Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
ФИЗКУЛЬТУРĂПА спорт ĕçне парăнса ĕçлекен çынсене пирĕн районта ятранах асăнса тухма пулать. Ытла нумайăн мар вĕсем: шкулсенчи физкультура вĕрентекенĕсем, тренерсем... Вĕсенчен пĕри, чăннипех те яллă вырăнта физкультурăпа спорта аталантарассишĕн сахал мар тăрăшаканĕ, Пуянкасси шкулĕн физкультура вĕрентекенĕ – В.П.Бондареев. Василий Пантелеймонович çак шкула ĕçлеме килсенех лару-тăру лайăх енне улшăннă.
Шкулта кашни эрнерех ăмăрту йĕркеленĕ. Ачасем те хаваспах спортăн тĕрлĕ енĕпе иртекен ăмăртусене хутшăннă. Çак ырă пулăма паян кунччен те пăрахман-ха вăл. Тÿрех каламалла, ăнăçусем те куç умĕнчех. Физкультура енĕпе уксахлакан Пуянкасси шкулĕ районти ăмăртусенче те çÿлти картлашкасем çине хăпарма тытăнчĕ. Хавхалануллă кăмăлпа тулнă ачасем спортпа физкультура енне татах та вăйлăрах туртăнма пуçларĕç. Уроксем хушшинчи тăхтавсенче, уйрăмах арçын ачасем, спорт залне çул тытаççĕ. Василий Пантелеймонович нумай вĕренекеншĕн юратнă вĕрентекенĕ пулса тăнă. Вăл вĕсемшĕн те тĕслĕх илмелли чăн-чăн арçын.
В.Бондареевăн вĕренекенĕсенчен пĕри паян тĕнче шайĕнче иртекен ăмăртусенче хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Сильвия Скворцова (Шемеева) хăйĕн вĕрентекенне паян кун та ырăпа кăна аса илет, ăна тав сăмахĕ калать.
«Иртнĕ çулсенче Пуянкассинче пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул пулнă чух районти ăмăртусене хутшăнма та çăмăлтарахчĕ. Аслă классенче вĕренекенсем пулнăран спортăн пур енĕпе йĕркелекен ăмăртура хамăра кăтартма пултараттăмăр. Ку вĕренÿ çулĕнче вара самаях йывăрлăхсене парăнтарма тивет. Çапах та пуçа усасшăн мар-ха эпир. Вăй çитнĕ таран малаллах талпăнасшăн», - чунне уçать В.Бондареев.
Паллах, шкулта спорт инвентарĕ çителĕксĕрри те шутлаттарать ăна. Малтанхи пек мечĕксем те сентресем çинче тулса тăмаççĕ. Йĕлтĕрсем те ачасене çитмеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен те спорт инвентарĕ илсе пама вăй çитеймест. Çаксем пурте пăшăрхантараççĕ вĕрентекене.
В.Бондареев ĕçне-хĕлне пурте ырлаççĕ, районти пуçлăхсем те унăн ĕçĕпе кăмăллă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна «РФ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан хисеплĕ ĕçченĕ» знакпа наградăланă. Ара, ĕçне кура хисепĕ тени çакă мар-им ĕнтĕ?
А. МИХАЙЛОВ
(«Шемуршинский вестник (Шăмăршă хыпарĕ)», Шемурша)