Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.02.05 Ашшĕ-амăшĕсем коллектив ĕçĕпе кăмăллă

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Килсе çитнĕ ашшĕ-амăшĕсем чи малтанах ача сачĕпе паллашрĕç, кунти пÿлĕмсене кĕрсе курса чун тĕпренчĕкĕсем кунсерен ача садĕнче епле пурăннипе интересленчĕç. Вăтам ушкăна çÿрекен ачасен пÿлĕмĕнче пĕчĕк музей пурри пурне те килĕшрĕ. Аслă ушкăнрисен вара чăваш тĕррисен кĕтесĕ хăйĕн вырăнне тупнă. Ачасем чăваш халăхĕн культурипе пĕчĕкренех паллашни, паллах, ашшĕ-амăшне савăнтарать.
Унтан пĕчĕк пепкесем ашшĕ-амăшĕсене концерт лартса пачĕç. Иккĕмĕш кĕçĕн тата вăтам ушкăна çÿрекен хĕр ачасемпе арçын ачасем юрăпа ташă парнелерĕç. Аслăраххисем такмаксем шăрантарчĕç, ташласа та кăтартрĕç. З.В.Федорова воспитатель ашшĕ-амăшĕсене ыр сунса юрă парнелерĕ. Воспитательсен юррипе З.В.Федоровапа пĕрле М.И. Вазина, Ю.Г.Матвеева тата В.И.Семенова паллаштарчĕç.
Концерт кăмăла çĕкленĕ хыççăн президиум йĕркелерĕç. Ун йышĕнче райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Т.И. Улянды, “Хĕвел” ача сачĕн заведующийĕ А.Л.Васильева, райсудăн председателĕ Ю.В.Сидоров тата районти тĕп больницăн йĕркелÿпе методика кабинечĕн заведующийĕ С.В.Леонтьева пулнине палăртмалла.
Чи малтанах А.Л.Васильева “1997-2007 çулсем: çĕнĕ пахалăхлă вĕрентÿ патне илсе пыракан çул” доклад турĕ. Алена Леонидовна пĕлтернĕ тăрăх, ача садне çÿрекен 90 ача шутланать. Калас пулать, кунта 1 çултан пуçласа 7 çула çитекен ачасем çÿреççĕ. Ача сачĕн психологĕ ирттернĕ социологи тĕпчевĕ тăрăх, ачасен 87% тулли çемьесенчен, ашшĕ-амăшĕсен 72% вара иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Палăртмалла, 2005-2006 çулсенче ача садĕнче 34 çемье дуэчĕ воспитанниксен шутĕнче пулнă, урăхла каласан, кунта харăсах пĕр çемьери икĕ ача çÿренĕ. Алена Леонидовна ачасем кашни кунах витаминсемпе пуян апат 4 хутчен çинине палăртрĕ. Чăн та, ачасен апатланăвне аван йĕркелени сисĕнет. Педагогика персоналĕ пирки сăмах пуçарнă май, заведующи кунти воспитательсенчен çурри аслă пĕлÿ илнине, тăваттăшĕ пĕрремĕш, пиллĕккĕшĕ иккĕмĕш категориллине пĕлтерчĕ. Музыка ертÿçи В.Е.Романов – “Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ”, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. Палăртмалла, педагогсен 50 проценчĕн ĕç стажĕ 20 çула яхăн, тăваттăшĕн (40%) вара – 25 çул ытла, 10% вăтăр çул ытла тимлеççĕ.
Алена Леонидовнан тĕплĕ отчечĕ хыççăн Т.И. Улянды сăмах илчĕ. Вăл “Хĕвел” ача сачĕ районти ăнăçлă ĕçлесе пыракан ача сачĕсенчен пĕри пулнине, республикăри конкурса хутшăнса 25 пинлĕх грант çĕнсе илме пултарнине çирĕплетрĕ. Татьяна Ивановна кунта пуян опыт пухнă педагогсем ĕçленишĕн, ĕç кăтартăвĕсем те аван пулнишĕн коллектива мухтарĕ.
Ю.В.Сидоровпа С.В.Леонтьева, ашшĕ-амăшĕсем пулнă май, ача сачĕн коллективне хăйсен пепкисене ÿстерме, тĕрĕс воспитани пама пулăшнăшăн чунтан тав турĕç. Воспитательсем те пур ашшĕ-амăшне кирлĕ вăхăтра яланах пулăшма хатĕр пулнишĕн тав сăмахĕсем каларĕç.
Н. МИДАКОВА
 («Наша жизнь (Пирĕн пурнăç)», Красные Четаи)
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика