăшнă. Çапах та учительсен вĕренмелли нумай-ха. Учителĕн професси культурине ÿстересси те пĕлтерĕшлĕ. Малалла кайма ĕç укçин тытăмне те улăштармалла. Шалу ÿсет, анчах ăна кашни педагогăн ĕç пахалăхĕпе кăтартăвне кура тÿлеме пуçлаççĕ. Республикăра çакна 2-3 çулта пурнăçа кĕртме палăртнă. Ĕç укçи ÿсни учителе пысăк пĕлÿллĕ специалист пулма, ялан вĕренме хавхалантармалла.
Н.В.Федоров Чăваш Енри аслă шкулсенче вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатмалли, пуçламăш тата вăтам професси вĕрентĕвĕн тытăмне çĕнетес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен те каларĕ. Вĕрентÿре чи кирли воспитани, ачаран пурнăçа хатĕрлени пулнине, ачан шкул пурнăçĕнче - сывă пурнăç йĕркин, харпăр хăйне тыткалассин, апатлану, шухăшлав культури - хуçаланмаллине палăртрĕ. “Çак ыйту Ача çулталăкĕнче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, - терĕ вăл. - Ку вăл вĕрентÿ тытăмĕшĕн, пĕтĕм обществăшăн кашни çамрăк гражданинăн конкретлă ыйтăвĕсене тĕпчесе татса памалли тата ăна çитĕннисен пурнăçне çирĕппĕн кĕрессипе тивĕçтермелли сăлтав пулса тăрать. Çав вăхăтрах пирĕн ачасене телейлĕ пуласлăх шантарни мар, вĕсен хальхи пурнăçра ăс-хакăлпа ÿт-пÿ сывлăхĕ пĕлтерĕшлине асра тытмалла”.
Ыйтусене пĕрле татса памалла
Президент пуçласа ирттернĕ Интернет-пресс-конференцие пĕтĕм республика курма-итлеме пултарчĕ. Унăн ĕçне тăватă пин ытла çын хутшăнчĕ. Йĕпреç тата Етĕрне районĕсемпе видео-кĕпер урлă çыхăнса калаçрĕç. Н.В.Федоров конференцие хутшăнакансем панă тата электрон почтипе килнĕ ыйтусене хуравларĕ. Сăмах май, электрон почтипе 200 ытла çыру янă. Паллах, конференцире пурне те тивĕçтерме вăхăт çитеймерĕ. Çапах та пĕри те хуравсăр юлмасть, хуравĕсене республика правительствин порталĕнче вулама пулать.
Шухăша яракан ыйту чылай пулчĕ. Елчĕк районĕнчи чăваш чĕлхи учителĕсене тăван чĕлхе сумран тухса пыни пăшăрхантарать. “Юлашки çулсенче чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçе аталантарас тĕлĕшпе правительство та чылай йышăну кăларчĕ, эпир те, учительсем, нумай ĕçлетпĕр. Анчах ачасен тăван чĕлхене вĕренес туртăм та чакса пырать, чăвашла кĕнекесем те вуласшăн мар. Мĕн кĕтĕ капла малашне?“ - тенĕ вĕсем. Николай Васильевич çапла хуравларĕ: “Юлашки вăхăтра глобализаци текен пулăм аталансах пыни çĕнĕ ыйтусем кăларса тăратать. Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре те çĕнĕ меслетсене ĕçе кĕртсе пымалла. Электрон вĕренÿ кĕнекисем, ытти пособи чăваш чĕлхи учителĕсене те вĕрентÿ витĕмлĕхне ÿстерме пулăшĕç. Ачасем кĕнеке вуламанни - чăннипех çивĕч ыйту. Кунта çакна аса илни вырăнлă. Раштав уйăхĕнче Шупашкарта вырăс писателĕсене кĕтсе илтĕмĕр. Вĕсем кашни района кайса килчĕç, ялсенче пулчĕç. Пирĕн чăваш писателĕсемпе поэчĕсенчен: “Çавăн пек тĕл пулусем ирттеретĕр-и?“ - тесе ыйтрăм та: “Пĕлместпĕр”, - терĕç. Мускавран килсе ирттереççĕ, хамăрăн - çук. Сăлтавĕ çакăнта та пулĕ. Пирĕн ку ыйтупа пурин те пĕрле, хамăра кăтартса ĕçлемелле”.
Тăвай районĕнчи Турикас Тушкил шкулĕнче вĕренекенсем Интернет çыхăнăвĕ япăххипе кăмăлсăр. Сăлтавĕ республикăри шкулсен пысăк пайне хăвăртлăхлă Интернетпа çыхăнтарнипе техника хăвачĕ çителĕксĕр пулнинче иккен. “Волга Телеком” специалисчĕсем ку ыйтăва çитес уйăхсенчех татса пама шантараççĕ.
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан амăшĕ автономлă учрежденисем çинчен калакан саккунпа усă курса аслă вĕренÿ заведенийĕсенчи пек шкулсем те тÿлевлĕ вĕрентÿ çине куçас хăрушлăх çук-и, тесе ыйтать. “Çук, саккун пĕтĕм вĕрентÿ заведенине пырса тивмест, - терĕ Президент. - Тата ку ĕç вырăнти влаç органĕсем тĕрĕслесе тăнипе пулмалла. Патшалăх заказĕпе пурнăçлакан тÿлевсĕр вĕрентÿ пулăшăвĕ сыхланса юлать. Çав вăхăтрах шкулсем укçа ĕçлесе илме вĕреннинче, инвесторсем тупса ĕçленинче япăххине курмастăп”.
Улатăрти воспитательсем Ача çулталăкĕнче республикăра “Кашни ача садне - хальхи вăйă лапамĕ” çĕнĕ программăна пурнăçа кĕртме сĕннине Николай Васильевич ырларĕ, районсен пуçлăхĕсене ĕçе тытăнма, вĕрентÿ министрне тĕрĕслесе тăма хушса хăварчĕ.
Шупашкарти Ленин районĕнчи социаллă хÿтлĕх центрĕн ĕçченĕсем çĕкленĕ ыйту - паянхи куншăн чи çивĕччисенчен пĕри. Ĕçекен ашшĕ-амăшĕн ачисем питĕ нушаллă пурăнаççĕ. Вĕсен ачалăхĕ çук та темелле. Çак урăлса курман ашшĕ-амăшне вăйпа сиплес йĕркене мĕншĕн тавăрас мар? Президент ку ыйтăва çывăх вăхăтра Раççей правительствин членĕсемпе сÿтсе явма шантарчĕ.
Çамрăксем те питĕ активлă пулнине палăртмалла. Хăйсене хумхантаракан ыйтусене вĕсем уççăн пĕлтереççĕ. Вăрмарти шкул ачи паян мĕнле кадрсем ытларах кирлипе, ăçта вĕренме кайсан лайăхраххипе интересленет. Республика ертÿçи ăна куçаруçă ĕçне суйлса илме сĕнчĕ. Хальлĕхе çак енĕпе квалификациллĕ кадрсем çитмеççĕ. Сăмах май, паян республикăра мĕнле професси çыннисем ытларах кирлине Вĕрентÿ министерствин сайтĕнче вуласа пĕлме пулать. Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ Егор Андреев çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçтарассине малтанхи пек патшалăх йĕркелесе пырассине тавăрмĕç-и, тенĕ. Н.В.Федоров пурнăç улшăннă май çак тытăм кивелнине палăртрĕ. Кунта контракт мелĕ - аслă шкулпа ĕç паракан килĕшÿ туса ĕçлени - витĕм кÿме кирлĕ.
Шупашкарти 3-мĕш лицейре вĕренекен Максим Сунгоркин 21-мĕш ĕмĕр çыннин ăнăçу формулине палăртма ыйтнă. “Вăл ансат - паха пĕлÿ патне ăнтăлни, çĕннине пĕлме ялан тăрăшни, нумай вулани, хавхаланса ĕçлени, тăван тавралăха, тăван çĕршыва юратни”, - хуравларĕ Президент.
Алина ЛУКИЯНОВА
(«Вести (Хыпар)», Чебоксары)