Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.14 Чун ыратать пулсан, пурăнатпăр-ха

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Иртнĕ тунти кун районти хĕрарăмсен канашĕн ларăвĕ пулчĕ. Районти историпе краеведени музейĕнче чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ куравран пуçланчĕ вăл. Ку вара ахальтен мар. Хамăрăн ентешĕмĕрсене, вĕсен кун-çулĕ истори страницисенче мĕнле вырăн йышăннине эпир, хĕрарăмсем, ача амăшĕсем пĕлместпĕр пулсан, хамăр ачасене мĕнле ырă тĕслĕхсене тĕпе хурса воспитани парăпăр? Хĕрарăмсене канăç паман ыйтусем паян, чăннипех те, сахал мар. Муркашри ача-пăча библиотекинче иртнĕ çавра сĕтел хушшинчи калаçура шăпах çав ыйтусем тавра пулчĕ те калаçу. Тĕрĕсрех каласан, ачасем, ачасемпе çыхăннă ыйтусем çинчен. Хĕрарăмсемшĕн ачаран хакли мĕн пултăр?
Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă çырăвĕнче кун пирки, акă, мĕн каланă, “Тырă ăнмасан, - пĕр çул хуйхă, ывăл-хĕр ăнмасан - ĕмĕрлĕх хуйхă”. Çавăнпа та ачасене тĕрĕс воспитани парса ÿстересси - çемьен тĕп тĕллевĕ пулса тăрать те. Кунта вара манăн район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов канашлура илсе кăтартнă шухăша сирĕн пата çитерес килет. Пирĕн аннесемпе асаннесен те пурнăç çăмăл пулман. Çапах ачасем йышлă пулнă. Паян вара ачасем сахал çуралаççĕ. Çапла майпа çулсеренех пĕр ял чухлĕ çын çухалать. Мĕн патне пырса тухăпăр капла; Ачасем сахал çурални хамăрах тепĕр енчен пырса тивет. Шкулсенче ачасен йышĕ пĕчĕк. Паян районта пĕр учитель пуçне 5 ачаран сахал лекекен шкулсем те пур. Ку мĕн çинчен калать? Вĕрентÿ учрежденийĕсене реструктуризацилес ыйтăва кайри плана хăварма юраманни çинчен. Юрий Александрович калашле, ку ыйтăва ачасене шкулта тарăн пĕлÿ илмелли майсем туса парса татса памалла. Çакăн пек чухне çеç район тивĕçлĕ аталанса пырĕ, мĕншĕн тесен çитĕнекен ăру рынок тапхăрĕнчи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренессинче, пурнăçра хăйсем вырăнне тупма пĕлнинче шкул питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Кунта каллех ЧР Президенчĕн ЧР Патшалăх Канашне янă Çырури сăмахсене илсе кăтартас килет: “Чун пулсан, чул хушшинче те усрăпăр”. Ватăсем ĕлĕкех каланă пурнăçпа çирĕпленнĕ çак шкухăша кам хирĕçлейĕ; Паян хăйсен ачисемпе пĕрле ют ачасене хăйсен тăван юнĕ пек пăхса усракан çемьесем пурри те çакнах çирĕплетсе парать. Патшалăх та паян ача амăшĕсем майлă саккунсем йышăнать пулсан, хĕрарăмсен çут çанталăк панă тивĕç çине – амăшĕ пуласси çине – чунран тухакан туйăмсемпе пăхни кирлех пулĕ. Район пуçлăхĕ калашле, пурнăç çине йăвантарни вырăнлах мар пулĕ. Çакăнпа пĕрлех хÿтлĕхсĕр ачасене çемьене илесси çине те паян патшалăх тимлĕх уйăрать.
Патшалăх вара ку тĕлĕшпе хăйĕнчен килнине йăлтах туни кăçалхи уйăх ытларах тапхăр та çирĕплетсех пачĕ. Иккĕмĕш е малалла çуралакан ачашăн ача амăшĕн капиталне памалла турĕç. РФ ПФ Муркаш районĕнчи управленийĕн ертÿçи Е. М. Александрова кун пирки канашлура та тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Хĕрарăмсен канашĕсен ертÿçисем халăхпа ĕçлеççĕ-çке. Апла пулсан çынсем ку тĕлĕшпе паракан ыйтусем çине те хуравлама пĕлмелле вĕсен.
Ыйтусем вара хĕрарăмсен сахал мар. Ача çуралсан, ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхма паракан, тата ачашăн уйăхсерен паракан пособисемпе çыхăннă ыйтусем те тухсах тăраççĕ. Ачана опекăна илекенсене те, çемьене илекенсене те патшалăх нумай çăмăллăхсем пама пуçларĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин пирĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Н.П. Петрова вĕсем çине тĕплĕн хуравларĕ.
Палăртмалла, асăннă çăмăллăхсем ăнăçсăр çемьесемшĕн илĕртÿллĕ пулма пултарас шухăш пур. Çакăн пек тĕслĕхсем практикăра тĕл пулни районти тĕп больницăн хĕрарăмсен тухтăрĕн Г.И. Львован сăмахĕсенчен те курăнчĕ. Шел пулин те, пособишĕн ача çуратакансем те пур. Патшалăх вара çав пулăшусене ачасене пăхса ÿстерес ĕçре пулăшас тĕллевпе тăвать-çке. Апла пулсан, вырăнти обществăлла организацисен те ăнлантару ĕçĕсене ирттермелле. Эрех-сăрапа иртĕхекенсемпе ĕçлемелле. Паян ача пособийĕсене ĕçсе яракан амăшĕсем те çук мар вĕт-ха. Мĕнле воспитани парĕç вĕсем хăйсен ачисене? Канашлура район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн информаципе методика центрĕн ертсе пыракан специалисчĕ Е. Г. Чернова каланă пек, ачисене кĕнеке вулама вĕрентме вăхăт пулĕ-ши вĕсен, кăмăл тупăнĕ-ши? Кĕнеке вара кашни ача пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнмалла. Хĕр ачасемпе арçын ачасем унта хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравсем тупма вĕренччĕр. Кĕнекепе туслă ача нихăçан та тÿрĕ çултан пăрăнмасть. Çавăнпах ĕнтĕ ЧР Президенчĕ ку çула ачасен çулталăкĕ тенипе пĕрлех вăл кĕнеке çулталăкĕ те.
Районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи А.Е. Андреева вырăнсенче хĕрарăмсен канашĕсем вăл е ку мероприятие библиотекăсенче йĕркелени ачасемпе ача амăшĕсене çывăхлатма пулăшнине палăртрĕ. Алевтина Евстафьевна хĕрарăмсен канашĕн ертÿçисене Президент Çырăвĕпе паллаштарнă май хăйсен ĕçĕнче ăна тĕпе хумаллине палăртрĕ. Вырăнсенче иртекен мероприятисенче те ачасемпе çыхăннă ыйтусем тĕп вырăнта пулмалла. Районти хĕрарăмсен канашĕн ĕç планĕ те йăлтах Ача çулталăкĕпе çыхăннă. Çемьесемпе ĕçлессине вăйлатмалла. Çак ĕçре вырăнсенчи хĕрарăмсен канашĕсем пуçаруллă пулмасан, хĕрарăмсем ачасен пуласлăхĕшĕн çунса тăмасан, кам тутăр çак ĕçе?
Паян вара хĕрарăмсен чун ыратать. Нумай ыйтусем ыйха çухаттараççĕ. Кÿршĕре эрех сутакансем пĕр ялти çынсене вилĕм сунни, ĕçекен çемьесенчи ачасем выçăллă-тутăллă пурăнни, ачасем çамрăклах тÿрĕ çултан пăрăнни. Чун ыратать пулсан, пурăнатпăр-ха. Хăйсен ачисем çине алă сулнă ашшĕ-амăшĕсен чĕри ыратма пуçласан татах та аванччĕ те. Ял тăрăхĕсем, хĕрарăмсен канашĕсем, вĕрентÿпе культура ĕçченĕсем – пурте пĕрле çине тăрса ĕçлесен, кăçал ытларах ача куçĕсем телейпе ялкăшма пуçлĕччĕç. Шанас килет çапла пуласса. Апла пулсан алă усма вăхăт çук. Пĕрле ĕçе пуçăнмалла. Вара ачасем хĕрарăмсен канашĕн ларăвĕ хыççăн кăтартнă Çăварни уявĕнче çеç мар хаваслă пулĕç, кашни кун вĕсемшĕн телейлĕ пулĕ. Ачалăх кашни ачан чăнах телейлĕ килтĕр. Ку вара ача пособийĕсенчен мар, ашшĕпе амăшĕ ачисене юратнинчен килет. Ăнланасчĕ çакна.
Л. ПАВЛОВА
 («Знамя победы (Çĕнтерÿ ялавĕ)», Моргауши)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика