Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
6 çулта асламăшĕпе район больницине çул тытнă. Шкула кайиччен сывлăха тĕрĕслеттерме хушнă-çке. Кабинетран кабинета çÿресе ывăннăскере пĕр тухтăр ыйту çине ыйту парса йăлăхтарнă. Шăлсăр кинеми пек пĕтĕмпех пĕлесшĕн çуннă: миçе çулта, шутлама, сăвă-калав калама пĕлет-и?
Сăвă тесенех А. Пушкин çырнине, “У лукоморья дуб зеленый” ятлине аса илнĕ хĕр пĕрчи. Пĕр çаврăм калать, иккĕ, виççĕ... вуннă... Асламăшĕ аякĕнчен тĕкет, чарăнма ыйтать. Шкулта та 4-5-мĕш классенче çеç вĕрентекен сăвва пĕр такăнмасăр шатăртаттарать. Вĕçне тухмасăр та чарăнмасть...
Хитре хĕрсене ăс кирлех мар текенсем пурнăçран юлнă. Çапла шутлать Марина паян та. Çĕрпÿ районĕн Тавăшкасси шкулĕнче вĕренекен хĕре пултарулăхĕпе çивĕч ăсĕшĕн каччăсем те хисеплеççĕ, унпа пĕр парта хушшине ларма тăрăшаççĕ. Чăваш хĕрĕн ĕçченлĕхĕ те, сăпайлăхĕ те, илĕртÿлĕхĕ те – пĕтĕмпех пур унра. Кăмăлĕпе те ырă. Вăхăт çук тесе турткалашса тăмасть, яланах пулăшать, учитель пекех тĕплĕн ăнлантарать.
Вĕренÿ отличникĕ вăхăта усăсăр ирттересрен хăрать. Пушă самант тупăнсанах кĕнеке, хаçат-журнал алла илет. Çавăнпа чĕлхи те яка, пуян унăн. Журналист пулас ĕмĕтпе çунатланаканскер лайăх, тарăн шухăшлă сочиненисем çырнипе те палăрса тăрать. Ахальтен-им районти “Ман тăван çĕр-шыв” конкурсра "”Салтак çырăвĕсем” номинацире" пĕрремĕш вырăна тухрĕ.
Хавхалану кĕрсен калав çырма ларать. Икĕ тетрадь унăн вĕсем. Сăвăсем те хайлать. Вĕренекенсем кăларакан “Литера” хаçат валли заметка хыççăн заметка шăрçалать.
Шкулти кашни мероприятирех сцена çинче вăл. КВНра – ушкăн капитанĕ, концертра – ертÿçĕ, ташăç, юрăç...
Алина ГЕРАСИМОВА
(«МИГ (Самант)», Чувашия)