Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.08 Ертÿçĕсем канашланă

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ертÿçисен январĕн 27-мĕшĕнчи канашлăвĕнче “Вĕрентÿ учрежденийĕсен общественноç умĕнчи “1997—2007 çулсем: вĕрентÿри çĕнĕ пахалăх патне” уçă итлев доклачĕсем çинчен” вĕрентÿ пайĕн начальникĕн çумĕ М. Д. Голубев тунă доклада итлерĕç.
 
 
“Вунă çул каялла — 1997 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ “Президентăн “Çĕнĕ шкул” программи çинчен” Указ йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, вĕрентÿ тытăмне аталантарас, ресурссене пуянлатас тата кадрсемпе ĕçлессине йĕркелес енĕпе пирĕн районта та нумай вăй хунă”, палăртрĕ Михаил Дмитриевич. Вăл ку ĕçсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Калăпăр, юлашки 4 çулта 6 шкула реорганизациленĕ, 3 ресурс центрĕ туса хунă, ачасене шкулсене илсе çÿреме 9 автобуспа тивĕçтернĕ, вĕренекенсем паян 169 компьютерпа усă кураççĕ, вĕсен пĕлÿлĕхĕ те ÿснĕ, “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, вĕрентÿ учрежденийĕсен обществăлла экспертизи иртнĕ, Трак гимназийĕпе Упи шкулĕ РФ Президенчĕн 1 миллионшар тенкĕлĕх Грантне тивĕçнĕ, класс ертÿçисене федераллă бюджетран уйăхсерен пĕр пиншер тенкĕ хушса тÿлеме пуçланă тата ытти те. Çаксем пирки халăхăн пĕлмеллех. Уçă итлеве шăпах çав тĕллевпе йĕркелеççĕ те ĕнтĕ. Вĕсем январĕн 27-мĕшĕнчен тытăнса февралĕн 12-мĕшĕччен пыраççĕ.
Канашлура сÿтсе явнă ыйтупа ĕçлĕ йышăну турĕç.
Канашлăва çавăн пекех Çĕрпÿ тата Красноармейски районĕсен çар ĕç комиссарĕ А. Г. Ковтазеев подполковник та хутшăнчĕ. Вăл 1959 çулта Улатăр хулинче çуралнă. Александр Геннадьевич ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе хуçалăхсен ертÿçисене çула çитнисене çар учетне илес тата вĕсемпе ĕçлессине йĕркелес çĕрте пĕрле таччăн çыхăнса вăй хума чĕнсе каларĕ.
В. ДАНИЛОВ
 («Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика