Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.12 ĂСЛĂЛĂХРИ ÇĔНĔЛĔХСЕМ – ХАЛĔ УНĂН ÇЫВĂХ ТУСĔСЕМ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Çак кунсенче Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк шкулĕнче обществăлла экспертиза кунĕ иртрĕ. Сумлă хăнасем, уйрăмах ашшĕ-амăшĕ учительсен уçă урокĕсемпе, шкулăн юлашки çулĕсенчи ырă улшăнăвĕсемпе савăнса паллашрĕç. Инноваци технологийĕсемпе пĕлсе усă курнă ăсталăх урокĕсем çÿллĕ шайра иртрĕç.
Пултаруллă педагогсем вăй хураççĕ кунта. Шкул директорĕ Владимир Николаевич Яковлев ачасене черчени, рисовани, тĕнчери художество культури предметсене вĕрентет. Вăл Раççей халăх художникĕ Н.В.Овчинников патĕнче ăсталăх пухнă. Унăн акăшсем кÿлĕре шыва кĕнине сăнлакан ĕçĕ шкул столовăйне илем кÿрет.
Пĕлтĕр инноваци технологийĕпе республика конкурсне хутшăннă учительсенчен улттăшĕ 1-3 степеньлĕ дипломсене тивĕçрĕç. Вера Егорова вĕрентекен “Раççейри чи лайăх учитель” гранта çĕнсе илчĕ.
Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕ те лайăхланса пырать. Виçĕм çул вĕренекенсем вырăс чĕлхипе экзаменра вăтамран 3, 6 балл пухнă "биологипе - 3, 4", пĕлтĕр - 4 "биологипе – 4, 5".
Вĕрентекенсем те хăйсен пĕлĕвне ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ. Пиллĕкĕшĕ – аслă, 15-шĕ – пĕрремĕш категориллĕ.
Педагогсем – епле, ачисем те çапла теççĕ. Район, республика предмет олимпиадисенче çĕнтерекенсен хисепĕ ÿсет. Виçĕ çул каялла – 11, виçĕм çул – 18, пĕлтĕр 20 призер пулнă. Республикăри ăсталăхпа практика конференцийĕсенче тата чăваш чĕлхипе литература олимпиадисенче Алина Николаевăпа Таня Павлова "ертÿçи - В.А.Егорова" пĕрремĕш тата иккĕмĕш степеньлĕ дипломсене çĕнсе илнĕ.
Шкул ăслăлăхри çĕнĕлĕхсене, ку чухнехи инноваци технологийĕсене çине тăрса пурнăçа кĕртет. Унăн çĕнĕ тусĕсем вĕсем.
280 ача пĕлÿ пухать Чурачăк шкулĕнче. Иккĕмĕш класран пуçласа акăлчан чĕлхине алла илеççĕ, виççĕмĕшĕнчен – информатикăна. Асамлă техникăпа пĕчĕкрен паллашса çитĕннин усси пысăк. 2004 çулта виççĕмĕшсем пурнăçланă ĕçсене республика конкурсне ярса панă. Хăйсен номинацийĕнче вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пысăк çитĕнÿшĕн информатика учительне, Анатолий Генрихович Лаврентьева, ятран компьютер парнеленĕ.
Юлашки икĕ вĕренÿ çулне пултаруллисем физикăпа математика тата химипе биологи профильлĕ классенче пĕлÿ пухаççĕ. Çĕнĕ йĕрке çине куçма тăххăрмĕш класрах хатĕрленеççĕ.
“Ял шкулĕсене компьютерпа тивĕçтересси” программăна пурнăçласа шкула 2001 çултах çĕнĕ йышши 4 комплектпа тивĕçтернĕ. Тепĕр çулхине – тата 6. Халĕ 20 компьютер: кашни 14 ачана пĕрер асамлă техника лекет. 2003 çулта Интернетпа çыхăнаççĕ, сайт пур. 2005 çулта шкул ресурс центрĕн статусне йышăннă, чи малтисен йышĕнче автобус илнĕ. Шанчăклă транспорт 87 ачана 4 маршрутпа турттарать.
Ачасем спортпа туслă. Çăмăл атлетика, самбо, футбол, волейбол, баскетбол, “Зарницăпа” “Орленок” çарпа спорт вăййисем – чи юратнисем. Вĕсемпе районта та малтисен ретĕнче. Юлашки 3 çулта çеç 145 пин тенкĕлĕх спорт хатĕрĕ туяннă. Библиотека, кабинетсем çĕр-çĕр пин тенкĕлĕх пуянланнă.
Вĕреннĕ вăхăтрах ачасем тăван хуçалăх çинчен те манмаççĕ. Яла юлакан та сахал мар. Темиçе çул каяллах тракторист-машинистсем хатĕрлеме тытăннă. Юлашки 10 çулта 140 çамрăк механизатор удостоверенине илнĕ. Шкулăн ДТ–75, МТЗ–80 тракторсем, ГАЗ–53 автомашина пур. Сăнав лаптăкĕ 0, 35 гектар йышăнать.
Кăçал туслă коллектив Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илесшĕн. Пухăннисем хастар йыш конкурса хутшăнма тивĕçлине пĕр шухăшлăн палăртрĕç.
Çав кунах вĕренекенсен улттăмĕш ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалларĕç. Ултă секцире 30 вĕренекен ăслăлăх ĕçĕсене хÿтĕлерĕ. Интереслĕ те хăйне евĕрлĕ, çав вăхăтрах усăллă та пĕлтерĕшлĕ пулчĕç вĕсем. Денис Федоровăн "8 класс" ĕçĕ шкулта электроэнергие усăсăр тăкаклани çинчен. Анна Константинова "9 “а” класс" тăван ялĕ Кăшнаруй çинчен питĕ тĕплĕ çырса кăтартнă. Саша Яковлева "5 класс" Олимп вăййисен кун-çулĕ кăсăклантарать. Артем Моисеев "9 класс" ăста поэт, Марина Ермолаева пултаруллă çыравçă пулнине çирĕплетрĕç. Чи хастаррисем сертификат илме тивĕçрĕç.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
 («Ровесник (Тантăш)», Чувашия)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика