Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.05 ЛАЙĂХ ЕННЕ УЛШĂНУСЕМ ПУР

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
ЧР Президенчĕ “Çĕнĕ шкул” программăна йышăнса вăл ĕçе кĕнĕренпе 10 çул çитрĕ. Çак вăхăтра шкулсенче мĕнле улшăнусем пулнă. Вĕрентÿ, воспитани шайĕ лайăхланнă-и? Çакă тата ытти ыйтусене пĕтĕмлетесси пырать вĕренÿ заведенийĕсенче.
Эпир Асанкасси вăтам шкулĕнче пултăмăр. “Шкул ырă енне улшăнни, патшалăх пулăшăвĕ илни аванах туйăнать. Хамăр та алă усса ларман, тăрăшнă”, – палăртрĕ шкул директорĕ Н.И.Чумаков ĕç-хĕлпе паллаштарнă май.
Унăн докладне итленĕçе-мĕн, шкул пурнăçĕпе паллашнă хыççăн çакна çирĕплетсех калама пулать. Шкул никĕс шкулĕ пулса тăнă, пурлăх никĕсĕ пуянланнă, вĕренÿ хатĕрĕсем чылай килнĕ. Çакă вĕрентÿ пахалăхне туллин çирĕплетме май панă. Акă, иртнĕ çулхи вĕренÿ çулне питĕ лайăх паллăсемпе вĕçленĕ, 11 ача районти олимпиадăсенче мала тухнă. Районта чи малтан асанкассисем шкул çулне çитмен ачасенчен кĕске вăхăтлăх вĕренÿ класĕсем туса хунă. Шкулта попечительсен совечĕ, методика канашĕ, ача-пăча обществăлла организацийĕ ĕçлет. Кунта ачасем халĕ те “Трактор” предметне вĕренеççĕ. Уроксем хыççăн вĕренекенсене тĕрлĕ кружоксем кĕтеççĕ. Виçĕмçул 2 класранах акăлчан тата информатика предмечĕсене вĕрентессине йĕркеленĕ. Шкулта 16 компьютер пур. Ачасем ĕç урокĕсенче мастерскойра йывăçпа, тимĕрпе ĕçлеме вĕренеççĕ. Пурлăх бази те çирĕп. Трактор, автомашина пур. Информатика кабинечĕ, спортзал, стадион ачасене вĕренме, пултарулăхне аталантарма та пулăшаççĕ.
Шкул çумĕнче пахча, сад пур. Унта тулăх çимĕç çитĕнтереççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ шкул пахчи республикăри конкурсра та 1-мĕш вырăн йышăннă. Конкурссем тенĕрен, вĕсем районта, республикăра иртекен пĕр мероприятирен те юлмаççĕ. Юлмаççĕ çеç мар, конкурссенче, фестивальсенче, спорт ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Директора шкул ачисен шучĕ пăртак чакни пăшăрхантарать. Халĕ 182 ачана 26 вĕрентекен пĕлÿ парать. Учительсен вăтам çулĕ 45 çул. Ачасене “Раççей тава тивĕçлĕ учителĕ”, “Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕсем» виççĕн, «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» ята çĕнсе илнисем вĕрентеççĕ. 4 вĕрентекен аслă категориллĕ. Ачасен паллăшăн (оценкăшăн) çеç вĕренмелле мар. Чи малтанах пĕлÿшĕн тăрăшмалла», – палăртрĕ Николай Иванович.
Ачасен вĕренÿ шайĕпе директор çумĕ А.М.Копташкина паллаштарчĕ. Шкулти ачасенчен чылайăшĕ пĕлÿ патне туртăнать. Нумаях мар пулин те, «уксахлакансем» те пур-ха. Альбина Ивановна чылай цифра илсе кăтартрĕ. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Ачасем уроксене час-часах сиктерни çинчен пăшăрханса каларĕ. Кунсăр пуçне, вĕренекенсенчен чылайăшĕ шкула кĕсьене чиксе çÿремелли телефонсемпе килнине, вĕсем вĕренме чăрмантарнине палăртрĕ. Завуча та, директора та шкулта пирус туртакан ачасем пурри те сисчĕвлентерет. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ те пĕр вăхăтра иртнĕ май, вĕсене хăйсен ачисем пушă вăхăта мĕнле ирт-тернипе интересленмеллине палăртрĕç. Клубра нумай çÿрени те ачасене çителĕклĕ çывăрса канма, шкулта кирлĕ пек вĕренме чăрмантарни пирки чарăнса тăчĕç. Пухура тата чылай ыйту тавра калаçу пулчĕ.
«Ĕçлетпĕр-ха, тăрăшатпăр, анчах та вăй хумалли татах та пур», – терĕ Н.И.Чумаков. Шкул малалла ăнтăлни, ачасемшĕн, вĕсене вĕренме кирлĕ условисем туса парассишĕн тăрăшни паха.
Пуху ĕçне районти вĕрентÿ пайĕн представителĕ А.А.Яковлев хутшăнчĕ, сăмах илсе коллектива ăнăçу сунчĕ.
Ю. ГАВРИЛОВ
 («Кошелеевский край (Каçал ен)», Комсомольское)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика