Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.14 ЧИ КИРЛИ – АЧАСЕНЕ ЮРАТНИ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Кашни çын, чылай çул иртсен те, ачалăхне ăшă туйăмпа, йăл кулăпа аса илет. Шел пулин те, пирĕн асатте-асаннесен, кукаçи-кукамайсен вара çав вăхăт, вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ май, ирĕк-сĕрех питçăмартийĕ тăрăх çутă тумламсем юхтарать. Çапла, нимĕç фашисчĕсем вĕсен ачалăхне туртса илнĕ, вăхăтсăр, çулне пăхмасăрах, çитĕннĕ çын шутне кĕртнĕ. Урăх ун пекки ан пултăр тесе халĕ кăвак тÿпе айĕнче сар хĕвел çутипе, унăн ăшшипе савăнса пурнатпăр.
Эпир, çамрăксем, атте-анне пулăшнипе, вĕсем тăрăшнипе хамăрăн çутă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшатпăр. Паллах, пире ăслă та ырă çынсем тăвассишĕн учительсем те нумай вăй хунă.
Сисеймерĕмĕр те – шухă ачалăх хыçа юлчĕ. Анчахрах ир-ирех шкула чупаттăмăр. Пирĕн класра хăйне май ăмăрту пурччĕ: кам чи малтан çитет.
Пĕрремĕш учитель Надежда Александровна Вахитова саспаллисемпе паллаштарса, алла ручка-кăранташ тыттарса пĕлÿ «тĕнчине» илсе кĕни халĕ те куç умĕнчех.
Пĕррехинче, 3-мĕш класра, пирĕн пата урока шкулти ытти учительсем пуçтарăнчĕç. Те хăранипе, те пăлханнипе, çавăн чухне пĕлнине те манса кайрăм. «Пушăлла» икĕ-виçĕ хутчен тăрса ларнă хыççăн тин хама-хам алла илтĕм. 5-мĕш класра вара çав учительсемпех куçа-куçăн ларса вĕренĕве малалла тăсрăмăр. Мĕнле ырă иккен вĕсем! Урок итлеме пынине аса илетĕп те – хама ятлас та, кулас та килет.
Пур предмета та килĕштерсе вĕренеттĕм. Физкультура урокĕсенче мана çитекен çукрахчĕ. Шкулти, районти ăмăртусенчен пĕринчен те аякка пăрăнса юлман. Физкультура учителĕ Николай Никандрович Ятманов яланах юнашарччĕ, хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхалантарса тăратчĕ.
Чăваш чĕлхипе литература урокĕсем те асран тухмаççĕ. Елена Матвеевна Яндрова вĕрентекен хăйĕн илемлĕ, чăн таса чăвашла калаçăвĕпе, çепĕç сассипе тыткăна илетчĕ. Ун патĕнче пĕр ача та ĕçсĕр ларман. Уроксене тĕрлĕ мелпе ирттерни пире уйрăмах килĕшетчĕ. Учитель грамматика вăййисемпе, тестсемпе усă курса, диспутсем, пултарулăх урокĕсем ирттерсе пĕлĕве те тĕрĕслетчĕ, калаçупа çырăва та аталантаратчĕ.
Пирĕн Кĕтне Пасар салинче тата кÿршĕ Хырхĕрри ялĕн-че ĕлĕкрен вырăссем пурăннă. Çавăнпах вырăсла калаçса пĕр-пĕринпе хутшăнасси йăлана кĕнĕччĕ. Елена Матвеевна вара вăйпах хистесе мар, ашшĕ-амăшĕсемпе çыхăну тытса, 1990 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче Чăваш правительстви кăларнă «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккун çине тайăнса пур ачана та чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçе явăçтарма пултарчĕ. Тата çакна палăртса хăвармалла: хулари тата район центрĕсенчи шкулсем çăмăллатнă йĕркепе вĕренеççĕ пулсан, Хырхĕрри шкулĕнче чăваш чĕлхине наци программипех алла илсе пыраççĕ.
Пурнăç улшăнса аталанса пынă май вĕренÿ тытăмĕ те учительсенчен çĕнĕлле ĕçлеме ыйтать. Е.М.Яндрова вара паянхи кунпа тан утма тăрăшать. Ачасене тарăн пĕлÿ парас ĕçре аслă категориллĕ учитель хальхи вăхăтри çĕнĕлĕхсемпе усă курать. Урокĕсене вăл проектлă, модульлĕ, интерактивлă, сывлăха упрас технологисене тĕпе хурса ирттерет. Çĕнĕлле шухăшлани, ĕçлени, паллах, ÿсĕмсем, çитĕнÿсем тума май парать.
Хальхи вăхăтра компьютерпа ĕçлеме пĕлни питĕ кирлĕ. Вĕрентÿре Елена Матвеевнăна килти «ĕç хатĕрĕ» питĕ пысăк пулăшу парать. Интернетпа çыхăнса вăл хăйне кирлĕ документсене, ĕçсене шыраса тупать. Урокра усă курма тĕрлĕ дидактика хатĕрĕсем тăвать. Тăван чĕлхене тарăнрах пĕлес текен ачасемпе учитель уйрăммăн ĕçлет, шырав-тĕпчев ĕçне явăçтарать. Ахальтен мар унăн вĕренекенĕсем районта иртекен олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Хальхи пек астăватăп: 2002-2003 вĕренÿ çулĕнче 11-мĕш класс ачисенчен пĕрремĕш вырăна тухрăм, юлташăмсем вара – Иринăпа Кристина – вуннă-мĕшсемпе тăххăрмĕшсем хушшинче виççĕмĕшне çĕнсе илчĕç.
Класс тулашĕнчи ĕçсене Елена Матвеевна пур ачана та явăçтарать. Пĕр-пĕр çыравçă юбилейне паллă тумалла-и, альбомсем хатĕрлемелле-и, çамрăк çыравçăсен конкурсне йĕркелемелле-и – çаксем пурте чăваш чĕлхи учителĕ ертсе пынипе пулса пыраççĕ. Районта иртекен тупăшусенче кăна мар, Елена Матвеевна вĕренекенĕсене республика шайĕнче те пĕлеççĕ. «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» ятлă конкурсра 14–30 çулхи çыравçăсем хушшинче Хырхĕрри шкулĕнчи Анастасия Коновалова (2004 ç.), Екатерина Коноваловăпа Татьяна Алексеева (2006 ç.) номинантсем пулса тăчĕç. Çак çамрăк авторсен сăвви-калавĕсене кĕнекере пичетленĕ.
И.Я.Яковлева халалласа республикăра ака уйăхĕнче «Букварьтен – илемлĕ литературăна çити» конкурс çулленех иртет. Хырхĕррисем унта яланах пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ. 2005–2006 вĕренÿ çулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Наташа Белкова хăйĕн «Инкек куçа курăнса килмест» калавĕпе 3-мĕш вырăн хуçи пулса тăчĕ.
«Тантăш», «Пионер сасси» хаçатсемпе Елена Матвеевна ача чухне хăй те çыхăну тытнă. Хастар юнкора Хура тинĕс хĕрринчи «Артек» пионерлагере тÿлевсĕр путевкăпа канма янă. Халĕ вара учитель хăйĕн вĕренекенĕсенче çак хаçатăн тусĕсене курать. Чăннипех те юратаççĕ ачасем «Тантăша». Шкулти «Çилçунат» литература кружокĕн членĕсем унпа тачă çыхăну тытаççĕ. Надя Петрова, Ирина Гладкина, Мария Белкова, Катя Коновалова, Таня Алексеева çамрăк корреспондентсем тĕрлĕ çулта «Тантăш» хаçат парнисемпе Хисеп грамотисене тивĕç пулнă. Кăçал вара шкула кружок ячĕпе редакцирен Диплом тата чаплă кĕнеке килсе çитрĕ.
Тăван чĕлхене хисеплеме, юратма вĕрентес ĕçре кашни çулах туса ирттерекен Чăваш чĕлхи кунĕн уявĕ пысăк вырăн йышăнать. Программа яланах пуян та кăсăклă. Сцена çинчи пултарулăха аталантарассине те пысăк тимлĕх уйăрать Елена Матвеевна. Кашни вĕренекен ача хăйне çын умĕнче тытма пĕлтĕр, калас шухăшне уçăмлăн та кĕскен палăртма пултартăр, тет вăл. Мĕн куратпăр-ха эпир халĕ; Чылайăшĕ хăйĕн калаçăвне вырăсла-чăвашла «çăрса» йĕркелет. Ку вăл хăлхана çĕртекен пулăм. Хамăн вĕренекенĕмсем çакăн пек тумаççĕ тесе шутлатăп».
Хăйĕн сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе чăннипех те авторитет çĕнсе илнĕ пирĕн юратнă учителĕмĕр. Ĕçтешĕсемпе ял-йыш кăна мар, шкултан вĕренсе тухса кайнисем те унпа çыхăну тытаççĕ. Пурин валли те ăшă сăмах, кирлĕ пулсан сĕнÿ-канаш тупма пултаракан çын вăл. Унăн ĕçне шкул администрацийĕн, Комсомольски райадминистрацийĕн вĕрентÿ пайĕн, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисемпе хакланă.
Вĕренекенĕсем юратаççĕ Елена Матвеевнăна. Асăнмалăх тесе пуçтарса хунă сочиненисем упранаççĕ учителĕн папкинче. Миçе ача ун пирки «Юратнă учитель» тесе çырман-ши; Хăшĕ-пĕрин ĕçĕнче тĕрлĕ тĕспе тÿрлетнĕ йăнăш та чылай. Апла пулин те вĕрентекеншĕн вĕсем – чи хаклă парне.
Мĕне кура юратни вара никамшăн та вăрттăнлăх мар. Шкул ачисемшĕн хăйсемпе юнашар учитель волейболла выляни, йĕлтĕр сырса вăрмана çул тытни, тĕрлĕрен хулана экскурсие çÿрени, паллă çыравçăсемпе тĕлпулусем йĕркелени питех те пĕлтерĕшлĕ. Чи пахи вара – учитель хăйĕн ĕçне чунтан юратни, ачисемсĕр пĕр кун та пурăнайманни.
Кашни педагогăн хăйĕн хыççăн йĕр хăвармалла теççĕ. Елена Матвеевна Яндровăн вара ку енĕпе мăнаçланмалăх пур. Хырхĕрри шкулĕнче вунă çул ытла ĕçлесе вăл тăван чĕлхешĕн, тăван халăхшăн пархатарлă утăмсем турĕ. Унăн вĕренекенĕсем Алексей Салаев, Сергей Петров, Надежда Львова хăйсен профессине чăваш чĕлхипе çыхăнтарчĕç. Эпĕ вара журналист пулма тĕллев лартрăм. Пурнăç çулне суйласа илме мана юратнă учителĕм пулăшрĕ.
Красноармейски районĕнчи Шăпăрлăварта çуралса ÿснĕ Е.М.Яндровăна малашне те Каçал тăрăхĕнче тăрăшса ĕçлеме вăй-хал, хастарлăх, чăтăмлăх сунас килет.
Т. БЕЛКОВА
 («Кошелеевский край (Каçал ен)», Комсомольское)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика