Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.12 ЭЛЕКТРОНЛĂ ВĔРЕНŸ ПОСОБИЙĔСЕМ – ЧĂВАШЛА

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Чăвашла электронлă вĕренÿ пособийĕсем, таблицăсем, тестсем, вăйăсем... Ытти урокра çĕнĕ технологисемпе усă курнине пăхса тăван сăмах учителĕсем те çакăн çинчен ĕмĕтленнĕ. Компьютерпа усă курса чăваш чĕлхине вĕрентме калăпланă программăсем, ытти материал тухасса кĕтнĕ...
Тинех вĕсен ĕмĕчĕсем те пурнăçа кĕме пуçларĕç. Акă 5-мĕш класс валли хатĕрленĕ “Чăваш чĕлхи” тата “Пĕлÿ шыраса” электронлă пособисем кун çути курчĕç ĕнтĕ. Иртнĕ эрнере Шупашкарти Г. Лебедев ячĕллĕ республика интернат лицейра вĕсен презентацийĕ иртрĕ. Пухăннисем электронлă вĕренÿ пособийĕсемпе паллашрĕç. Вĕсен авторне, Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка шкулĕн вĕрентекенне Владимир Юрьевич Андреева, чĕререн тав турĕç.
"“Ман пата вĕренмесĕр ан кил”", – асăрхаттарать компьютер
“Эсĕ паян хатĕрленмесĕр килнĕ, урăх ун пек вĕренмесĕр ан кил”, – тĕрĕс хурав парайман ачана намăслантарать компьютер. Маттурине ырлать. Чăвашла пуплет.
5-мĕш класс программине тĕпе хурса хатĕрленĕ “Чăваш чĕлхи” пособире шкулта питех те кирлĕ таблицăсем те пур. Учитель вăхăтне перекетлеме "доска çине çырса аппаланмалла мар", урока интереслĕрех йĕркелеме пулăшакан лексика, фонетика, морфологи программисем, тестсем...
“Путене” программа уйрăмах хăйне евĕр. Пирĕн тăрăхри çĕр ытла кайăк çинчен пĕлме пулăшать вăл. Ÿкерчĕксене пăхса, сассисене итлесе "вĕсене автор Интернетран илнĕ" паллашатăн вĕсемпе.
“"Пĕлÿ шыраса..."”
Анюк ятлă хĕр ача вăрмана кайнă, ун умне Ар çури сиксе тухнă, пуçĕнчи ăсне-тăнне туртса илнĕ, вăрман тăрăх сапаласа пĕтернĕ...
М.Федоровăн “Ар çури” балладине тĕпе хурса йĕркеленĕ “Пĕлÿ шыраса...” вăйă-пособи ача пĕлĕвне вылявлă майпа тĕрĕслет. Вĕренекенсем Анюка пулăшса вăрмана пĕлÿ шырама тухаççĕ...
– Ача хăш темăна ăнланмасăр юлни тÿрех курăнать. Вăйă ун пĕлĕвне, хăнăхăвне çирĕплетсе хăварма пулăшать, – калаçăва хутшăнать Çĕрпÿ районĕн Опытнăй шкул учителĕ Татьяна Петрова.
Класри вĕренекенсен пĕлĕвĕ пĕр тан пулманнине шута илсе вăййа тĕрлĕ шайри ансат, вăтам тата йывăр ыйтусем кĕртнĕ. Михайловка шкул ачисем чи малтан выляса курнă унпа. Иккĕшĕ вăйă вĕçне тухнă иккен.
“Чăх чĕпписем пекех савăннă, – тет электронлă пособисен авторĕ В.Ю.Андреев. – Маттуррисене компьютер тав хучĕ çырса пачĕ”.
 
Хамăр тăрăшмасан...
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме электронлă пособисем кăларас шухăш- ĕмĕт ЧР Вĕрентÿ министерствин ертÿçисене те тахçантанпах канăç паман. Ытти предметпа вĕсене Мускавран туянма пулать, чăвашлисене хамăр тумасан никам та килсе калăпласа памасть. Ку ыйтупа канашлусенче, пухусенче хĕрÿ калаçнă, электронлă пособисем хатĕрлеме пултаракансене шыранă...
Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкăри шкулта чăваш чĕлхипе литература тата информатика вĕрентекен Владимир Юрьевич Андреев вара хăйĕн сайчĕпе ĕçленĕ те ĕçленĕ. Компьютера чăвашла калаçтарас ĕмĕтне пурнăçа кĕртесшĕн тăрăшнă.
Ку ĕç кăткăслăхне эпир чухласа та çитерейместпĕр пулĕ. Акă “Пĕлÿ шыраса...” вăййа хатĕрлеме вунă çын ытла хутшăннă – драма театрĕн артисчĕсем, режиссерсем... Кĕввисене çырнă, “Ар çури” çÿренĕ вырăнсене кайса ÿкернĕ... Наука редакторĕ Ю.М.Виноградов та канăçне çухатнă.
6-мĕш класс валли çакăн пек пособи хатĕрлеме те ЧР Вĕрентÿ министерстви В.Ю.Андреевах сĕннĕ. Аслăрах ÿсĕмрисем электронлă пособисене хăçан кĕтсе илĕç-ши? Пурнăç аталансах пырать, çавăнпа ку ĕçе те хăвăртлатмаллине палăртрĕç пухăннисем.
Унчченхи акăлчан чĕлхи методикипе усă курса кăларнă “Учите чувашский” электронлă пособи ăнăçлах пулманнине "васкаса хатĕрленипе-ши?", тивĕçтерсех кайманнине те пытармарĕç. Çавăнпа В.Ю.Андреев калăпланă пособисем чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре çĕнĕ технологисем çине куçма пулăшакан пĕрремĕш хатĕрсем теме пултаратпăр.
 
Кĕнекесем кирлĕ пулмĕç-ши?
“Кĕçех хут, кĕнеке тăрăх мар, компьютерпа çеç вĕренме пуçлăпăр-ши?“ – тейĕ хăшĕ-пĕри. Çук, паллах.
“Кĕнеке тĕп вĕренÿ хатĕрĕ пулнă. Малашне те çаплах юлĕ. Электронлă пособисем – хушма пĕлÿ паракан хатĕрсем, тарăнрах, анлăрах вĕрентме пулăшакансем”, – терĕ ЧР Вĕрентÿ министрĕн çумĕ С.В.Петрова.
Ыран паянхинчен те пуянрах содержаниллĕ, чаплăрах учебниксем, пахарах электронлă пособисем кирлĕ пулĕç. Вĕсене хатĕрлеме пултаракансем, çĕнĕ шухăшсем, методикăсем сĕнекенсем ытларах кирлине те палăртрĕ Светлана Владимировна.
Юлашки çулсенче 1-9 классем валли учебниксем те, тĕрлĕ методика кăтартăвĕ те нумай пичетленчĕç. Вĕсен содержанине пуянлатас тесе çулленех конкурс йĕркелени те савăнтарать. Пĕр класс валли 2-3 учебникран кая мар пулсан кашниех хăйне килĕшекеннине, тивĕçтерекеннине суйласа илме пултарать-çке.
“Шкул ачи валли кĕнеке çырас ĕç – наукăпа методика енчен чи йывăрри, кăткăсси, – терĕ министр çумĕ. – Авторсем сахалли, вĕсем çĕнĕ методикăсене пĕлсех кайманни пăшăрхантарать”.
Алина ГЕРАСИМОВА
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика