Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.06 ПĔРЛЕ ĔÇЛЕСЕН ĂНĂÇУ ПУЛАТЕХ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
РЕСПУБЛИКĂРИ шкулсенче Президентăн “Çĕнĕ шкул” программи ĕçлеме пуçланăранпа 10 çул çитнине халалланă мероприятисен марафонĕ иртет. Çак çулсенче республикăри вĕрентÿ тытăмĕнче чăннипех пысăк улшăнусем пулчĕç. Программăра палăртнă аталану çул-йĕрĕ шкулсен ĕç-хĕлне тĕпрен çĕнетме пулăшрĕ.
Чи малтанах кунта реструктуризаци витĕмне асăнмалла. Ачасене паха пĕлÿ пама май çук пĕчĕк шкулсене хупса никĕс шкулсене куçарнине хăшĕ-пĕри тÿрех йышăнасшăнах марччĕ пулин те, пурнăç ку утăм тĕрĕссине кăтартса пачĕ. Ашшĕ-амăшĕ паян ывăл-хĕрне никĕс шкулĕнче вĕрентесшĕн. Мĕншĕн тесен унта ачасене аталанма условисем чылай лайăхрах. Ку тĕлĕшпе, паллах, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви тĕрлĕ проекта активлă хутшăнни пĕлтерĕшлĕ ÿсĕмсем тума май парать. Раççей Тĕнче банкĕпе пĕрле йĕркеленĕ “Вĕрентÿ тытăмĕн реформи” проект тăрăх юлашки виçĕ çулта кăна пирĕн республикăри 27 ял шкулне çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Хальлĕхе вĕренÿ оборудованийĕ енĕпе вĕсемпе хула шкулĕсем те танлашаймаççĕ-ха. Паянхи тĕп тĕллевсенчен пĕри - кашни учителе çак пуянлăхпа туллин ĕçлеме хăнăхтарасси. Ку тĕлĕшпе ятарлă вĕрентÿ те йĕркеленĕ.
 
Тепĕр пысăк ĕç - информатизаци. Çĕнĕ технологисемпе усă курмасан вĕрентĕве аталантарма çук. 2006 çулта, “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, Чăваш Енри 388 шкула Интернетпа çыхăнтарнă, унпа вĕсем Раççей бюджечĕн шучĕпе икĕ çул тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ. Кăçал вара республикăри пĕтĕм шкула пысăк хăвăртлăхлă Интернет çыхăнăвĕпе тивĕçтерĕç. ЧР Вĕрентÿ министерствин пĕтĕмĕшле вĕрентÿ аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ М.Н.Федотов учительсене пулăшас тĕллевпе шкулсене вĕренÿ порталĕсен адресне çырупа ярса панине пĕлтерчĕ. Халĕ вĕрентекенсен хăйсене кирлĕ материала Интернетра шыраса вăхăт ирттермелле мар, тÿрех тупма пулать.
 
Юлашки çулсенче профиль вĕрентĕвĕ аталанма пуçларĕ. Шкул ачисен 66, 4 проценчĕ профиль классенче пĕлÿ илет. 10-11-мĕш классенчи çамрăксем халĕ хăйсене малашлăхра кирлĕ предмета тарăнрах вĕренме пултараççĕ. Çак меслет ăнăçлине патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем те кăтартса параççĕ. Тĕслĕхрен, ялсенчи вĕрентÿри çĕнĕлĕхсене алла илнĕ ресурс центрĕсенчи ачасен ППЭ кăтартăвĕсем хула инноваци шкулĕсен кăтартăвĕсемпе шайлашни палăрать.
“Çĕнĕ шкул” программăна пурнăçласа 140 шкул тата ытти вĕрентÿ учрежденийĕн çĕнĕ çурчĕсене хута янă. Кашни кун 225 шкул автобусĕ çула тухать, вунă пин ачана урока вăхăтра çитерет, занятисем хыççăн килĕсене ăсатать. Паян республикăра 138 никĕс шкулĕ ĕçлет, вĕсенчен 51 шкулĕ ресурс центрĕ шутланаççĕ.
Хăйсен вĕрентÿри ÿсĕмĕсемпе, çĕнĕлĕхсемпе шкулсем Президент программин юбилейĕ ячĕпе ирттернĕ мероприятисенче паллаштарма пултарчĕç. Канашри 3-мĕш шкулта, акă, “Эпир сире хавас” девизпа уçă алăксен кунне ирттернĕ. Унта Çĕмĕрлепе Улатăрти, Элĕкри педагогсем, ашшĕ-амăшĕ, общество представителĕсем хутшăннă. Çĕмĕрлере “Çĕнелнĕ шкул - XXI ĕмĕрти ăнăçу никĕсĕ” класс сехечĕсенче, инноваци ыйтăвĕсене çутатакан педагогсен конференцийĕнче, Етĕрне районĕнче çĕнĕлле ĕçлекен учительсен слетĕнче калаçусем çивĕч иртнĕ. “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнтерÿçĕсен ятне илнĕ шкулсем ытти вĕрентÿ учрежденийĕсене аталану опычĕпе паллаштараççĕ. Нарăсăн 1-мĕшĕнчен “Учитель - учителе” проект ĕçе кĕме пуçларĕ. Унăн тĕллевĕ - нацпроект конкурсĕнче çĕнтернĕ учительсен опытне çамрăк педагогсен хушшинче сарасси. Иртнĕ эрнере вара ашшĕ-амăшĕ, общество организацийĕсен представителĕсем, депутатсем, ятарлă комиссисен членĕсем республикăри шкулсенче уççăнлăх отчечĕсене итлерĕç, вĕсене сÿтсе яврĕç, шкулăн вĕрентÿри, воспитанири ĕç-хĕлне хак пачĕç.
Çакăн пек мероприятире Тăвай районĕнчи Турикас Тушкил вăтам шкулĕнче пулма тÿр килчĕ. Никĕс шкулĕ - ресурс центрĕ те. Унта 314 ачана 31 учитель вĕрентет. Тулаш енчен пăхсан Тушкил шкулĕ ытти ял шкулĕнчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть пек: çурчĕ те çĕнĕ мар, класĕсем те хăнăхнисемех. Çав вăхăтрах паллашу пуçламăшĕнчех пĕр цифра тĕлĕнтерчĕ: шкулта 18 ял-хула ачи пĕлÿ илет, вĕренекенсен шучĕ чакма мар, ÿссе пырать. Тăвай районĕнчи ялсенчен кăна мар, Вăрмар, Канаш районĕсенчен, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкартан та пур. Инçетрисене кашни кун киле çÿреме йывăртарах. Пĕрисем - шкулăн вăтăр вырăнлă общежитийĕнче, хăшĕсем тăванĕсем патĕнче пурăнаççĕ.
Хуласенчи лицей-гимназисенчен ытларах мĕнпе илĕртет-ха çак вĕрентÿ учрежденийĕ? “Ачасемшĕн чуна парса ĕçлетпĕр, малашлăхĕ ăнăçлă пултăр тесе тăрăшатпăр. Учительсен коллективĕ питĕ туслă та ĕçчен”, - тет шкул директорĕ С.П.Орлова. Вун пĕрмĕшĕнче вĕренекен Вăрмар çамрăкĕ те /вăл кунта тăххăрмĕш класранпах/ учительсене ырласа калаçрĕ, профиль класĕнче паракан пĕлÿ тивĕçтернине палăртрĕ. Министерствăран килнĕ комисси членĕсен шучĕпе, Тушкил шкулĕнче вĕрентÿ ĕçне йĕркелеме пĕлни те витĕм кÿрет. Вăл темиçе çул ĕнтĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе çыхăну тытать. Икĕ енлĕ килĕшÿ тăрăх университет преподавателĕсем профиль класĕсенче занятисем ирттереççĕ, программăсем хатĕрлеме, ачасене наука-тĕпчев ĕçне хăнăхтарма, учительсен пĕлĕвне ÿстерме пулăшаççĕ. Вĕрентекенсем çак аслă шкулта ирттерекен “Ăслăлăха - пĕрремĕш утăм” конференцисенче çулсерен лайăх кăтартусемпе палăраççĕ.
Шкулăн пурлăх никĕсĕ çулсерен çирĕпленсе пырать: хальхи техника хатĕрĕсем /çав шутра - 20 компьютер/, слесарьпе столяр мастерскойĕсем, автомобиль, икĕ трактор, шкул автобусĕ, спорт залĕ, стадион, истори-краеведени музейĕ, столовăй, вĕренÿ-опыт участокĕ пур. Тĕрлĕ кружокпа спорт секцийĕсене вĕренекенсен 95 проценчĕ çÿрет.
Тушкил шкулĕнче вĕрентÿпе воспитанири çĕнĕлĕхсене, ырă меслетсене алла илес, хăйсен опычĕпе ыттисене паллаштарас тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ. Шкул канашне Ю.Н.Петров ветеринар, попечительсен канашне А.Н.Моряков фермер ертсе пыраççĕ. Юрий Николаевич палăртнă тăрăх, вĕсен канашĕ вĕрентÿпе воспитани ĕçне хутшăнать, ашшĕ-амăшĕпе, йывăр ачасемпе тĕл пулать. Попечительсен канашĕ шкула пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшассине йĕркелесе пырать. Ку пулăшу, паллах, пĕртте те ытлашши мар.
Педагогсемпе вĕренекенсен коллективĕн ĕçне тĕрлĕ енчен хаклама пулăшакан конкурссене хутшăнмасăр та юлмаççĕ Тушкилсем. 1989 çултан пуçласа паянхи кунччен тунă ÿсĕмсем çакăн пек: республикăри вĕренекенсен чи лайăх производство бригади, “Çулталăк шкулĕ-98”, чи лайăх хушма хуçалăх, “Шкул управçи”, инноваци программисене пурнăçа кĕртекен вĕрентÿ учрежденийĕсен конкурсĕн çĕнтерÿçи. Пĕлтĕр шкул РФ Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне тивĕç пулнă. 2005 çулта “Вĕрентÿ тытăмĕн реформи” проектпа килĕшÿллĕн те шкула кăтарту пособийĕсем, оборудовани чылай панă.
Шкул директорĕн отчетне итленĕ хыççăн тухса калаçакансем ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçе ашшĕ-амăшне, общественноçа тата анлăрах хутшăнтармаллине палăртрĕç. Çĕнĕ технологисене туллин алла илес тĕлĕшпе чăрмавсем те пур иккен. Вăрмар районĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ В.Я.Шакров çакăн пек тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ: Тăвай тăрăхĕнче 18, 9 ачана пĕр компьютер /республикăра - 24, ялсенче 22 ачана/ тивĕçет, районти вунă шкултан саккăрăшне Интернетпа çыхăнтарнă. Анчах та çыхăну япăххине пула виççĕшĕ кăна Интернета тухма пултараççĕ. Тушкил шкулĕнче те çаплах. Унсăр пуçне районта çĕнĕ технологисемпе ĕçлеме пĕлекен кадрсем çукки те сисĕнет, çавна пула шкулсен сайчĕсен пахалăхĕ тивĕçтеремст.
- Интернет çыхăнăвĕн пахалăхне лайăхлатма “Волготелекомпа” çыхăнăпăр. Пĕтĕмпех йĕркене кĕрĕ, - терĕ калаçăва пĕтĕмлетсе Вĕрентÿ министерствин пай пуçлăхĕ М.Н.Федотов. - Паянхи пек отчетсене республикăри чылай вĕрентÿ учрежденийĕнче итлерĕç ĕнтĕ. Малашне вĕсем кашни çулах кашни шкултах иртмелле. Хальлĕхе йăлтах тивĕçтермест-ха. Калаçу пахалăхлă, усăллă ирттĕр тесен шкул ертÿçисене те çак мероприятие тĕплĕн хатĕрленме вĕрентмелле. Ашшĕ-амăшне, халăха шкула ертсе пырас ĕçе хутшăнтарасси - вĕрентÿ тытăмĕн пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри. Шкул - çемье - общество çыхăну çирĕп пулсан кăна вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче чăннипех пысăк ÿсĕмсем тума пулать.
Алина ЛУКИЯНОВА
 («Вести (Хыпар)», Чебоксары)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика