Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.14 Чăваш çĕрĕн паттăрне асăнса

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Паллă ентешĕмĕр, çар пуçĕ Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 120 çул çитрĕ.
Февралĕн 9-мĕшĕнче Мишеркассинчи вăтам шкулта Граждан вăрçинче чапа тухнă легендарлă паттăр ентешĕмĕр В.И.Чапаев çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа уяв иртрĕ. Ăна шкул директорĕн çумĕ Г.Д. Николаева уçрĕ, чăваш çĕрĕн паттăр ывăлĕн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр халăх асăнче пулнине палăртрĕ. Истори учителĕ Н.А.Михатайкин пухăннисене В.И.Чапаев кун-çулĕпе паллаштарчĕ, унăн паттăрла ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ. Тăван ен культура предметне вĕрентекен Л.Л.Долгова та Чапаев пурнăçĕнчи хăш-пĕр самантсем çинче чарăнса тăчĕ, вĕренекенсене чăваш çĕрĕн паттăрĕсене асра тытмалли пирки каларĕ.
“Василий Иванович Чапаев çинчен çырнă кĕнекесем нумай. Вĕсене вуласа хамăр ентеш, паттăр ывăл çинчен пĕлме пулать”, – терĕ ял библиотекарĕ Р.Н.Михатайкина. Унтан пурне те В.И.Чапаев çинчен çырнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ, унăн кун-çулне тĕплĕнрех пĕлес тесен вулама сĕнчĕ.
Юлашкинчен вĕренекенсем паттăр Чапаев çинчен хывнă юрăсене шăрантарчĕç, сăвăсем вуларĕç. Уяв асра юлмалла иртрĕ.
И. ХРИСАНОВА
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика