Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.09 Презентаци ăнăçлă иртрĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Ача-пăча организацийĕсен «Класс организацийĕ!» фестивалĕ шкулсенчи 5-11 классенче вĕренекенсене пĕр çĕре пухрĕ. Иртнĕ шăматкун 2-мĕш номерлĕ вăтам шкулта кунĕпех ачасен хаваслă сасси янăраса тăчĕ.
Ирĕклĕ экспертсем ача-пăча организацийĕсен визитлă карточкисемпе паллашрĕç, вĕсене кашнине уйрăммăн хакларĕç. Çак карточкăсенче ачасем хăйсен класс организацийĕн структури, хăйсен лидерĕсем çинчен каласа панă.
Презентацисенчен кашниех хăйне май интереслĕ пулнă: хăшĕ - художество пултарулăх номерĕсемпе, хăшĕ - класăн интереслĕ пурнăçĕ çинчен каласа пама пĕлнипе тĕлĕнтернĕ. Тĕслĕхрен, 5 а класс хăйĕн министрсен кабинечĕпе паллаштарнă, çавăнтах министрсене портфельсем салатса панă, çавна май кашни «министр» çинчен хăйсем çырнă сăвă йĕркисемпе каласа пама та манман. 5 б класс хăйпе яланхилле паллаштарнă. Ачасем хăйсен класс пĕрлешĕвĕн «Ералаш» ятлă визиткинче вĕсен тĕп режиссер, режиссера пулăшаканĕ (ансатрах каласан, староста тата старостăна пулăшаканĕ) пурри, çавăн пекех шÿтлесе тата чăнласа хăйсен шкулĕнчи ĕç-хĕлĕсем çинчен каласа панă. 6 а класăн организаци членĕсем хăйсем хывнă юрăпа тĕлĕнтернĕ. 8 а класра вĕренекенсем судьясене хăйсен уçăмлăхĕпе, пултарулăхĕпе тыткăнланă. 10 а класăн визиткине чи интеллигентли вырăнне йышăннă. 9 в класри ача-пăча пĕрлешĕвĕн членĕ Макова Марина хăй çырса хăй юрланă юрă вара шкул гимнĕ вырăнĕнче пулма та пултарнă.
Судьясен комиссийĕ фестивалĕн мăнаçлăхĕ пулнă. Шкул директорĕ, Раççей тава тивĕçлĕ учителĕ Т.Г. Кузьмина комисси председателĕн ятне чăнласах тÿрре кăларнă. Ача-пăча организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕн ирĕклĕ эксперчĕ тата чăн-чăн профессионал вырăнĕнче Надежда Юрьевна Миронована чĕннĕ. Çавăн пекех ирĕклĕ эксперт тата Çĕрпÿри ача-пăча искусство шкулĕн музыка преподавателĕ Вера Александровна Яковлева пулнă. Шăпах вăл ачасен музыка пултарулăхне хаклама пулăшнă та ĕнтĕ. Шкултан вĕренсе тухнисем, тĕрлĕрен çулсенче шкул ачисен «Школьная галактика» организацийĕн активисчĕсем пулнă Дина Хамбикова тата Дмитрий Шоглев фестивалĕн ятарлă хăнисем пулнă.
Кĕскен каласан, фестиваль лайăх иртнĕ. Классем халь тахçанах маннă, анчах та çав тери тĕрĕс те усăллă мероприятие - стройпа юрласа утмалли смотра хатĕрленеççĕ. Кунашкал мероприятисем шкулăн «Мы разные, но вместе мы сила!» девизне тепĕр хут тÿрре кăлараççĕ.
 
Шкулти «Школьная галактика» ача-пăча организацийĕн информаци центрĕ
 («Цивильский вестник (Çĕрпÿ хыпарçи)», Цивильск)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика