Вĕрентекенсем – шкул шăнăрĕ, унăн ятне – сумне çĕклекенсем. Вĕсем ăста та харсăр пулсан, пĕлÿ çурчĕн ÿсĕмĕсем те курăмлă, вĕренекенĕсем – ăслă-тăнлă, хастар. Çĕнĕлле ĕçлекен, тăрăшуллă педагог сахал мар Кармал шкулĕнче. Вĕсенчен пĕри – пуçламăш классене вĕрентекен Елена Михайловна Степанова. Вăл асăннă шкулта 26-мĕш çул ачасене çирĕп пĕлÿ парас, таса чунчĕреллĕ, тÿрĕ кăмăллă ачасем ÿстерес тесе ырмиканми ĕçлет.
Елена Михайловна вĕрентекен ачасен пĕлÿ шайĕ пысăккине, вĕсем кĕвĕ туйăмне аван туйнине, юрлама-ташлама ăста пулнине палăртмалла. Районта ирттерекен интеллектуаллă вăйăсенче вăл вĕрентекен ачасем иртнĕ çулсенче те малти вырăнсене йышăннине асăнма кăмăллă. Раштав уйăхĕнче иртнĕ вăйăра та акă 4-мĕш класра вĕренекен Настя Сучкова математикăпа 2-мĕш вырăн, Таня Иванова чăваш чĕлхипе 1-мĕш вырăн йышăннă.
Е.Степанова ачасене кĕвĕ тĕнчине юратма, ăнланма, илемлĕ юрлама хăнăхтарать. Вăл шкулта музыка вĕрентет, ташăпа хор кружокĕ ертсе пырать. Пултаруллă педагог баянпа аван калать, ку ăсталăха вăл Канашри педагогика училищинче алла илнĕ, малалла пĕлĕвне Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ÿстернĕ. Район, республика шайĕнче иртекен фестивальсене, конкурссене те часчасах хутшăнать Елена Михайловна. “Пĕчĕк çеç путене”, “Чăваш ен çеçкисем” фестивальсенче вăл вĕрентекен ачасем пĕрре çеç мар малти вырăнсене йышăннă.
Е.Степанова педагог ăсталăхне ÿстерессипе тимлет, хăйĕн ĕç опытне сарас енĕпе тăрăшать. Республикăри вĕрентÿ институчĕ çумĕнче ĕçлекен творчество ушкăнĕнче икĕ çул ĕçлерĕ. Пуçламăш классене вĕрентекенсем валли “Шкул уявĕсем” "2005 ç.", “Вулав урокĕсем” "2006 ç.", “Класс тулашĕнчи вулав” "2006 ç." кĕнекесем, 3-мĕш тата 4-мĕш классем валли “Ĕç тетрачĕ” кăларнă çĕре хутшăнчĕ. Çитес вăхăтра “Пирĕн пĕчĕк театр” кĕнеке пичетленсе тухмалла. Асăннă кĕнекесене пуçламăш классенче вĕрентекенсем ырласа йышăннине, ачасене вĕрентес ĕçре пысăк пулăшу панине палăртмалла. Президентăн “Çĕнĕ шкул” программа тĕллевĕсене тĕпе хурса ĕçлет Е.Степанова. Тĕрлĕ шайри професси конкурсĕсене хутшăнать, 1999 çулта вăл районта “Çулталăк вĕрентекенĕ” ята çĕнсе илнĕ. 2006 çулхи раштавра районта иртнĕ вĕрентÿпе методика проекчĕсен конкурсне хутшăннă, 3-мĕш вырăн йышăннă.
Кашни çын çĕр çине таса чунпа килет теççĕ. Вăл пурнăçра ырă пулни ун калаçăвĕ – пуплевĕнчен, тыткала-рăшĕнчен, пархатарлă ĕçĕхĕлĕнчен курăнать. Е.М.Степанова вĕрентекен – ачасемшĕн таса та ырă чунлă, хисеплĕ те сăваплă тус.
С.ШАШКОВА, Кармал шкулĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Е.М.Степанова ачасен хушшинче. |