Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Шадриковпа Московский пурнăçран юласшăн мар
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа пурнăç татах хакланчĕ. Электроэнергипе, çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн тÿлемелли хаксем вăтамран 15-20 процент хăпарчĕç. Паллах, çакă куллен кирлĕ таварсен хакне те ÿстерĕ.
Çĕнĕ çул халăха кун пек «парне» кÿнипе кăна çырлахмарĕ иккен. Чăваш эстрада артисчĕсем те хăйсен концерчĕсене курма хаклăрах хакпа йыхравлама тытăнчĕç. Халиччен билет 100-120 тенкĕ тăнă пулсан, малашне кун пирки аса илмелли кăна юлать. Сăмахран, кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Трактор тăвакансен Культура керменĕнче иртнĕ Алексей Шадриковпа Алексей Московский пултарулăхĕпе савăнас текенсен пĕр билетшăн 150 тенкĕрен кая мар кăларса хучĕç. “Икĕ “çăлтăр” пĕр концерт кăтартать, çавăнпа хакланнă”, – теççĕ пуль. Куракан вара, уйрăмах эстрада концерчĕсене ял çыннисем килнине шута илсен, ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçмасть-ши?
Ĕçе пуçласа кăна памалла, вара вăл хăй еккипех каять. Алексейсене пăхса ыттисем те билет хакне ÿстереççех ĕнтĕ.
Шупашкар студентки Раççей шайĕнче ăмăртать
Чăваш Республикин культура училищин тăваттăмĕш курс студентки Алла Макаровская Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн “Workshop” фестиваль-конкурсне хутшăнма тивĕçнĕ. Хура тинĕс хĕрринчи Сочи хулинче иртнĕ çак сумлă ăмăртăва хĕр ахальтен лекмен паллах.
Алла хор ертÿçин специальноçе алла илме вĕренет. Çав вăхăтрах – училищĕн юрăпа ташă ансамблĕн хастар солистки те. Çамрăк пулин те вăл талантлă юрă-ташă ăсти теççĕ вĕрентекенсемпе тус-тантăшĕ. Хулара, республикăра иртекен конкурссенче кăна мар, Хусанти, Чул хулари, Чĕмпĕрти ăмăртусене те хастар хутшăнать вăл. Иртнĕ çулхи ака уйăхĕнче вара Алла пĕрремĕш чи пысăк çĕнтерÿ тунă. Вăл ун чухне Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен “Мускав – Пĕкĕлме – транзитпа” фестиваль-конкурса кайма тивĕçнĕ. Çак сумлă ăмăртура çухалман маттурскер, хăйне пур енчен те пултаруллă кăтартнă. “Классикăлла вокал. Соло” номинацире иккĕмĕш степеньлĕ Диплом илме тивĕçнĕ.
Журнал номерне хатĕрленĕ вăхăтра Алла Макаровская Сочири фестивальте пĕрремĕш степеньлĕ Диплом çĕнсе илнĕ хыпар çитрĕ. Маттур, Алла! Чăваш хĕрĕсем пур çĕрте те пултаруллине тепĕр хут çирĕплетрĕн.
Пусма татăкĕсенчен çĕленĕ чи чаплă кĕпесем
И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн студенчĕсем çулсерен çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Пĕтĕм Раççейри Курав центрĕнче иртнĕ “Вăхăт юхăмĕ” модăпа искусство эрнине тăваттăмĕш курсри Елена Макаровăпа Олеся Васильева та хутшăннă. Пусма татăкĕсенчен çĕленĕ тумсен конкурсĕнче вĕсен ĕçне пысăка хурса хакланă. Чи паллă дизайнерсене те тыткăнланă чăваш хĕрĕсен моделĕсем. Тĕнчене тĕлĕнтермелли тум çĕлеме пултарнă тесе палăртнă жюри. “Профи” номинацире виççĕмĕш вырăна тухнă Ленăпа Олеся.
Чаплă тени пур чухне те хаклă тенине пĕлтермест. Ăста çын аллинче пусма татăкĕ те ылтăн пекех курăнать.
«Чăваш Церетелийĕ» – 50 çулта
Владимир Нагорнов скульптор тесен тÿрех Сĕнтĕрвăрри районĕн Хуракасси шкулĕнче 40 çул каялла пушарта çунса вилнĕ ачасемпе вĕрентекенсене асăнса лартнă палăк-ансамбль, Шупашкарти Анне монумент, К.Иванов палăкĕ тата ытти те куç умне килет. Паллă скульптор, Чăваш тата Пушкăрт Республикисен тава тивĕçлĕ художникĕ нумаях пулмасть хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Çак уява та В.Нагорнов пушă алăпа кĕтсе илмерĕ. Шупашкарта вăл ăсталанă тепĕр ĕçĕ, Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн палăкĕ уçăлчĕ. Çавăн пекех хальхи искусство Центрĕнче ятарлă курав ĕçлеме пуçларĕ.
Нагорнова нумай чухне “чăвашсен Церетелийĕ” теççĕ. Сăлтавсăр мар. Тĕнчипе паллă скульптор пекех пирĕн ентеш те пысăк та калăплă ĕçсем пурнăçлать. Вĕсенче вара искусствăн тĕрлĕ енĕсене тĕпе хурать. Скульптурăпа архитектура, çут çанталăк пĕрлĕхĕ те, хальхи искусствăпа халăх йăли-йĕркин çыхăнăвĕ те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Кашни произведенийĕ искусствăра паллă пулăм тата историре ĕмĕрлĕх юлать.
В.Нагорнов юлашки çулсенче ăсталанă Анне монумент, чăваш литературин классикĕн К.Ивановăн тата халăх поэчĕсен П.Хусанкайăн, Н.Полоруссов-Шелепин, чăваш Улăпĕн И.Я.Яковлевăн палăкĕсем – чăннипех те тăван халăхăмăр мăнаçланмалли ĕçсем.
Паллă ăстаçă 1977 çултанпа республикăра тата регионта, Раççейре иртекен тĕрлĕ курава хутшăнать, сумлă ĕçĕсемпе савăнтарать. “Самант” журнал ăна çур ĕмĕрхи юбилейĕпе чĕререн саламлать.
Стипендийĕ те, сумĕ те пысăк
Чăваш Ен çĕр айĕнчи пурлăхпа пуян мар, анчах талантсемпе иксĕлми. Çакна “Вĕрентÿ” наци проекчĕ шайĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине 68 чăваш яш-кĕрĕмĕ илни лайăх çирĕплетет. 16 çамрăкĕ 60-шар пин, 52-шĕ – 30-шар пин тенкĕ укçана тивĕçнĕ. Вĕсем – республикăри сакăр районпа хуларан.
30 пин тенке тивĕçнисем хушшинче шкул ачисем çурри. Çав шутра – Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ республика лицейĕнчен пиллĕкĕн. Асăннă лицей коллективĕ хăй те маларах В.Путинăн Грандне – 1 миллион тенке çĕнсе илнĕччĕ. Ун чухнех Г.Л.Никифоров педагога та 100 пин тенкĕ парса чысларĕç.
Шкул ачисенчен студентсем те юлмаççĕ "38 процент", ыттисем вара тĕрлĕ çĕрте вăй хуракан çамрăксем. Олимп резервĕсене хатĕрлекен училищĕрен те тÿрех тăххăррăн премие тивĕç пулчĕç.
Паллах, çитĕнÿ патне çăмăл çул выртман. Педагогсемпе тренерсем, ытти специалист тăрăшни тата вĕренекенсем хăйсем вăй хуни, çитĕнÿсем тума ăнтăлни çакăн пек кăтарту патне илсе çитернĕ.
Умра халĕ пурин те çĕнĕ ĕмĕтсем, тĕллевсем, шухăшсем, тĕрĕслевсем. Вĕсене пурнăçа кĕртес тесен çамрăксен тата та тăрăшмалла.
(«МИГ (Самант)», Чувашия)