Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.08 Пирĕн тĕллевсем паллă

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Паян, нарăсăн 9-мĕшĕнче, район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче “Вĕрентÿ” наци проекчĕ районта еплерех пурнăçланса пырать” темăпа “Çавра сĕтел” хушшинчи тĕл пулу иртет. Эпир ун умĕн райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн Н. АНТОНОВĂН “Пирĕн тĕллевсем паллă” статйине пичетлеме палăртрăмăр.
 
 
Районти вĕрентÿ тытăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ Раççейри вĕрентĕве 2010 çулччен çĕнетсе улăштарас концепцин задачисемпе тĕллевĕсене, приоритетлă “Вĕрентÿ” наци проектне, Чăваш Республикинче вĕрентĕве 2006—2010 çулсенче аталантармалли республикăри тĕллевлĕ, “Красноармейски районĕнчи вĕрентÿ 2006—2010 çулсенче”, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсене 2002—2005 çулсенче тата 2007 çулсенчи тапхăрччен реструктуризаци тумалли Программăсене пурнăçлас тĕлĕшпе çыхăннă. Районти педагогсен коллективĕ “Информаципе коммуникаци технологийĕсене усă курса вĕрентÿ процесĕн пахалăхне ÿстересси” ятлă методика темипе ĕçлет.
Юлашки 10 çул хушшинче шкулсенче вĕренекенсен хисепĕ пĕчĕкленнине кăтартса парать статистика. Енчен те 1997—1998 вĕренÿ çулĕнче районта 3724 ача пĕлÿ илнĕ пулсан, 2006—2007 вĕренÿ çулĕнче вара —2397 ача çеç (1327 вĕренекен сахалтарах). Реструктуризаци программипе килĕшÿллĕн юлашки çулсенче районти 6 шкула реорганизациленĕ, 3 ресурс центрĕ (Трак гимназийĕ, Мăн Шетмĕпе Еншик Чуллă вăтам шкулĕсем) туса хунă. Кашни ресурс центрĕнчи вĕренÿ кабинечĕсемпе мастерскойсем валли 5 миллион тенкĕне яхăн оборудовани туяннă. 12 шкул (85 процент) хăйсене хăйсем укçа-тенкĕпе тивĕçтерсе тăраççĕ.
2006—2007 вĕренÿ çулĕнче районта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 14 шкул, шкул çулне çитменнисем валли 11, шкула пăхăнман 3 учреждени шутланаççĕ. Классен вăтам туласлăхĕ 17, 2 çынпа танлашать, пĕр учитель пуçне 9, 2 вĕренекен тивет. Шкул çулне çитмен учрежденисенче 512 ача воспитани илет. Кунсăр пуçне 4 шкулта (Алманчра, Пикшикре, Чатукассинче тата Еншик Чуллăра) 5—7 çулсенчи пепкесем валли кĕске вăхăтлă ушкăнсем уçнă. Шкул çулне çитменнисене вĕрентÿпе тивĕçтересси 60 процентпа танлашать. Трак енре республикăри “Шкул автобусĕ” тĕллевлĕ программăна пурнăçлас тĕлĕшпе мероприятисен планне туса хатĕрленĕ. Халĕ 23 ялтан 9 автобуспа ачасене шкулсене турттараççĕ. Реструктуризаци ирттернĕ май пухăннă 237 пин тенкĕ укçана шкул автобусĕсене тытса тăнă çĕре янă.
Вĕрентÿ пайĕ тата 8 шкул (57 процент) Интернет сечĕпе çыхăннă, 12 шкулăн хăйĕн сайчĕсем пур. Юлашки 5 çул хушшинче районти шкулсене 169 компьютер килнĕ. Пĕр компьютер пуçне 16 вĕренекен тивет, вĕрентекенсен 85 проценчĕ управленипе вĕрентÿ процесĕнче информацин çĕнĕ технологийĕсене алла илнĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче мĕн пур шкулсем çĕнĕ базислă вĕренÿ планĕ çине куçнă, 9—11 классенче вĕренекенсене виçĕ ресурс центрĕнче 6 енпе профильлĕ пĕлÿ парассине йĕркеленĕ.
Юлашки пилĕк çул хушшинче ачасен вĕренеслĕхĕ 99, 2-рен 99, 5 процента çити ÿсрĕ, 11-мĕш классенче пĕлÿ илекенсен вĕренÿ пахалăхĕ 46-ран 49 процент таран хăпарчĕ. Районта çулленех предметлă олимпиадăсем, конкурссем, уявсем, тĕрлĕрен ăмăртусем иртеççĕ. Юлашки 5 çул хушшинчи олимпиадăсен кăтартăвĕсем çакна аван çирĕплетеççĕ: Трак гимназийĕн, Красноармейскинчи иккĕмĕш, Кĕçĕн Шетмĕри, Пикшикри, Еншик Чуллăри вăтам шкулсенче вĕренекенсем олимпиадăсенче лайăх пĕлÿпе палăраççĕ. Юлашки виçĕ çул хушшинче республикăри олимпиадăсенче пирĕннисем призлă 6 вырăн çĕнсе илнĕ: биологипе — Трак гимназийĕ (М. Ашмарина), райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул (И. Кускова), кĕçĕн классенче вĕренекенсен ăс-хакăл вăййисем — райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул (Л. Голубева), “Чăваш чĕкеçĕ — кашнин валли чĕлхе пĕлĕвĕ” — Шывпуçĕнчи тулли мар вăтам шкул (Л. Владимирова), нимĕç чĕлхипе истори (Трак гимназийĕ). Иртнĕ çул республикăри олимпиадăсене хутшăннă 18 ача (33 процент) малтанхи вунă вырăна йышăннă. Юлашки виçĕ çул хушшинче вăтам шкула 13-ĕн ылтăн, 47-шĕ кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ, пĕлтĕр вара 4-шĕ — ылтăн, 18-шĕ кĕмĕл медале тивĕçнĕ. 2006 çулта шкул пĕтернисен 40 проценчĕ аслă шкула вĕренме кĕнĕ, вĕсенчен 45 проценчĕ — бюджет никĕсĕ çинче.
Районта пултаруллă ачасемпе пысăк ĕç туса ирттереççĕ. 2005 çулхи кăтартусемпе вĕрентÿ тытăмĕнчи 4 çамрăка ЧР Президенчĕн стипендине памалла тунă. 2006—2007 вĕренÿ çулĕнче вара Трак гимназийĕнчи 8 “а” класра вĕренекен А. Ильина республика ертÿçин ятарлă стипендине илсе тăрать. Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе çулленех чи лайăх 5 педагога (3-шер пин тенкĕ) тата 3 вĕрентÿ учрежденине (10-шар пин) преми параççĕ. Иртнĕ çул Трак гимназийĕн тата Упи вăтам шкул коллективĕсем кашниех РФ Президенчĕн 1 миллион чухлĕ премине тивĕç пулчĕç. Чатукассисемпе Карайсем иртнĕ çул федераци бюджетĕнчен патшалăх пулăшăвĕ илмелли конкурсра финала тухрĕç, лауреатсем пулса тăчĕç. Ултă шкулти 13 педагог чи лайăх учитель ята илессишĕн кĕрешрĕ. З. Михайлова (КСОШ № 2), М. Федорова (Именкасси), И. Антонова, М. Ашмарина (Трак гимназийĕ) — 100-шер пин, В. Спасова (Трак гимназийĕ) 10 пин тенкĕ хавхалантару премийĕсене тивĕçнĕ. Шкулсенчи классен ертÿçисем уйăхсерен федераци бюджетĕнчен 1 пин тенкĕ илме пуçларĕç. Çак тĕллевпе районти 153 педагога 1, 5 миллион ытла тенкĕ тÿленĕ. “Чи лайăх класс ертÿçи-2006” республикăри конкурса хутшăнса, Г. Никифорова (райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул) “Самый классный классный” номинацире диплома тивĕçнĕ. Математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕн экспериментне хутшăнса, шкултан вĕренсе тухакансем лайăх кăтартусемпе палăраççĕ, 2001 çулта вĕсен 39 проценчĕ, 2002 çулта — 51, 2004 çулта — 55, иртнĕ çул 50, 5 проценчĕ “4” тата “5” паллăсем кăна илнĕ. Юлашки виçĕ çулта райцентрти иккĕмĕш, Еншик Чуллă, Пикшик вăтам шкулĕсемпе Трак гимназийĕнче ППЭ (ЕГЭ) кăтартăвĕсемпе математикăпа вăтам балл районтинчен кăна мар, республикăринчен те пысăк.
Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ, ачасемпе çамрăксен спорт тата искусство шкулĕсем урлă вĕренÿ пĕрлешĕвĕсем (кружоксемпе секцисем) 68 ĕçлеççĕ, вĕсене вĕренекенсен 75 процентне яхăн çÿрет. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче спорт секцийĕсемпе кружоксене ачасен 56 процентне явăçтарнă. Трак енре ачасен тата педагогика коллективĕсен спортăн чылай енĕпе спартакиади иртет, пирĕн вĕренекенсем ЧР Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн Спартакиадăра аван тупăшаççĕ. Юлашки виçĕ çулта районăн пĕрлештернĕ команди призлă вырăнсене кăна çĕнсе илет. 2004 çулта районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ урлă 7 енпе 19 вĕренÿ пĕрлешĕвĕ йĕркеленĕ, унта 465 ачана явăçтарнă. Чыслă ĕç харама каймасть: пирĕннисем республика шайĕнчи мероприятисенче призлă 20 вырăн йышăннă. Кунта хушма вĕрентĕвĕн педагогĕсен В. Иванован (“Шкул лесничестви”), З. Михайлован (“Кăмăл”), И. Иванован (“Хозяюшка”), ыттисен тÿпи пысăк.
Трак енре тăлăх ачасен, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă пепкесен хисепĕ ÿсет. Паян 16 çемьере усрава илнĕ 18 ача воспитани илет. Çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссире 17 ача учетра тăрать (вĕсенчен 7-шĕ вĕренекен), йĕркеллĕ мар çемьесене 68 (вĕсенче 124 ача çитĕнет) шута илнĕ.
Шкулсен столовăйĕсенче участоксемпе хушма хуçалăхра çитĕнтернĕ апат-çимĕçпе усă кураççĕ. Пĕлтĕр 118 тонна çĕр улми, пахча çимĕç — 38, тĕш тырă — 64, аш-какай 8 тонна туса илнĕ. Хушма хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх — 5, вăкăрсемпе пăрусем — 14, сыснасемпе çурасем 68 пуç тытаççĕ. Хушма хуçалăхăн тупăшĕ 1 миллион тенкĕрен иртет, унăн 40 процентне ачасен апатланăвне йÿнетме, ыттине юсав ĕçĕсем ирттерме яраççĕ. Ку енĕпе Кĕçĕн Шетмĕ вăтам шкулне палăртмалла. Асăннă коллектив “Чи лайăх хушма хуçалăх-2002” республикăри конкурсра çĕнтернĕ. 2004 çулта А. С. Макаренко ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери конкурсра диплома тивĕçнĕ, тепĕр çулхине Кĕçĕн Шетмĕсем çав тупăшура çĕнтернĕ, приза — мини-типографие — тивĕçнĕ.
Çуллахи каникул кунĕсенче ачасен 60 проценчĕн канăвне тивĕçлипе йĕркелеççĕ. Пĕлтĕр районта социаллă страховани никĕсĕ çинче — 10, социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă — 4, ĕçпе кану лагерĕсем тата экологи бригадисем 16 ĕçленĕ.
2005 çултанпа вĕрентÿ пайĕнче дистанци вĕрентĕвĕн ресурс центрĕ ĕçлет. Педагогсен 85 проценчĕ компьютер технологине пĕлет, 30 проценчĕ ăна вĕрентÿ процесĕнче усă курать. Аттестаци кăтартăвĕсемпе педагогсен 80 процентне яхăнĕн квалификаци категорийĕ пур. Иртнĕ çул 3 педагога — чи пысăк, 26-шне — пĕрремĕш, 28-шне иккĕмĕш категори панă. Пĕлтĕр вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернĕ.
Вĕрентÿ пайĕн тĕп задачи вĕрентÿ тытăмне малалла аталантарса пур енлĕ аталаннă çын çитĕнтересси, вĕренÿпе воспитани процесне паянхи вăхăт ыйтакан çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртесси, воспитани ĕçне çÿллĕ шая çĕклесси.
Н. АНТОНОВ
 («Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика