Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Кашни çыннăн, хуçалăхăн ĕмĕчĕсем, тĕллевĕсем пур. Вăл шутра – вĕрентÿ учрежденийĕсен те. Акă, пирĕн шкулти вĕрентекенсем çамрăк ăрăва тăван халăхăн йăли-йĕркипе тата культура пуянлăхĕпе паллаштарса тĕрĕс воспитани тата çирĕп пĕлÿ парассишĕн тăрăшаççĕ. Паянхи кун шкулта 217 ача ăс пухать, вĕсене 32 учитель вĕрентет. Тĕпрен илсен Пăлапуç Пашьел тата Сител ялĕсенчи ачасем. Автобус панă хыççăн Ишлĕ, Пăлапуç Нурăс ачисем те çÿреме пикенчĕç.
Шкул завод-фабрика мар, пирĕн тĕп продукт вăл – çирĕп пĕлÿллĕ, обществăна юрăхлă вĕренсе тухнă ача. Çавна май эпир бюджет организацийĕ шутланатпăр. Шкул бюджечĕ икĕ пайран тăрать: республика тата район уйăрнă укçа-тенкĕрен. Тĕпрен илсен ку ĕçлекенсене шалу тата тĕрлĕ налук тÿлеме каять. Кĕнеке туянма, класс пÿлĕмĕсене тирпей-илем кÿртессипе ашшĕ-амăшĕнчен те пулăшу ыйтма тивет. Çапах та юлашки вăхăтра, уйрăмах, “Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа ырă улшăнусем куç умĕнчех. Чи малтанах вăл - газ çитни. Халĕ сивĕ çанталăк хăрушă мар пирĕншĕн. Çĕлĕк, алса тăхăнса ларнă вăхăт аса илÿ шайĕнче çеç. Акă, çак кунсенче 72 комплект сĕтел-пукан тата каярахпа тепĕр 36 комплект илсе килмелле. Пушар хăрушсăрлăх енĕпе сигнализаци кĕртме укçа уйăрнă. Çапах та тĕп ыйтусенчен пĕри вăл – шкул тăррине витесси. 25 çул каялла сарнă рубероид вăхăт иртнĕ май кавсăлать. Çулран çул саплакаласа пынипе çеç шыв анас хăрушлăх пур. Çавăнпа та ку енĕпе пире республика, район шайĕнчи пуçлăхсем ăнланса тивĕçлĕ пулăшу парасса шанатпăр.
Пахчара çимĕçсем ÿстересси, йывăçсем лартса, чечексем çитĕнтерсе таврана пуянлатасси – çаксем пурте пархатарлă. Вĕсене эпир мĕн пĕчĕкрен тума хăнăхтаратпăр. Шкул çумĕнчи пахча – çут çанталăка илем кÿме тата çĕр ĕçне хаклама вĕренмелли чăн-чăн вырăн. Кунти ĕçсене чылай çул Л.Шугурова биологи учителĕ ăнăçлă йĕркелесе пырать. Ашшĕ-амăшĕ те айккинче юлмасть. С.Кузьмичев сухаласа, пĕлтĕр шкултан вĕренсе тухнă А.Горшков çĕр улми лартса тата йăран хушшине кăпкалатса, Л.Тихонов, Н.Тихонов хăйсен техникисемпе çимĕçе кăларса пулăшрĕç. Хамăр çитĕнтернĕ пахча çимĕç хĕл каçипех вĕри апат йĕркелеме май парать.
Учительсем ачасен сывлăхне упрас тĕллевне те тимлеççĕ. Уроксенчи хускану тăхтавĕсем, сывлăх темипе класс сехечĕсем, тăхтав вăхăтĕнчи вăйăсем, вĕри апат – çаксем пурте çирĕп йăлана кĕнĕ. Спорт секцийĕсене илес пулсан ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем уйрăмах савăнтараççĕ. М.Зейнетдинов тренер ертсе пынипе тĕрлĕ шайри ăмăртусенчен пĕрре те пушă алăпа килнине курман. Акă, нумаях пулмасть Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн В.Семеновăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕнче А.Лисицына (7-мĕш кл.) финалти тĕл пулура Раççей чемпионкине çурăм çине çавăрса хучĕ, пĕрремĕш вырăна тухрĕ. А.Иванова (11-мĕш “а” кл.) çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Спорт мастерĕсем хушшинче те çухалса каймарĕ, виççĕмĕш вырăн тухма пултарчĕ. “Çамрăксем сывă пурнăçшăн” акцие те хастар хутшăнатпăр. Кăçал та тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕмĕр. Çавăн пекех çак акци вăхăтĕнче районта ирттерекен агитаципе сцена программисен конкурсĕнче темиçе çул малти вырăнсене йышăнатпăр. Кăçал та иккĕмĕш вырăнта.
Тăван ен культурипе ирттерекен олимпиадăсенче районта çеç мар, республика шайĕнче те çитĕнÿсем пур. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче А.Мешков (7-мĕш кл.) республикăра виççĕмĕш, кăçал районта А.Козлов (9-мĕш кл.) пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕç. “Ростки возрождения”, “Марш парков” конкурссенче çĕнтернĕ Мухтав хучĕсем те пĕрре çеç мар. Чăваш Республикинчи çамрăксен экологи дружини йĕркелекен конкурссене те ачасем хаваспа йышăнаççĕ. Пĕлтĕр çак юхăм “Çĕр çинчи илемлĕхе упрар” ятпа ирттернĕ конкурсра пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене М.Тихоновăна (4-мĕш “а” кл.) В.Козлов (3-мĕш “а” кл.) пайларĕç. Çавăн пекех В.Козлов “Чи хитре чăрăш” номинацире виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. И.Матюшкин (10-мĕш кл.) экологи темине ÿкернĕ ĕçе республикăра та лайăх хак пачĕç: иккĕмĕш вырăн. Раççей Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов йĕркелекен конкурсра пĕлтĕр пилĕк ача, кăçал та çавăн чухлех çĕнтерÿçĕсен шутне лекрĕ. Çĕнĕ çул уявне паллă тума Шупашкара кайса килчĕç. Паллах, пурне те асăнса пĕтерейместĕн, анчах та çакнашкал конкурссене хутшăнни кирлех тесе шутлатпăр, мĕншĕн тесен çакăн пек хутшăнусенче ачасем çирĕпленсе аталанаççĕ, туслăхпа ытти кирлĕ туйăмсем çуралса вăй илеççĕ, вĕсем коллективри пурнăçа хăнăхаççĕ, пĕр-пĕринпе калаçма, харпăр хăй кăмăл-шухăшне туптама вĕренеççĕ. Шкул тулашĕнчи мероприятисене хатĕрленнĕ чухне аслă классенче вĕренекенсен совечĕн, “Çеçпĕл çеçкисем” ача-пăча пĕрлешĕвĕн, класс ертÿçисен тÿпи пысăк. Районта иртекен наукăпа практика конференцине пĕр çул та хутшăнмасăр юлман. Ытти çулсенче истори, тăван ен культури, музыка, пуçламăш классем секцисенче малти вырăнсене тухнă пулсан, кăçал вĕсен йышне математика, технологи предмечĕсем хутшăнни те кăмăллă. Ачасем вĕрентекенсем ертсе пынине тĕпчеççĕ, тупаççĕ, пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ.
Учительсем хăйсен пĕлĕвне çуллен ÿстерсе пыраççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе, республикăри малта пыракансен ĕç-хĕлĕпе паллашаççĕ, çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ. Шкулти вĕренекенсене тарăн пĕлÿ илме условисем çителĕклĕ. Информатика кабинетĕнче 17 компьютер, мультимедиапроектор пур. Çавăн пекех пысăк спортзал пурри те савăнтарать. Ют чĕлхепе информатика предмечĕсене иккĕмĕш класран вĕрентетпĕр.
Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсенче пуçтарнă балсем те начар мар. Акă, пĕлтĕр математика предмечĕпе пирĕн шкултан вĕренсе тухнă ачасен вăтам пĕлĕвĕ 3, 7 балпа танлашнă. Ку кăтарту районта та чи пысăкки шутланать.
Аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕресси пĕлтĕр кăштах чакрĕ: виçĕм çул выпускниксенчен 78: аслă шкул алăкне уçнă пулсан, пĕлтĕр ку кăтарту 42 процентпа танлашать.
Хальхи вăхăтра пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене хатĕрленес ĕç вăй илчĕ. XI, IX, IV класс ачисем хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине консультацисенче хурав тупасшăн.
П. АЛЕКСАНДРОВ, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкул директорĕ.
(«Авангард», Батырево)