Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.05 ТĔЛЛЕВЛĔ ПРОГРАММА ПУЛĂШУ КŸРЕТ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Январь уйăхĕн 31-мĕшĕнче Президентăн “Çĕнĕ шкул” программи республикăра ĕçлеме пуçланăранпа 10 çул çитрĕ. Çак вăхăтра республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази палăрмаллах çирĕпленчĕ. Вĕрентĕве аталантарма чылай çĕнĕлех уçса пачĕ. Вунă çулхи ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ чăнахах та питĕ курăмлă.
Шăпах çак кун Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче “Çĕнĕ шкул” программăн вунă çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетрĕç. А.С.Терентьев шкул директорĕ вĕрентÿ учрежденийĕн кулленхи ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Шкул çак 10 çул хушшинче палăрмаллах улшăннине палăртрĕ. «Çĕнĕ шкул” программа ĕçлени пире пур енлĕн аталанма условисем туса пачĕ. Президент пулăшнипе шкулăн пурлăхпа техника бази пуянланчĕ. Хамăр та тăрăшса ĕçленине палăртмалла. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пур ĕçре те хастар”, – каларĕ А.С. Терентьев.
Директор шкул историйĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Паянхи ĕç-хĕлпе вара тĕплĕн паллаштарчĕ. Шкулта 510 ача пĕлÿ пухать. Кунта районти тĕрлĕ ялти ачасем вĕренеççĕ. Вĕсене кунсерен шкул автобусĕ илсе çÿрет. Ачасене 53 вĕрентекен предметсене алла илме пулăшать. 2006 çулта ачасен 51, 3 проценчĕ “4”, «5” паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. 16-ăн япăх паллăсемпе вĕренеççĕ, вĕрентÿ программине алла илсе пыраймаççĕ. 2001 çултанпа ачасем пĕрлехи патшалăх экзаменне тытма хутшăннă. Вĕсенчен чылайăшĕ вĕренÿре палăрса, 100 балл таран пухма пултарнă. Юлашки пилĕк çул хушшинче 6 ача ылтăн медальпе, 16-шĕ – кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă. Вĕренекенсене шкулта вĕренме пĕтĕм услови пур. 2002 çултанпа 1-мĕш вăтам шкул Хусанти социаллă-гуманитари колледжĕпе çыхăнса ĕçлет. Тата тепĕр çĕнĕлĕх – февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Санкт-Петербург патшалăх политехника университечĕн, Шупашкарти экономикăпа менеджмент институчĕ хатăрленÿ курсĕсем уçма палăртать. Вĕренекенсемшĕн вăл калама çук паха. Вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче икĕ экзамена “4” паллăпа парсассăн вĕсен студенчĕ пулса тăма май пур. Шкул çĕнĕлĕхсене хăвăрт алла илет. Педагогсем те яланах тăрăшуллă. Вĕсем пĕлÿ пахалăхне ÿстерес тесе кăна вăй хумаççĕ, ачасене мĕн пĕчĕкрен ыр кăмăллăха, хăй тĕлленлĕхе, активлăха хăнăхтарас тесе ĕçлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çак шкулти вĕренекенсем районти, республикăри конкурссемпе олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăннă. Учительсем те конкурссенче маттур. Хăйсен пĕлĕвне çуллен ÿстерсе пыраççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе, республикăри малта пыракансен ĕç-хĕлĕпе паллашаççĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ – районти “Çулталăк учителĕ” конкурсăн çĕнтерÿçисем. Президент грантне тивĕçнĕ вĕрентекен те çак шкултах вăй хурать.
Вĕрентÿ системине паян информаципе коммуникаци технологийĕсер уйăрма çук. Çавна май ачасене тĕрлĕ енлĕн аталанма шкулта икĕ компьютер класĕ, унта 22 компьютер.
Спорт зал тĕрлĕ спорт инвентарĕсемпе пуян. Паянхи куна Библиотекăра 26093 кĕнеке, вĕсенчен 6851 кĕнеки вĕренÿ учебникĕсем. Çитес вăхăтра библотека тата 60 пин тенкĕлĕх кăнекепе пуянланмалла.
Шкул директорĕ А.С.Терентьев ачасем час-часах уроксене сиктернине, хăшĕ-пĕри пачах тарса çÿренине каларĕ. Вĕсемпе шкулта тĕрлĕ профилактика ĕçĕсем ирттерме тивет, анчах хăшĕ-пĕри ăна ăша та хывмас. Çаплах çапкаланса çÿрет, преступлени çулĕ çине тăрать. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕн уйрăмах асăрхануллă, тимлĕ пулмалла.
“Пурте пĕрле тăрăшса ĕçлесен çеç çитĕнÿсем пулĕç”, – терĕ А.С.Терентьев отчета вĕçленĕ май.
 
А. АНТОНОВА
 («Кошелеевский край (Каçал ен)», Комсомольское)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика