“Вĕрентÿ” наци проекчĕ районта еплерех пурнăçланса пырать” темăпа “Çавра сĕтел” хушшинче иртнĕ тĕл пулуран.
Нарăсăн 9-мĕшĕнче район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче приоритетлă наци проекчĕсенчен пĕри — “Вĕрентÿ” проекчĕ районта еплерех пурнăçланса пырать” те-мăпа “Çавра сĕтел” хушшинче тĕл пулу иртрĕ. Унăн ĕçне райадминистрацин вĕрентÿ пайĕнчи яваплă çынсем, райхаçат журналисчĕсемпе обществăлла корреспондентсем хутшăнчĕç.
“Çавра сĕтел” хушшинчи тĕл пулăва ЧР “Красноармейски издательство çурчĕ” ПУПĕн директорĕ-тĕп редакторĕ И. Прокопьев уçрĕ.
— Ку йышши тĕл пулусене эпир паянхипе виççĕмĕш хут ирттеретпĕр, — терĕ Иван Афанасьевич. — Ку таранччен “АПК аталанăвĕ”, “Сывлăх” наци проекчĕсемпе иртнĕ вĕсем. Паянхи темăпа иртекен тĕл пулăва хатĕрленсе “Ял пурнăçĕ” хаçатăн нарăсăн 9-мĕшĕнчи номерĕнче райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн Н. Антоновăн “Пирĕн тĕллевсем паллă” пысăк статйине вырăн патăмăр. Чăнахах, пысăк ĕç пурнăçланă, анчах туса çитерейменнисем те, çитменлĕхсем те, тĕллевсем те пур. Çакна журналистсем те, пирĕн хаклă вулакансем те пĕлччĕр.
Сăмах райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Н. Антонов илет.
— Раççей Президенчĕ В. Путин приоритетлă наци проекчĕсем хушшинче “Вĕрентÿ” наци проектне асăннăранпа 1, 5 çул çитет, Чăваш Ен ертÿçи “Çĕнĕ шкул” программăна палăртнăранпа 10 çул тултарчĕ, — палăртрĕ Николай Илларионович. — Асăннă тапхăрта пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр, унпа мухтанатпăр. Çакна пурте кураççĕ, анчах çĕр-шывпа Чăваш Ен ертÿçисем палăртнисене пурнăçлама чылай вăхăт кирлĕ-ха.
Халĕ чылай çĕрте “Çĕнĕ шкул” программа епле пурнăçланнине палăртса тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ. Çавна май Трак енре те графикпа ĕç ушкăнĕсем туса хунă. Нумаях пулмасть отчетлă мероприятисем — уявсем Трак гимназийĕнче, райцентрти иккĕмĕш, Еншик Чуллăри, Чатукассинчи вăтам шкулсенче иртнĕ. Вĕсене Чăваш Республикинчен ятарлă делегаци — Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин, Шупашкарти аслă шкулсен, Вĕрентÿ институчĕн çыннисем çитсе курнă. Тĕп хула хăнисем Красноармейскисен вĕрентÿри ĕç-хĕлне лайăх енчен хак параççĕ иккен.
Нумаях пулмасть ЧР Президенчĕ Н. Федоров Патшалăх Канашне “Вă-хăта хакламалла, çынсем-шĕн ĕçлемелле” ятлă Çы-рăвĕпе тухрĕ. Унта шкулсен ĕç-хĕлне те туллин тишкернĕ. Райадминистрацин вĕрентÿ пайĕ çав программăри критикăлла асăрхаттарусене, сĕнÿ-ка-нашсене шута илсе çывăх вăхăт валли тулли ĕç пла-нĕ туса хатĕрленĕ. Мĕн хумхантарать-ха районти вĕрентÿ пайĕшĕн яваплă çынсене? Чи малтанах кадрсемпе ĕçлессине пирвайхи вырăна кăларса тăратмалла. Шкулти вĕ-рентÿпе воспитани процесĕн шайĕ педагогран нумай килет, çавăнпа учитель ĕçне тивĕçлипе хакламалла, ăна хавхалантарса пымалла. “Ку ыйтăва ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви те кун йĕркинчен вĕçертмест, коллеги членĕ пулнă май, çитес ларусенчен пĕринче кадрсен ыйтăвне пăхса тухма палăртатпăр”, терĕ Н. Антонов.
Педагогсене пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн квалификаци ÿстерме курссене яма пăхаççĕ. Ку енĕпе республикăри Вĕрентÿ институчĕпе килĕшÿ тунă.
Трак енри учитель кадрĕсене пачах та хурлама кирлĕ мар. Пĕлтĕр Трак гимназийĕпе Упи вăтам шкулĕ Раççей Президенчĕн 1 миллион чухлĕ грантне тивĕçнĕ. 5 учитель — И. Антонова, М. Ашмарина (Трак гимназийĕ), З. Михайлова (КСОШ № 2), М. Федорова (Именкасси) — 100-шер пин, В. Спасова (Трак гимназийĕ) 10 пин тенкĕ преми çĕнсе илнĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче те çакăн евĕр конкурс иртмелле. Халĕ шкулсемпе уйрăм учительсем район шайĕнчи тупăшура кĕрешме комиссие ĕçсем тăратса пĕтереççĕ.
Вĕрентÿ пайне канăç паман тепĕр ыйту — шкулсенче ачасен хисепĕ чакса пыни. Юлашки 10 çул хушшинче 1327 вĕренекен сахалланнă. Çавна май юлашки çулсенче районти 6 шкула реструктуризацилеме тивнĕ.
Раççей Президенчĕ В. Путин шкул çулне çитмен ачасене воспитани парас, çавна май ача-пăча сачĕсене туллин ĕçлеттерес çĕрте тимлĕхе ÿстерме хушать. Паянхи куна Трак енри пепкесен 68 процентне ача сачĕсене вырнаçтарнă. Тĕллев: çак кăтартăва 100 процента çитересси. Пытарма кирлĕ мар, садик витĕр тухнă ачасен пĕлĕвĕ те, тавра курăмĕ те, хăйсене тыткаларăшĕ те пысăк. Патшалăх нумай ачаллă çемьесене пулăшас тĕлĕшпе тĕрлĕ мерăсем йышăнать. Ку енĕпе район администрацийĕ те аякра юлмасть.
Вĕрентÿ ĕçĕнче ачасен пĕлĕвне хакласси тĕп вырăнта тăрать. Трак енсем темиçе çул ĕнтĕ шкултан вĕренсе тухакансене пĕрлехи патшалăх экзаменĕ (ЕГЭ) тыттарас тĕ-лĕшпе эксперимента хутшăнаççĕ. Кăçал та вунпĕрмĕшсем ЧР Министр-сен Кабинечĕн йышăнăвĕпе икĕ предметпа — вырăс чĕлхипе тата математикăпа ППЭ тытĕç.
Пирĕн педагогика коллективĕсем малта пыракан опыта, çĕннине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Трак енсем республикăра чи малтисенчен пĕрисем çĕнĕ вĕренÿ планĕ çине куçнă, пуçламăш класс ачисене (2-мĕш класран) ют çĕр-шыв чĕлхисем вĕрентме пуçланă. Профильлĕ вĕрентÿ çине каллех пирĕннисем чи малтан куçнă. Çавна май ку ыйтупа интересленсе Красноармейскине ăçтан кăна делегацисем килсе курман пулĕ — çĕр-шывăн 10 регионĕнчен.
Кăçал тата районти шкулсенчи тăххăрмĕш классене эксперимент мелĕпе ППЭ (ЕГЭ) тыттарма пăхаççĕ. Çакна тума пирĕннисемсĕр пуçне Шăмăршăсемпе Çĕнĕ Шупашкарсене кăна ирĕк панă. Хальлĕхе ашшĕ-амăшĕсем енчен ÿпкевсем пулман.
Юлашки вунă çул хушшинче районти чылай шкул хăй тытăмлăх йĕрки çине куçнă. Вĕсем пус çумне пус хушса укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курма пĕлеççĕ.
Шкулсене компьютерпа тивĕçтерес ĕç малалла пырать. Паян районти шкулсенчи 13 ача пуçне пĕр компьютер тивет. ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви Трак енре 3 ресурс центрĕ (Трак гимназийĕ, Еншик Чуллă, Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕсем) уçма ирĕк парса питĕ тĕрĕс йышăну тунă. Ку пурлăх никĕсне çирĕплетме, вĕрентÿ процесне тĕллевлĕн туса пыма май парать.
Вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн, унăн ертÿçин М. Фризенăн ĕçне уйрăмах палăртмалла. Марина Филимоновна ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин “Методика служби — Чăваш Ен вĕрентĕвне” ятпа муниципаллă методика службисен республикăри смотр-конкурсĕнче çĕнтернĕ. Каярах Новосибирск хулинче иртнĕ конференцире вăл пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. “Методика служби — Раççей вĕрентĕвне” Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсăн юлашки тапхăрĕ вара кăçалхи январьте Мускавра иртнĕ. Ку хутĕнче те Марина Филимоновна асăннă тупăшура лауреат пулса тăнă.
Право йĕркине пăсни, çул çитмен ачасемпе ĕçлесси çăмăл мар ыйту. Паян çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссире 17 ача учетра тăрать. “Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче эпир ку енĕпе çителĕксĕр ĕçленĕ”, тенĕ Н. Антонов.
Райадминистрацин вĕ-рентÿ пайĕ вунпĕрмĕшĕнчен пĕлÿ илсе тухакансене аслă шкулсене вĕренме кĕме, професси илме пулăшас тĕллевпе ку вĕренÿ çулĕнче пирвайхи хут И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ректорачĕпе килĕшсе хатĕрленÿ курсĕсем уçнă. Халĕ унта 52 ача çÿрет. Республикăри ытти аслă шкулсемпе, çав шутра Шупашкарти кооператив институчĕпе, çыхăнусем çирĕпленмелле.
Тĕллевсем паллă: ĕçлемелле, вĕрентÿ ĕçĕ пахалăхлă пулмалла.
* * *
Малалла Н. Антонов ыйтусем çине хуравларĕ.
— Вĕренÿ çулĕ пырать, анчах районти икĕ вăтам шкулти арçын-директорсене должноçрен хăтарчĕç. Вăрттăнлăх мар пулсан, мĕнре-ши сăлтавĕ?
Н. А.: Ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн, должноçри çын ĕçрен хăтарма ыйтса заявлени çырнă пулсан, ăна хăй ĕçĕнче тытаймастăн.
— Виçĕм çул Уписем тĕп усадьбăри пĕр урама ЧР вĕрентÿ министрĕн çумĕнче ĕçленĕ В. В. Сапожниковăн ятне пачĕç, вăл ертсе пыракан Шупашкарти педколледжпа килĕшÿ турĕç. Çавă мĕнле пурнăçланса пырать-ши?
Н. А.: Пысăк ĕç турĕ В. В. Сапожников Уписемшĕн, ăна ун ятне парса ял çыннисем тĕрĕс турĕç. Вăл мероприятире хам та пулнăччĕ.
Валерий Васильевич пирĕнпе халĕ те çыхăну тытать, ăна та Трак енри вĕрентÿ ыйтăвĕсем хумхантараççĕ. Унăн сĕнĕвĕсене яланах шута илетпĕр.
Шупашкарти педколледж агитбригади тăтă-шах Упи тăрăхĕнче пулать. Кăмăл тăвакансене асăннă вĕренÿ заведенине йыхравлаççĕ. Упи тăрăхĕнчен 5-ĕн ЧПУра вĕренеççĕ, кĕçех пулас 5 педагог района педагогика практики ирттерме килет.
Çывăх вăхăтрах Шупашкарти аслă шкулсем — ЧПУ, ЧППУ, кооператив институчĕ йĕркелекен “Уçă алăксен кунĕсене” хутшăнма палăртатпăр.
— Трак гимназийĕнче вĕренекен ывăлăм хăйсен кабинетĕнче çĕнĕ тимĕр алăк лартни, чÿречесем çинче тимĕр решеткесем вырнаçтарни, çавна май укçине ачасенчен пухма пăхни çинчен пĕлтерчĕ. Тĕрĕсех-ши?
Н. А.: Рынок условийĕсенче шкула хăй тĕллĕн тытăнса тăма йывăр. Паянхи кун шкулсем те хăйсем тĕллĕн укçа ĕçлесе илес çул çине тăнă. ЧР Президенчĕн Патшалăх Канашне янă çырăвĕнче те ача-пăчан шкулти апатланăвĕ çинчен сăмах хускатнă. Пирĕн ачасене тутлăхлă тăрантармалла, ÿсекен ăру шăпишĕн тăрăшмалла, вĕсене 100 проценчĕпех вĕри апатпа тивĕçтермелле. Ашшĕ-амăшĕн ача-пăча пособине урăх çĕре мар, ачан апатланăвĕ çинех яма тăрăшмалла.
Шкула тытса тăма çĕклекен ыйтусене чи малтан директорпа класс ертÿçин мар, обществăлла управленин, попечительсен канашĕн пăхса тухмалла, йышăну тумалла.
“Трак гимназийĕнче 1 миллион тенкĕлĕх тимĕр алăксем вырнаçтарнă, халĕ штукатурка ĕçĕсем пурнăçлаççĕ, анчах нихăш вĕренекентен те пĕр пус пуçтарман, — терĕ Николай Илларионович. — Ĕнерхи вĕренекенсем хăйсен шкулĕсене тивĕçлĕ пулăшу кÿрсен эпир тав тунă кăна пулăттăмăр”.
Паян вĕренÿ çулĕнче пĕр ача пуçне 4 пин тенкĕне яхăн кĕнекесем кирлĕ. Анчах ашшĕ-амăшĕ çав хисепĕн пĕчĕк пайне кăна тÿлет. Вĕренÿ кĕнекисене шкул фондне панă май ачасем тепĕр çул çавсемпех усă кураççĕ.
И. А. Прокопьев: Трак енре чăваш чĕлхипе литературине вĕрентесси малашне мĕнле пуласси пурне те хумхантарать. Патриотла воспитани парасси çине те тимлĕх уйăрмалла пирĕн, вĕсем чăн-чăн гражданин, çĕр-шыва юратакансем пулса ÿсчĕр. Çакăнтан районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн та аякра тăмалла мар. Ку енĕпе район хыпарçине çырăнса илесси пирки тарăннăн шухăшламалла. Вăл кашни вĕренекен çемйинех пырса тăтăр. Район хаçатĕнче вĕрентÿ тытăмне çутатма тĕрлĕ формăсемпе мелсем шырамалла. “Учительсен страници”, “Вĕрентекен тата вĕренекен” ятарлă кăларăмсем хатĕрлеме май пур. Ачасен творчествине райхаçатри “Хĕлхем” кăларăмра çутатса хавхалантармалла. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче ачасем валли ятарласа “Манăн пурнăçăмри чи асра юлнă кун” конкурс йĕркелерĕмĕр. Чăвашлăха, чĕлхене вĕрентме ача садĕнчен пуçламалла.
Г. И. Николаева, районти шкулсенчи профсоюз комитечĕсен председателĕ.
Пирĕн профсоюз организацийĕ те вĕрентÿ ĕçĕ çине тимлĕх уйăрмасть мар. Эпир профсоюзсем урлă “Çамрăк педагогсен канашне” йĕркеленĕ. Ăна райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулти Г. Никифорова ертсе пырать. Тăтă-шах тĕл пулусем, ытти мероприятисем йĕркелет-пĕр. Акă, çамрăк специалистсем нарăс уйăхĕнчи 3 кун хушшинче иртнĕ çул чи лайăх учитель ята, хавхалантару премине тивĕçнĕ педагогсем ĕçлекен коллективсенче — Трак гимназийĕнче (М. Ашмарина, И. Антонова, В. Спасова), Именкассинче (М. Федорова), райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулта (З. Михайлова) пулса курчĕç, вĕсен пархатарлă ĕçĕпе паллашрĕç.
Паян районта статистика çапла: çамрăк специалистсем (педстаж 5 çулччен) — 5 процента яхăн, пенсионер-педагогсем — 7, 5 процент. Кунта шутламалли пурах.
Юлашкинчен Галина Ивановна журналистсене хăйсемпе тачă çыхăну тытнăшăн ăшшăн тав тунă.
Н. Ершов, обществăлла корреспондент.
— Янкас шкул çуртне епле упраса хăвармалла?
— Янкас шкулĕ 100 çул тултарнине ăçта паллă тăвăпăр?
— Янкас шкулне халĕ çÿрекен ачасене автобуспа турттарма май пур-и?
— Янкас шкул ачисем физкультурăпа начар аталанаççĕ, кунта пуçламăш шкул çитес çул хупăнать-и?
— “Ачасене — кĕнекесем” акцие хутшăнма мĕн тумалла?
Н. А.: 20 çула яхăн Янкас шкулĕнче ĕçленĕ эпĕ. Вăл чĕре патнех вырнаçнă, кашни çыннах хумхантарать. Шăл çыртса 4 — 5 çул тытса тăма пултартăмăр вăл шкула. Пуçламăш классен çавăнтах каймалла, вĕсене тытса тăрасси — пирĕн тĕллев. Сирĕн патра та, Яманакра та 2-шер учитель ĕçлет. Анчах мăнукĕсене Красноармейскинче вĕрентес текенсем те пур.
Пуçламăш шкулсенче физкультура урокĕсем мĕнле шайра иртни, чăн та, пире те хумхантарать. Кунта воспитани ĕçĕ малта пулмалла.
Ачасен çурран ытларах çÿремелле, уçă сывлăшра пулмалла. Кунта автобус ыйтăвĕ çивĕч тăмасть. Физзарядка тумалла, ир-каç çурран чупмалла. Акă ăçта вăл сывлăх?
Янкас ача сачĕн шăпи те шутлаттарать: паянхи кун кунта 4 ача çеç çÿрет.
“Ачасене — кĕнекесем” акцие çĕнĕрен йĕркелемелле. Эпир ăна пĕр вăхăтра пуçланăччĕ, анчах ĕçĕ йĕркеленсе каймарĕ. Пирĕн тăрăхра та ырă çынсем нумай. Акă иртнĕ информаци кунне района килсен “Чăваш Ен” ПТРК ертÿçи Н. Григорьев хăй вĕреннĕ Кĕçĕн Шетмĕ шкулне чылай поэт-писатель çырнисен пуххине парнелерĕ.
Çитес çул 100 çул тултаракан Янкас шкулĕн уявне ирттерме йĕркелÿ комитечĕ туса хумалла. Ку юбилее хатĕрленсе ирттеретпĕрех.
Юлашкинчен “Çавра сĕтел” хушшинчи тĕл пулăва ЧР “Красноармейски издательство çурчĕ” ПУПĕн директорĕ-тĕп редакторĕ И. Прокопьев пĕтĕмлетрĕ, вĕрентÿ ĕçченĕсене малашнехи ĕçре ăнăçу сунчĕ.
Ю. БОРИСОВ
(«Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское)