Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.06 Сказка

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
ÇУРÇĔРТЕ КАМ ЧИ ВĂЙЛИ .
 
Юр çунă. Йăлтăр кĕмĕл пĕрчĕсем пĕтĕм таврана шуратнă. Сивĕ хĕл çитнĕ. Çынсем пурăнакан тапăр çумĕнчи кÿлĕ кĕленче пек пăрпа витĕннĕ.
Пĕррехинче ачасем пăр çине конькипе ярăнма тухнă.
Кунта хура куçлă Мэргенпе йăмăх сăн-питлĕ Киле те пулнă.
– Атя, хăвала мана! – кăшкăрнă юлташне Мэрген, – тавлашса чупар!
– Ан мухтан, – тенĕ Киле, – каппаякан капланать.
Чăн та, инкек куçа курăнса килмест-мĕн. Сасартăк, хăлаçланса вирхĕнсе пынă вăхăтра, Мэрген çаврăнса ÿкнĕ те чĕркуççине хытах ыраттарнă. Чылайччен тăраймасăр выртнă.
Мэрген ыратнине тÿсеймен енне пăра вăрçма тытăннă:
– Çак кăтрашкаллă пăртан такăнтăм. Ха, мĕншĕн çавăн пек яка мар шăнмалла пулнă ун!?
Ку мĕн тата? Ачасем тăракан вырăн, ура айĕнчи пăр, шатăртатма тытăннă, хускалса илнĕ. Этем чĕлхипе калаçма пуçланă:
– Çук, кунта ман айăп сахал, ачам, – тенĕ пăр хулăн сассипе. – Хĕвелрен, унтан пĕлĕтрен, çилрен, сопкăран ыйтăр. Вĕсем пурне те пĕлеççĕ. Сире тĕпĕ-йĕрĕпех каласа парĕç.
Ачасем ним чĕнме аптăранă.
– Эй, мĕн туса тăратпăр? Атьăр сопка çине хăпарар та хамăр мĕншĕн килнине калар, – тенĕ Киле.
Кĕçех пурте сопка тăррине хăпарса çитнĕ. Çак вăхăтра шăпах хĕвел пĕлĕт айĕнчен тухнă, пĕтĕм тĕнче çуталса кайнă.
– Пăр мĕн каланине эп илтрĕм. Ăна ÿпкелеме кирлĕ мар. Унăн кун-çулĕ кĕске. Эпĕ ав çав пăра кăтăкласа туххăмах ирĕлтерме пултаратăп. Анчах мана хальлĕхе çилпе пĕлĕт кансĕрлеççĕ-ха. Малтан çилрен ыйтса пĕлĕр. Мĕн калĕ вăл? – тенĕ хĕвел.
– Тавтапуç, çутă хĕвелĕмĕр, ырă кăмăлушăн. Çил çаврăнса килтĕр çех, ун шухăшне пĕлĕпĕр.
Çав вăхăтра çил хаяррăн шăхăрма тытăннă, тăвăл тухнă. Ачасем ура çинче аран-аран тăнă.
– Пĕлетĕп эсир мĕншĕн кунта килнине! – уласа кăшкăрнă çил. – Сисрĕр пулĕ: эпĕ вăйлă, эпĕ тем тума та пултаратăп. Мана пĕлĕт те ним мар пăхăнать. Ăна пĕр çĕртен тепĕр çĕре хăвалатăп, хĕвеле хуплама хушатăп.
– Çапла, çапла, тĕрĕсех ку! – тенĕ хăмăр пĕлĕт çинçерех сасăпа. – Яланах çиле итлесе пурăнатăп эпĕ те...
– Вăт çапла, тусăмсем. Никам та мар, эпĕ шыва хумхантарса шăнтма пултаратăп, кăтрашкаллă тăватăп. Пăр мĕншĕн яка маррине пĕлетĕр-и халь?
– Пĕлтĕмĕр-çке, – шăппăн хуравланă ачасем.
– Çакна калам сире, мана кансĕрлекенсем те пур-ха хальлĕхе. Эпĕ шăхăрса çÿрекен çул çинче каçăрăлса тăраççĕ. Акă çак сопка вăл. Мĕн пур кăкăрти сывлăша вĕрсе кăларсан та вырăнтан хускалмасть.
Çак самантра сопка тăрри чĕтренсе илнĕ. Хальхинче вăл калаçма пуçланă:
– Çил хаяр, вăл кăшлама юратать. Ав ман пуç тÿпине çап-çара туса хăварчĕ. Лиственница çемйи ÿсетчĕ кунта. Ашшĕ-амăшне, ачи-пăчине пĕтĕмпех кăкласа йăвантарчĕ. Эй, тусăмсем, тархасласа ыйтатăп сирĕнтен: çуркунне килсе ман çине йывăçсем лартăр. Ун чухне вара хÿтĕ пулĕ, пăр та яп-яка, хумсăр-мĕнсĕр шăнса ларĕ.
– Ăнлантăмăр сана, Сопка асатте! – сиккелесе илнĕ ачасем. – Çуркунне çиттĕр çех, ĕçе тытăнатпăр.
... Çывăхри кÿлĕрен каллех пăр калаçни илтĕннĕ:
– Килĕр, ачасем, ман çине ярăнма! Хăвăртрах килĕр! – кăшкăрнă пăр.
Çил пĕр хушă шавланă та çавăнтах лăпланнă. Хăйĕнпе пĕрле тÿпери хăмăр пĕлĕте хăваласа кайнă. Хĕвел çуталса ачасем çине ăшшăн пăхса кулнă.
 («Игрушка (Тетте)», Чебоксары)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика