Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Февралĕн 7-мĕшĕнче пирĕн районта та Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн теми ку хутĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров Патшалăх Канашне янă “Вăхăта хакламалла, çынсемшĕн ĕçлемелле” Çырупа çыхăнчĕ.
Информкуна хутшăнма Трак ене республикăри тариф службин ертÿçи А. Б. Васильева ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Йышра çавăн пекех ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ А. Н. Рыжов, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ В. С. Григорьев тата Чăваш телерадиокомпани ертÿçи, хамăр ентеш Н. А. Григорьев пулчĕç. Район пуçлăхĕ С. А. Николаев, унăн çумĕ Н. И. Антонов, республикăран килнисемпе (А. Н. Рыжовсăр пуçне) районти информушкăн членĕсем Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне çитрĕç. Вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. В. Андреева кĕтсе илчĕ. Тĕл пулу вырăнти шкулта район пуçлăхĕ С. А. Николаев йĕркелесе пынипе иртрĕ. Унта учительсемсĕр пуçне ялти активпа ветерансем хутшăнчĕç. Малтанах республикăри тариф службин ертÿçи А. Б. Васильева хамăр Президент Патшалăх Канашне кăçал янă Çыру пысăк пĕлтерĕшлĕ документ пулса тăнине, унта Чăваш Ен иртнĕ çул еплерех ĕçлесе пынине хак панипе пĕрлех малашлăхри тĕллевсене уçăмлăн палăртнине каларĕ, çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ В. С. Григорьев хăйĕн сăмахĕнче “Чăваш Енĕн паллă çыннисем” ярăмпа пирĕн ентеш, Чăваш халăх художникĕ Э. М. Юрьев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатакан кĕнеке пичетленсе тухнине те асăнчĕ. Чăваш телерадиокомпани ертÿçи Н. А. Григорьев ку шкулта вĕреннĕ, тăван тăрăхра тăтăшах пулма, ентешĕсемпе калаçса канашлама яланах вăхăт тупать. Ача çулталăкĕ пынă май, Николай Алексеевич ку хутĕнче тăван шкула телерадиокомпани ячĕпе 100 ытла кĕнеке парнелерĕ, çав шутра А. С. Пушкин çырнисен пуххине те, “Говорят и показывают Чебоксары” ятлине те. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ А. В. Петрова пухăннисене “Ача амăшĕн капиталĕ” пирки ăнлантарса пачĕ. Район пуçлăхĕ С. А. Николаев Президент Çырăвĕнчен пирĕн район ĕçченĕсем умне те пысăк задачăсем тухса тăнине каларĕ, пĕлтĕрхи хăш-пĕр кăтартусемпе паллаштарчĕ.
Тĕл пулăва хутшăннисем, меллĕ самантпа усă курса, хăйсен чун-чĕрине хускатакан ыйтусене çĕклерĕç. Яманакри виçĕ ача амăшне А. В. Пантелеймонована ялтан Красноармейскине вĕренме çÿрекенсене “Шкул автобусĕпе” йĕркеллĕ турттарманни пăшăрхантарать. Ку тăрăхри ветерансен канашĕн председателĕ Н. С. Семенов хăй Чăвашрадио передачисене кăмăлласа итленине, вĕсенче чăвашлăхпа çыхăннă, культурăпа социаллă пурнăçри ыйтусене ытларах хускатмаллине каларĕ. М. А. Александрова учительница Ванюшкассисене пĕрле пухăнмалли çурта юсасси, унăн никĕсне çĕнетесси канăç паманнине пĕлтерчĕ. Пшонкăри П. И. Иванов ветеран шучĕпе ялти ФАПра фельдшер кирлех. Пимен Иванович кунпа пĕрлех районти радио шăпипе те интересленчĕ. З. П. Егорова учительницăна Чăваш телевиденийĕн передачисем сахаланнăн туйăнать. Пур ыйтăва та тенĕ пекех тивĕçлĕ хурав илчĕç ял çыннисем.
Унтан информушкăн Кĕçĕн Шетмĕри хамăр ентеше, Чăваш халăх художникне Э. М. Юрьева сума суса тăвакан музейра пулса курчĕ. Унăн директорĕ Ю. Е. Дубров кунта Э. М. Юрьев пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне сăнлакан икĕ залсăр пуçне “Ача амăшĕн мухтавĕ”, “Кĕçĕн Шетмĕпе Яманак тăрăхĕн-чи паллă çынсем”, “Чăваш Енри паллă художникпа Г. Николаевпа Трак енри ÿнерçĕсем”, “Виталий Петровăн Асăну пÿлĕмĕ” тата ытти зал-пÿлĕмсем пулассине пĕлтерчĕ. Пĕтĕмĕшле лаптăк — 600 тăваткал метр. Çурт тăррине юсанă, ăшă системине çĕнетнĕ, штукатурка ĕçĕсем пурнăçланă. Пĕтĕмпе хальлĕхе 1005 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Укçи-тенки татах та кирлĕ-ха. Çавăнпах Юрий Егорович информушкăн членĕсем урлă ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕн министерствинчен пулăшу ыйтрĕ.
* * *
Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ А. Н. Рыжов тата район администрацийĕн ку тĕлĕшпе тимлекен сектор заведующийĕ Н. И. Васильев вара çав кун Карай ял тăрăхĕнчи тĕл пулусене хутшăнчĕç, хранилищĕре çĕр улми суйлакансемпе тата педагогика коллективĕпе курнăçрĕç.
В. ДАНИЛОВ
(«Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское)