Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.10 Ача ăслă та сывлăхлă çитĕнтĕр

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Чăваш Енĕн 2010 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕнче палăртнă çул-йĕрсемпе планланă кăтартусем Раççей Президенчĕ палăртнă пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсемпе пĕр килнине палăртмалла. Вĕрентÿ сферинчи наци проекчĕ пирĕн республикăра 1996 çултанпах вăй илме пуçланă.
Вăл «Çĕнĕ шкул» программа хатĕрленинчен вырăнтан тапраннă. Çак программа пирĕн районти вĕрентÿ сферинче те анлăн аталаннă, Акă пĕр тĕслĕх илер: «Зоренька» ача-пăча садĕнче ачасене мĕн пĕчĕкрен ăс-тăн енчен аталануллă çитĕнтерессишĕн тăрăшаççĕ. Ку енĕпе тĕрлĕ мероприятисем тăтăшах ирттереççĕ. Хальхинче те ача садне райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политики пайĕнчен, районти тĕп больницăран, культурăпа кану центрĕнчен представительсем, ашшĕ-амăшĕ пухăннă. Кунта «Çĕнĕ шкул» программа ĕçлеме пуçланăранпа 10 çул çитнине халалланă мероприятисен марафонне хутшăнса тĕл пулчĕç. Сăмах май каласан, Л.Кашмакова методист ку коллектившăн яланах чи çывăх çын. Пĕр мероприяти те вăл хутшăнмасăр иртмест. Пухăннисем умĕнче «Зоренька» ача сачĕн заведующийĕ М.Петрова хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Вăл каланине итленĕ май кунта ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнме пур условисем те пурри палăрчĕ. Кашни ушкăнри ачасем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Ăс-тăн енчен ырă-сывă ачасем çитĕнесси куç умĕнче. Ахальтен мар ĕнтĕ республикăра, районта ирттерекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнса малти вырăнсене тухса грамотăсемпе хаклă парнесене, тĕрлĕрен дипломсене тивĕçнĕ. «Ача-пăча ырра курсан ырă, усала курсан усал пулать», тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Ку чăнахах та çапла. Коллективра вара ачасемшĕн тăрăшакан, вĕсен пĕлĕвне куллен ÿстересе пырассишĕн çине тăракансем ĕçлеççĕ. Вĕсене хăйĕн ĕçне юратакан, чунтан парăннă М.Петрова заведующи йĕркелесе ертсе пырать. «Малашлăха курмасăр ыранхи куна шанма çук. Пирĕн ачасене мĕн пĕчĕкрен малашлăха ĕненме, вĕсем пĕччен маррине ăнланма вĕрентмелле», - тет Марина Васильевна.
Ăс-хакăл енчен сывă тата çирĕп кăмăллă çынна воспитани парас ĕçе коллектив хăйсем çине илни кунта курса çÿренипех палăрчĕ.
А. НИКОЛАЕВА
 («Красное знамя (Хĕрлĕ ялав)», Урмары)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика