Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.06 “Ирĕклĕхпе туслăх юрăçи”

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Яманчÿрелĕнчи тĕслĕх библиотека ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулпа пĕрле Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа вăтам классем хушшинче “Ирĕклĕхпе туслăх юрăçи” ятпа литература каçĕ ирттернĕ.
Библиотека ертÿçи И.Ермакова чи малтанах поэтăн пурнăçĕпе, творчествăри ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Шкулти библиотекарь В.Ильина “Хусанкайăн сăввисене юратса вулатпăр” темăпа сăвăсен тишкерĕвне йĕркеленĕ. М.Афандеева (6-мĕш класс) “Эпир пулнă, пур, пулатпăр”, А.Малышкина (5-мĕш класс) “Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ”, А.Емельяновăпа, О.Рахмуллина (9-мĕш класс) “Натали кĕпе тĕрлет”, И.Базарновăпа М.Малышкина (7-мĕш класс) “Таня” поэмине, сăвăсене пăхмасăр каланă.
И.Ермакова библиотекарь “Çак янăравлă йĕркесем хăш сăвăран;” викторина ирттернĕ. Унта И.Базарнова (7-мĕш класс), Д.Краснов (7-мĕш класс), А.Емельянова (9-мĕш класс), М.Малышкина (7-мĕш класс), хастар хутшăннă. 1-3-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче П.Хусанкая халалланă юмахсен кунне йĕркеленĕ.
И. ПЕТРОВА
 («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика