Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.06 Уçă алăксен кунĕ иртрĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Районта Президентăн “Çĕнĕ шкул” программине 10 çул çитнине халалласа вĕрентÿ системинче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Акă, иртнĕ эрнере “Пилеш” ача садĕнче тата Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче Уçă алăксен кунĕ пулчĕ. Чи малтанах ашшĕ-амăшĕсем Е.С.Сармандейкина, Р.Г.Романова, Л.П.Васькова панă уçă уроксенче пулчĕç.
Пĕчĕккисен пĕрремĕш ушкăнри воспитателĕ Е. С.Сармандейкина матрешкăн кĕпине тĕрĕсемпе илемлетме вĕрентрĕ, малтанласа тĕррисене пăхса тухрĕç, кайран ĕçе пикенчĕç. Ачасем ĕçе вĕçленĕ май, хăйсен ĕçĕсене пăхса савăнчĕç, кăмăллă юлчĕç.
Р.Г. Романова иккĕмĕш ушкăн ачисене сухан лартса ÿстерме вĕрентрĕ, тупмалли юмах каларĕ.
Л.П. Васькова тата ачасем хĕл каçакан кайăксене валли сырăшсем ăсталарĕç.
Уçă уроксем курнă хыççăн аслă воспитатель Н.Н. Аливанкина хăнасене музыка залĕнче “Хĕллехи юмах” тата çĕнĕ кĕнеке пособийĕсемпе йĕркеленĕ куравсемпе паллаштарчĕ. Ашшĕ-амăшĕсем ачасен пÿлĕмĕсене кĕрсе курчĕç, вĕсен пурнăçĕпе паллашрĕç, кайран аслă ушкăнри ачасем хатĕрленĕ С.Есенин творчествине халалланă каçсене курса киленчĕç. Ăна В.И.Грачева музыка ертÿçипе Н.Г.Гусельщикова аслă ушкăнри воспитатель йĕркелесе ертсе пычĕç. Унтан “Асамлă йĕр” вăйă вылярĕç. Вăйăра ачасем С. Есенинăн сăввисем тăрăх кĕвĕ хайларĕç.
Хамăр корр.
 («Наша жизнь (Пирĕн пурнăç)», Красные Четаи)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика