Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.09 Акцие хаваспах хутшăнтăмăр

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
“Çĕнĕ шкул” Президент программи 10 çул çитнине халалланă мероприятисен марафонне хаваспах хутшăнчĕç Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем.
Нарăс уйăхĕнче “Уçă алăксен кунĕ” иртрĕ. Çак кун ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи пухăвĕ те пулчĕ. Ашшĕ-амăшĕ уçă уроксенче ачасен вĕренĕвĕпе, информаци технологийĕсемпе туллин усă курнине курса паллашрĕç.
Шкул директорĕн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Р.Федорова шкулта аталанса пыракан ĕçсемпе, пĕрлехи экзаменсем еплерех иртессипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ашшĕ-амăшне кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем пачĕ.
Çут çанталăк ыйтăвĕ те хумхантарать пире. Таса мар япаласемпе хура шыва урама тăкса варалатпăр, тавралăха илемсĕрлететпĕр. Çавна шута илсех ĕнтĕ 6-мĕш класра вĕренекенсем ашшĕ-амăшĕ умĕнче экологи ыйтăвне хускатрĕç, хальхи пурнăçпа çыхăннă “Ылтăн пулă” ятлă юмах лартса пачĕç. Пурте сăнарсене ăста калăпларĕç. Куракансем ачасен пултарулăхне пысăк хакпа хакларĕç.
Света СМИРНОВА
 («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика