Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.10 Фестиваль кăмăла çĕклерĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
ÇАК кунсенче Шăмăршăра сăнарлă искусство тата технологи вĕрентекен методика идейисен фестивалĕ пулса иртрĕ. Хамăр районти шкулсенчен çеç мар, кÿршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрелтен те килнĕ уçă уроксене курма. Вĕренмелли, курмалли вара чăннипех те пайтах пулчĕ. Уçă урок кăтартакансем пурте опытлă учтельсем – пĕрремĕш е аслă категориллĕ педагогсем. Вĕсенчен кашниех вĕрентÿре усă куракан çĕнĕ майсемпе, меслетсемпе паллаштарчĕ.
Акă В.Б.Мартынов (Шăмăршă шкулĕ) 2 «а» класс ачисене искусство тĕнчи тăрăх вăйă мелĕпе илсе çÿрерĕ, урока черчени элеменчĕсемпе килĕшÿллĕ çыхăнтарчĕ. Куракансене Владимир Борисович кĕçĕн çулхи ачасене хавхалантарма пĕлни, кăткăс заданисене çăмăл чĕлхепе ăнлантарни питĕ килĕшрĕ.
Иккĕмĕш урока Виçпÿрт Шăмăршă шкулĕнче ĕçлекен А.А.Семенов ирттерчĕ. Вăл урок темине чĕрчунсен тата ÿсентăран формисене архитектурăра усă курнипе çыхăнтарчĕ. Çак урока ирттерме мĕн чухлĕ материал илсе килнĕ Александр Анатольевич: тинĕс çăлтăрĕ, сăпсасен пыл карасĕ, тинĕс тĕпĕнче выртакан извеçленĕ кораллсем, тинĕс чĕрчунĕсем пурăнакан «пÿртсем» (ракушки) тата темтепĕр. Унсăр пуçне, архитектура объекчĕсене ÿкернĕ тĕрлĕ тĕслĕ кĕнекесемпе альбомсем те пур. Урок вĕçĕнче ачасем çитĕнсен тума ĕмĕтленнĕ строительство сооруженийĕсене хут çине ÿкерчĕç.
Тепĕр урок – ĕç урокĕ пулчĕ. Ăна Чукалтан килнĕ А.С. Еремеев учитель халăх авалтан кил-çуртра усă куракан хурăн хуппипе çыхăнтарчĕ. Çак урокра Александр Сергеевич компьютерпа пĕлсе усă курни тĕлĕнтерчĕ. Электронлă техника пулăшнипе ачасем хурăн хуппинчен ăсталанă хатĕрсемпе (савăт-сапа тата ытти те) паллашрĕç. Малалла учитель хурăна сиен кÿмесĕр хупă епле хатĕрлемелли çинчен каласа кăтартрĕ. Ачасем хăйсем те хупăпа хавхалансах ĕçлерĕç, вымпел ăсталама пикенчĕç.
Тепĕр урок та ĕç урокĕ пулчĕ. Ăна Карапай Шăмăршăри шкулта ĕçлекен Г.А.Деомидовпа Г.В.Кузьмина ирттерчĕç. Геннадий Анатольевич 7 «б» класс ачисене йывăçа касса тĕрлеме вĕрентрĕ, Галина Витальевна чăваш символики – герб пĕлтерĕшне ăнлантарса пачĕ. Арçын ачасем учитель кăтартса панă кашни хусканăвах сăнаса тăчĕç, хăйсем те йывăçпа хавхаланса ĕçлерĕç.
Палтиел шкулĕнче ĕçлекен Ф.Э.Шакурова 7 «а» класс ачисемпе «Хĕрарăм илемлĕхĕ» темăпа ИЗО урокĕ ирттерчĕ.
6 «а» класра «Монотипи» темăпа Анат Чаткас шкулĕнче ĕçлекен Л.Н.Нянин урок кăтартрĕ. Ку урокра ачасем кĕленче катăкĕсем çине сăрласа ÿкерчĕксем турĕç. Сăрланă кĕленче хут çине хурсан мĕн тĕрлĕ йĕрсем хăвармасть иккен – каллех çĕнĕ ÿкерчĕк пулса тăрать! Ачасем тĕлĕнсе те савăнса лараççĕ. Хăйсене чăн-чăн художниксем вырăнĕнче тыткаларĕç.
Çапла илемлĕ, чаплă, интереслĕ иртрĕ фестиваль. Çĕнĕлле ĕçлеме вĕрентекен, усăллă уроксем курчĕç унăн хăнисем. Мĕн чухлĕ çĕнĕ идея парнелерĕ çак уяв вĕрентекенсене! Фестивале пĕтĕмлетнĕ чух учительсем кашни уçă уроках питĕ килĕшни, çакăн пек профессиллĕ уявсене час-часах ирттерме кирли çинчен пĕлтерчĕç.
Г. ИВАНОВА
 («Шемуршинский вестник (Шăмăршă хыпарĕ)», Шемурша)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика