Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.13 Ырă улшăнусем сахал мар

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
ЧР Президенчĕн программи ĕçе кĕнĕренпе сисĕнмесĕрех 10 çул çитрĕ. Çак тапхăрта вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ палăрмаллах лайăхланчĕ. Ашшĕ-амăшĕ умĕнче вунă çулхи ĕçсем пирки отчет туса пачĕ те Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Р.Портнов.
 
Çак шкул районти база шкулĕнчен пĕри шутланать. Вăл типлă çуртра, 1976 çулта хута кайнăскерте, вырнаçнă. Унта вĕрентÿ кабинечĕсем – 15, спорт залĕ, 80 вырăнлă столовăй, вĕрентÿ мастерскойĕ, библиотека, вулав залĕ, медицина службин кабинечĕ вырнаçнă. Шкулта тăхăр класран профиль умĕнхи вĕрентÿ çине куçнă, 10 класран математика, биологи профильне вĕрентессине ĕçе кĕртнĕ. Кунта Кивĕ Эйпеçри, Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисем профильлĕ классене çÿреççĕ. Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче педагогика технологийĕсене ĕçе кĕртеççĕ. Нимĕç чĕлхине иккĕмĕш класран вĕрентессине йĕркеленĕ. Шкулта 202 вĕренекен ăс пухать. Уроксем хыççăн та ачасем килĕсене кайма васкамаççĕ. Хушма пĕлÿ парассине пĕлсе йĕркеленĕрен секцисемпе кружоксене çÿреççĕ.
Шкулта ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ, методика канашĕ, попечитель канашĕ, 2006 çултанпа шкул канашĕн управляющийĕ ĕçлет.
19 вĕрентекен пĕлÿ парать ачасене. Вĕсенчен пĕри аслă категориллĕ, пĕрремĕшпе иккĕмĕш категориллисем – 8. Педагогсем пилĕк çулта квалификацийĕсене ÿстерме тĕрлĕ курссенче вĕренеççĕ. 8 учитель – факультатив тата элективлă курссен программисен авторĕ.
Педагогсем районти, республикăри, Раççейри тĕрлĕ конференцисене, конкурссене хутшăнаççĕ. “Чи лайăх учитель” ятсене илнисем те йышлă. 2004 çулта вырăс чĕлхипе литература учительници М.Портнова районти “Çулталăк учителĕ” конкурсра пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ, республикăри тупăшура иккĕмĕш вырăна тухнă. М.Портнова “Вĕрентÿ” наци программине хутшăнса Раççей Президенчĕн 100 пин грантне тивĕçнĕ.
Пултаруллă учительсем вĕрентнипе кашни çулах вăтам шкула медальсемпе пĕтерекенсем сахал мар. Шкул ачисем районти предмет олимпиадисене те активлă хутшăнаççĕ, çĕнтерÿçĕсем пулаççĕ. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене лайăх тытнă ачасем аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕреççĕ. Иртнĕ çул çеç 42 ачаран 21-шĕ аслă шкула кĕнĕ. Çакна палăртмалла: ачасен 50 проценчĕ “4” тата “5” паллăсемпе çеç вĕренет. Пĕр класра икĕ çул ларакансем те çук.
Шкулта компьютер кабинечĕ пур. Вăл 12 компьютерпа, 2 сканерпа, музыка центрĕпе пуян. Çавăн пекех электричествăпа ĕçлекен 8 çĕвĕ машини, автобус пур Кушкăсен.
10 гектар хушма çĕр çинче шкул ачисем çуллахи вăхăтра ĕçпе кану лагерĕсем йĕркелесе ĕçлеççĕ. Ачана мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарассине тĕп вырăна хураççĕ. Ытахальтен мар вĕренекенсем хăйсем туса илнĕ апат-çимĕçпе ытларах тÿлевсĕр апатланаççĕ.
Шкул директорĕн отчетне итленĕ хыççăн тухса калаçакансем ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçе ашшĕ-амăшне, общественноçа тата анлăрах хутшăнтармаллине палăртрĕç.
 («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика