Чăваш Республикин Президенчĕ “Çĕнĕ шкул” программăна йышăннăранпа 10 çул çитрĕ. Çак вăхăтра районти шкулсенче мĕнле улшăнусем пулнă; Вĕрентÿ, воспитани шайĕ лайăхланнă-и? Çакă тата ытти ыйтусене пĕтĕмлетесси пырать те районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче.
Çак çулсенче районти вĕрентÿ тытăмĕнче пысăк улшăнусем пулчĕç. Программăра палăртнă аталану çул-йĕрĕ шкулсен ĕç-хĕлне тĕпрен çĕнетме пулăшрĕ. Чи малтанах кунта реструктуризаци витĕмĕ пысăк пулнине çирĕплетмелле. Паян ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне пахалăхлă пĕлÿ паракан шкула ярать. Сăлтавĕ куç умĕнче: унта ачана аталанмалли условисем нумай.
Иртнĕ кунсенче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан ресурс шкулне ашшĕ-амăшĕ, общественноç, хуласенчи вĕренÿ заведенийĕсен, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин ĕçченĕсем, выпускниксем пухăнчĕç. Шкул ертÿçин А.Даниловăн отчет-презентацине тимлĕ итлерĕç, шкул ĕçне пысăк хак пачĕç. Елчĕксем мĕн туни, пурнăçлани ал тупанĕ çинчи пек. Ачасем компьютерпа паянхи пек ирĕклĕн те çăмăллăн усă курасси, шкула автобуспа çÿресси, вĕрентÿ кабинечĕсем, спорт залĕ кирлĕ оборудованисемпе пуянланасси çапла пысăк хăвăртлăхпа пурнăçа кĕрессине маларах ĕненме те пултарайман.
Паян ял шкулĕ чăннипех те пĕртен-пĕр интеллектлă культура центрĕ шутланать, çавăнпах ялти чылай ыйтусене еплерех татса парасси унăн ĕçĕ-хĕлĕнчен нумай килет. 2002-2003 вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче Елчĕкри пĕрремĕшпе иккĕмĕш шкулсене пĕрлештерчĕç. Шкула тивĕçлипе аталантарас тĕллевпе педагогсем хăйсен канашĕнче ятарлă программа йышăннă, унпа çанă тавăрса ĕçлеме пуçланă та.
Район центрĕнчи шкул 1878 çулта уçăлнă. 2003-2004 çулсенче РУНОра аттестаци витĕр тухса пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул статусĕ пулнине çирĕплетсе 5 çуллăха лицензипе аккредитаци илнĕ. Хальхи вăхăтра шкулта 27 комплект-класс, унта 640 ача вĕренет. Вĕсен йышĕ çулсеренех улшăнать. Юлашки тăватă çулта шкул 516 ача вĕрентсе кăларнă, вĕсенчен 80-шĕ ылтăн тата кĕмĕл медале тивĕçнĕ, ку вăл выпускниксен 15, 5 проценчĕ. Тĕпрен илсен, шкул ресурс центрĕ шутланать. Кашни çулах аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕрекенсем йышлă. Акă, вырăс чĕлхипе патшалăх экзаменĕнче 100 балл пухма пултарнă Татьяна Анисимовăпа Надежда Ишмуратова шкулта тивĕçлĕ пĕлÿ панине çирĕплетни мар-и;
Ачасен составĕ те пĕр пек мар: служащисен, предпринимательсен, ял хуçалăх работникĕсен ачисем вĕренеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен 65 проценчĕ аслă е ятарлă пĕлÿ илнĕ. Ашшĕ-амăшне, халăха шкула ертсе пырас ĕçе хутшăнтарасси – вĕрентÿ тытăмĕн пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри. Шкул - çемье - общество çыхăну çирĕп пулсан кăна вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче чăннипех пысăк ÿсĕмсем тума пултарнине ăнланаççĕ кунта. Шкула 15 ял ачисем (146 ача) çÿреççĕ, вĕсене 3 автобус турттарать. 2003 çулта хăтлă та ăшă гараж туса лартнă.
Педагогика коллективĕ пĕр шухăшлă учительсем ĕçленипе палăрать. Вĕсен вăтам çулĕ – 40 çул. Кадрсем çителĕклĕ. Хальхи вăхăтра 47 педагог тăрăшать. Шел, квалификаци илмен учительсем те пур-ха, вăл 21 процентпа танлашать. Çапах та ытларахăшĕ пĕлĕве аталантарассишĕн ăнтăлать, професси шайне анлăлатас тĕллевпе юлашки 3 çулта 30 учитель тĕрлĕ курссенче пĕлĕвне ÿстернĕ, шкулти педагогсене компьютера алла илме вĕрентнĕ, çĕнĕлĕхсенчен тăрса юлас мар тесе семинар занятийĕсем йĕркелесси çирĕп йăлана кĕнĕ.
Хальхи саманан уттипе утас тесен паян пĕр çĕнĕлĕхрен те тăрса юлмалла мар. ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви çĕршыври тĕрлĕ проекта хутшăнни ялти шкулсене те пĕлтерĕшлĕ ÿсĕмсем тума май парать. Раççей Тĕнче банкĕпе пĕрле йĕркеленĕ “Вĕрентÿ тытăмĕн реформи” проект тăрăх Елчĕксем кабинетсемпе столовăй валли çĕнĕ оборудованисемпе, вĕрентÿпе кăтарту пособийĕсемпе, автобуспа, спорт оборудованийĕсемпе пуянланчĕç. Калама çеç: 5 миллиона яхăн тенкĕлĕх. Ял шкулĕ ку укçа-тенкĕ пирки вунă çул каялла ĕмĕтленме пултарнă-и; Паллах, çук. Çÿлтен ярса паракан укçа-тенкĕпех директор, унăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ, икĕ бухгалтер, библиотекарь, информатика учителĕ квалификацине ÿстерекен курссенче вĕреннĕ.
Тепĕр пысăк ĕç – информатизаци. Çĕнĕ технологисемпе усă курмасан вĕрентĕве малалла аталантарма çуках. “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, шкула Интернетпа çыхăнтарнă, унпа вĕсем Раççей бюджечĕн шучĕпе икĕ çул тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ. Учительсене пулăшас тĕллевпе ЧР Вĕрентÿ министерстви шкулсене вĕренÿ порталĕн адресне те ярса панă. Халĕ вĕрентекенсен хăйсене кирлĕ материала Интернетра шыраса вăхăт ирттермелле мар, тÿрех тупма пулать.
Шкулта мультимеди установкăллă 25 компьютерлă икĕ класс, интерактивлă доска, цифрăллă видео тата фотокамера пур. Паян аслă классенче çеç мар, кĕçĕннисем те çĕнĕ технологисене алла илме хăнăхаççĕ. Физика, астрономи, истори, биологи, нимĕç тата акăлчан чĕлхисен урокĕсенче ачасем компьютерпа анлă усă кураççĕ. Методика кабинетĕнче вĕрентÿре усă курмалли аудио-видеокассетăсем йышлă. Библиотека та чухăн мар: фондра 13131 кĕнеке.
Çăмăл мар паянхи шкулсене малалла çирĕппĕн утма. Вĕсене пулăшакансем пурри çапах та лайăх. Вĕрентÿ фончĕ тăрăшнипе пурлăхпа техника бази нумай пуянланнă, шкула хăтлăх кĕртнĕ. Халĕ унчченхи мар, ачасем класра хĕл кунĕнче те çÿхе кофтăпа лараççĕ, туфлипе çÿреççĕ. Шкула çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтма тытăнни ырă кăтартать те учительсемпе вĕренекенсене. Ăшă хуçаланни çеç мар, тăкакĕ епле пĕчĕк тата газпа;!
Гражданла ответлăх, пуçарулăх вара укçа-тенкĕрен самаях хаклă. Кам та пулин килсе туса парасса кĕтсе ларма çук хальхи саманара. Çавăнпа та коллектив шкул сăнне, шкул çумĕнчи участока тĕпрен улăштарма тăрăшать. Çулла чечексен ытамне путать пĕлÿ тĕнчи, хĕлле вара – юр кĕлеткисен илемĕпе киленет. Учительсемпе ачасем, ашшĕ-амăшĕ, шефа илнĕ предприятисем кар тăрса ĕçлеççĕ ку чухне.
Инноваци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăра Патшалăхăн Пĕрлехи экзаменĕсен экспериментне ĕçе кĕртни пысăк вырăн йышăнать. Вăл ялти, хулари выпускниксене аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕнĕ чухне пĕр пек условисем туса пачĕ.
Юлашки çулсенче профиль вĕрентĕвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни те ырă йăла. 10-11 классенчи яшсемпе хĕрсем хăйсене малашлăхра кирлĕ предмета тарăнрах вĕренме пултараççĕ. Çĕнĕлĕхсене алла илнĕ ресурс центрĕн ачисен ППЭ кăтартăвĕсем начар мар, хулари инноваци шкулĕсен кăтартăвĕсемпе шайлашни палăрать.
Педагогсемпе вĕренекенсен коллективĕн ĕçне тĕрлĕ енчен хаклама пулăшакан конкурссене те хутшăнмасăр юлмаççĕ Елчĕксем. Районти, республикăри олимпиадăсенчен, кон-курссенчен, тĕрлĕ тупăшусенчен аякка пăрăнмаççĕ. 2005-2006 çулта тĕрлĕ предмет олимпиадинче 43 призлă вырăна çĕнсе илнĕ. Спортра та ÿсĕмсем çук мар. Вĕренекенсем çеç мар, вĕрентекенсем те районти, республикăри ăмăртусенчен юлмаççĕ. Районта шкулти “Адреналин” КВН команди çинчен илтмен çын юлмарĕ пулĕ. 2005 çулхи раштав уйăхĕнче шкул, общественноç эксперимент кунне активлă хутшăнчĕ. Инноваци программине ĕçе кĕртес енĕпе пĕлтĕр РФ Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне тивĕç пулчĕ.
Паян республикăра вĕрентĕве аталантарассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни ыт ахальтен мар. Ку, чи малтан, тÿрремĕнех çиçĕмле хăвăртлăхпа аталанакан информаци технологийĕсен саманинче çĕнĕ, ăслă-тăнлă, малашлăхра района, республикăна, çĕршыва ертсе пыма пултаракан çынсем çитĕнтерессипе çыхăннă. Умра – кăсăклă вĕрентÿ мероприятийĕсем...
В. КИРИЛЛОВА
(«Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)