Çĕнĕ шкул вăл – çĕнĕлле ĕçлекен учитель. Вăл хăйне çĕнетсе улăштармасăр нимĕнле реформа та пулмасть. Компьютеризаципе интернетизаци – цивилизаци «çимĕçĕсем» кăна. Çĕнĕ шкулăн тĕп тĕллевĕ кашни ачана шухăшлама хăнăхтарасси, пĕлÿ енне туртăнма вĕрентесси пулса тăрать.
«Вĕрентÿ» наци проекчĕнче хальхи вăхăтри технологисен шутне çаксене кĕртнĕ: вĕренĕве аталантарасси, програмăллă вĕрентÿ, вĕрентĕвĕн коллективлă системи, изобретательнăй задачăсене шутламалли технологи, вĕрентĕвĕн тĕпчев мелĕсем, вĕрентĕвĕн проект мелĕсем, модульнăй тата блочно-модульнăй вĕрентĕвĕн технологийĕ, вĕрентĕвĕн лекци-семинар-зачет системи, вĕрентÿре вăйă технологийĕпе усă курни, пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме вĕрентесси (команда, ушкăн ĕçĕ), информаципе коммуникаци технологийĕ, сывлăха упракан технологисем, дистанци вĕрентĕвĕн технологийĕ тата ытти те.
Учитель ачасене вĕрентмелли технологисене мĕнле пĕлнинчен вĕрентÿ пахалăхĕ нумай килет.
Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ пама пур условисем те çителĕклĕ. Шкул виçĕ хутлă кирпĕч çуртра вырнаçнă, 2002 çулта хушма çурт туса лартнă. Кабинетсенче ăшă та, çутă та çителĕклĕ, вĕсене çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Библиотека фондĕнче 18956 кĕнеке ытла, çав шутра учебниксем 7794 шутланаççĕ.
Шкулта 450 тăваткал метр лаптăклă 2 спорт залĕ пур, салтăнса тумланмалли пÿлĕм, туалетсем тата душ йĕркеллĕ ĕçлеççĕ. Спорт инвентарĕсем те кирлĕ чухлĕ туяннă.
Информатика кабинечĕсем пирĕн 2, «Пĕрлĕхлĕ вĕрентÿ информацине аталантарасси» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 3 çул хушшинче шкул 36 компьютер илчĕ. Шкул Интернет сетьĕпе çыхăннă, хамăрăн сайт, электронлă почта, нумай предметсемпе электронлă пособисем пур. Информацин çĕнĕ технологийĕсене алла илес тĕллевпе 2005 çулта медикабинет йĕркелерĕмĕр.
Раççей Федерацийĕнче çĕнĕ информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ирттернĕ конкурсра çĕнтерсе, пирĕн шкул 1 миллион тенкĕ илме тивĕçрĕ. Çакă пире пурлăхпа техника никĕсне нумай лайăхлатма май пачĕ. Учительсен квалификацине ÿстерме 66300 тенкĕ, вĕрентÿпе методика тата лаборатори оборудованийĕ туянма16730 тенкĕ, сĕтел-пукан туянма 591457 тенкĕ, компьютер оборудованийĕ туянма 385513 тенкĕ тăкакланă. Хальхи вăхăтра 19 вĕренекене 1 компьютер тивет.
2006 çулхи çу кунĕсенче шкулта юсав ĕçĕсем чылай пурнăçларăмăр. Ку тĕлĕшпе попечительсен совечĕ (председателĕА.В. Максимов), Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.К. Андронов, хамăр учительсем пысăк вăй хунине палăртмалла.
Шкулта 65 педагог ĕçлет.Вĕсенчен 12-ĕшĕ аслă категориллĕ, 40-ĕшĕ – 1-мĕш категориллĕ, 10-ĕшĕ 2-мĕш категориллĕ учительсем. 5 педагога «Чăваш Респуликин тава тивĕçлĕ учителĕ», 15-ĕшне «Çут ĕç отличникĕ», 3-ĕшне «Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
Пирĕн шкулта 741 ача вĕренет, класс комплекчĕсем 31. Шкул эрнере 6 кун, пĕр сменăпа ĕçлет. Уроксен тăрăшшĕ 45-шер минут. Кунăн иккĕмĕш çурринче консультацисем, кружоксем, секцисемпе факультативсем, шкулти тата класри творчество ĕçĕсем пулаççĕ.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсем тăрăх шкулта 39 отличник шутланать, 232 вĕренекен çур çула «4» тата «5» паллăсемпе вĕçлерĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕпе танлаштарсан, вĕрентÿ пахалăхĕпе вĕренÿре ĕлкĕрсе пырасси кăçал 3 процент ÿснĕ.
2005-2006 вĕренÿ çулне 3 вĕренекен ылтăн, 3 вĕренекен кĕмĕл медальпе вĕçлени те шкул чысне çĕклет. Пĕтĕмпе вара 1951 çултанпа пирĕн шкула 45 вĕренекен ылтăн, 107 вĕренекен кĕмĕл медальпе пĕтернĕ.
Шкулта 9 методпĕрлешÿ ĕçлет, хăйсен ларăвĕсене вĕсем ятарлă план тăрăх ирттереççĕ. Ларусенче вĕрентÿпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухаççĕ, уçă уроксене, докладсене сÿтсе яваççĕ.
Пирĕн шкул ачисем иртнĕ çул районти 17 олимпиадăна хутшăнчĕç, тĕрлĕ предметсемпе 34 призлă вырăн çĕнсе илчĕç. Кăçал вара 37 вĕренекен призер пулса тăчĕ.
Вĕренекенсем çулленех информатика, математика, физика, биологи, вырăс чĕлхи предме-чĕсемпе ирттерекен Пĕтĕм Раççейри дистанционнăй олимпиадăсене хутшăнаççĕ. Çавăн пекех Пĕтĕм тĕнчери ачасен «Кенгуру» математика конкурсне хутшăнни те ачасен тавракурăмне ÿстерме пулăшать.
Шкулти вĕрентÿпе воспитани планĕпе килĕшÿллĕн, предмет эрнисене ирттеретпĕр. Çак эрнесем вăйă, олимпиада, викторина, аукцион, ĕçлĕ вăйă йĕркипе иртни ачасемшĕн питĕ интереслĕ.
Шкулта вĕрентÿпе сăнав участокĕ пур, вĕренекенсем унта тĕрлĕ пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Çак пахча-çимĕçпе хамăр столовăйра усă куратпăр.
5-11 классем вăрман хуçалăхĕнче çу хутах çамрăк хунавсене пăхса çитĕнтереççĕ.
Пирĕн шкул 2001 çултанпа Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ (ЕГЭ) ирттерес тĕлĕшпе экспериментлă площадка шутланать.
2004 çултанпа 10-11 классенче профиллĕ вĕрентÿ йĕркелесе ятăмăр. Шкулта педагог класĕсем те ĕçлеççĕ, 2002 çулта Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе килĕшÿ туса çи-рĕплетрĕмĕр.
Шкул 2006-2010 çулсем валли туса хатĕрленĕ тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ĕçлет. Эпир пирĕн выпускниксем обществăшăн кирлĕ çынсем пулччĕр тесе вăй-хала шеллемĕпĕр.
Л. ИВАНОВА
(«Шемуршинский вестник (Шăмăршă хыпарĕ)», Шемурша)