Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Сисĕнмерĕ те, тĕрлĕ предметпа иртекен олимпиадăн Республикăри турĕ те çĕнтерÿçĕсен ячĕсене палăртрĕ. Иртнĕ кану кунĕсем пирĕн района та малти вырăнсемпе савăнтарчĕç.
Технологи предмечĕпе хальхинче те пирĕн район чысне Кÿкеçри 1-мĕш номерлĕ шкул вĕренекенĕсем хÿтелерĕç. 10-мĕш класри Алексей Степановпа Артем Орешниковăн пÿртре çитĕнекен чечек куршакĕсене лартмалли «Чăваш юманĕ» ĕçне хаклавçăсем икĕ призлă вырăн панă.
«Эрне малтан ачасем çакăн проектне комиссине тăратрĕç. Кану кунĕсенче вара малтан тест ыйтăвĕсене хуравларĕç. Логика тĕлĕшĕнчен те тĕрĕслерĕç вĕсене. Пĕлÿ турĕ хыççăн практика пулчĕ: 3 сехет хушшинче ачасен комисси панă чертежа пăхăнса, инструментсемпе тĕрĕс усă курса диск хумалли хатĕр турĕç. Юлашкинчен вара «Чăваш юманне» хÿтĕлерĕç. Комисси икĕ Кунхи ĕçе пĕтĕмлетсе Алексее пĕрремĕш, Артема иккĕмĕш вырăн пачĕç», – пĕлтерчĕç ачасен руководителĕсем, Николай Андреевичпа Николай Николаевич Востриковсем. Сăмах май каласан, вĕсен воспитанникĕсем юлашки çулсенче яланах пĕрремĕш вырăнпа таврăнаççĕ. Раççейре те 4-мĕш вырăнпа 3-мĕш вырăнсем пулнăчĕ.
Ĕçе курсан, чăнах та, комисси мĕншĕн тĕлĕннине ăнланатăн: илемлĕ, чуна тÿрех тыткăнлакан, пĕр шăйрăксăр ăсталанă чечек куршакĕсене лартмаллисем. Кунпа каччăсем пĕтĕмпе те çур çул çеç ларнă. Кружока та вĕсем икĕ çул çеç çÿреççĕ-ха, апла пулин те çакă вĕренекенсене Раççей шайĕнчи олимпиадăна лекме чăрмантарман. «Ĕçлемелле, ÿркенмелле мар çеç. Мĕншĕн тесен ĕç вĕрентет, воспитани парать, пире пуласлăхра çирĕп утма май парать» Николай Андреевич сăмахĕсене асра тытса тăрăшаççĕ вĕсем. Маттур, Раççейри турта та хăйсене кăтартассине шанмалли çеç юлать.
А. СУСМЕТ
(«Край родной (Тăван ен)», Кугеси)